Николаев Василий Семёнович
Николаев Василий Семенович - Совет Союзӗн Паттӑрӗ, пулеметчик, гварди рядовой, чăваш.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Пушкăрт республикин Чекмагуш районĕнчи Тапканчă ялĕнче çуралнă.
Пуçламăш шкул пĕтернĕ. 1930-1940-мĕш çулсенче Кемӗр облаҫӗн Крапивино районĕнчи «Юность» колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Каярах Çурçĕр Осетинчи Алагир хулинче пурăннă. Унтан 1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă. 3-мĕш Украина фрончĕн 28-мĕш Çарĕн 2-мĕш гварди механизациленнĕ корпусĕн 5-мĕш гварди механизациленнĕ бригадин пулеметчикĕ.
1944-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче (Днепр (юханшыв)каçса тăшманăн атакисене пусарма тата унăн вут точкисене пусмăрласа ытти подразделенисене юханшыв урлă каçма май тумалла.
Приказа пурнăçланă май Николаев рядовой хăй сулă туса Днепр урлă каçса пулеметне вырнаçтарса тăшмана икĕ сехет хушши çыран патне ямасть, çав вăхăтра вăтăр ытла тăшмана пĕтерет. Кайран çитнĕ батальонпа пĕрле Херсон облаçĕн Берислав хулине малтанхисен хушшинче тапăнса кĕрет, пулеметпа персе батальона пулăшать.
Вăрçă хыççăн Кемер облаçĕн Крапивино районĕнчи Банново ялгне таврăнать.
Хисепĕсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ № 5972 (03.06.1944);
- Ленин орденӗ;
- Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ (1 шай)
Асăрхавсем
Вуламалли
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 2. М.: Воениз., 1988;
- За нашу Совегскую Родину. Орджоникидзе, 1957;
- Муриев Д.З. Осетии отважные сыны. - Орджоникидзе: Северо-Осетинское изд., 1974;
- Подвиги их - бессмертны. - Уфа: Китап, 2000;
- Славные сыны Башкирии. Книга 4. Уфа, 1979;
- Тарасов, И. Пирӗн ентешсем — Совет Союзӗн Геройӗсем / И. Тарасов // Урал сасси. -2005. — 7 ҫу (№ 18-19). — С. 2;
- Михайлов, В. М. Николаев Василий Семенович / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 294;
- Михайлов, В. М. Николаев Василий Семенович / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 32;
- Николаев Василий Семенович // Краткая чувашская энциклопедия Башкортостана. — Уфа, 2014. — С. 213.
Каçăсем
Николаев Василий Семёнович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Николаев В.С. çинчен Пушкăрт республикин çар мухтавĕн музейĕн сайтĕнче 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |