Никитин Михаил Александрович (биолог)

Никитин Михаил Александрович (ҫур. 1982 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫей биологӗ[1][2], чӗрчунсен геномӗсен эволюцине тӗпчес тата молекулярлӑ филогенетика енӗпе ӗҫлет.

Пурнӑҫӗ

1982 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. Питӗ лайах паллӑсемпе МПУ биологи факультетӗнчен (зоологи кафедрине) вӗренсе тухнӑ[3].

2008 ҫултанпа Мускав патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи Белозерский ячӗллӗ физикӑпа хими биологийӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн эволюци биохими пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ шутланать[4][5]. МПУ-ра тата ҫуллахи шкулсенче вӗрентет.

Чӗрчунсен геномӗсен эволюцине тӗпчессипе тата молекула филогенетикипе ӗҫлет. Халӑха ансат мелпе ӑслӑлӑхпа паллаштарас енӗпе ӗҫленипе паллӑ. 2016 ҫулта Никитинӑн «Пурнӑҫ тӗвӗлленни: тӗтрелӗхрен клетка таран» кӗнеки «Просветитель» премин лонг-листне кӗнӗ. Ку премие вырӑсла чи лайӑх ӑслӑлӑхпа популярлӑ ӗҫшӗн параҫҫӗ. Каярахпа кӗнекене «Всенаука» программӑн эксперчӗсем пысӑк хак панӑ, ӑна «Дигитека»(выр.)чăв. проект шайӗнче мӗнпур вулакансем валли электронлӑ майпа тӳлевсӗр вырнаҫтармалли ӑслӑлӑхпа популярлӑ кӗнекесен шутне лекнӗ[6].

Ҫемье

2016 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнчен Елена Кармальская ҫыравҫӑ-фантаста качча илнӗ (1987).

Наградӑсем

Михаил Никитин ҫак наградӑсене тивӗҫнӗ[7]:

  • Беляев ячӗллӗ преми (2014, биогенези ҫинчен ҫырнӑ статьясен ярӑмӗшӗн).

Пӑтӑрмахсем

2019 ҫулта ӑна Мускавра пӑлхав вӑхӑтӗнче тытса чарнӑ сӑнпа малайзи, турккӑ, дани, нимӗҫ, испан тата ытти кӑларӑмсенче ҫак пулӑма ҫутатма усӑ курнӑ. Михаил Никитин сӑн ӳкерчӗкне, Росгварди сотрудникӗсем аллисене хыҫалалла ярса тытсе илсе пынӑ чухне тунӑскерне, 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ӳкернӗ пулнӑ[8].

Ӑнлантарусем

  1. ^ «Лжеучёные умеют маскироваться»: биолог и научный журналист рассуждают о проблемах просвещения. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ Зарождение жизни на Земле и других планетах. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
  3. ^ Михаил Никитин , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнчи копийӗ на сайте Элементы.ру
  4. ^ Интеллектуальная система тематического исследования наукометрических данных. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ.
  5. ^ Фырнин, Дмитрий. Сотрудники. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
  6. ^ Бесплатные книги (выр.). Всенаука. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
  7. ^ Михаил Никитин — биография, книги, отзывы, цитаты (выр.). www.livelib.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
  8. ^ Видео История фотографии, ставшей символом московских протестов | OK.RU (выр.). OK.RU. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Никитин, М. А. Происхождение жизни : От туманности до клетки. — М. : Альпина нон-фикшн, 2016. — 542 с. — 3000 экз. — ISBN 978-5-91671-584-2.