Нюксеница (юханшыв)
Нюксеница (Нюксенка) — Вологда облаҫӗнчи юханшыв, Сухона юханшывӑн сулахай юппи.
Нюксеница районӗн ҫӗрӗпе юхать. Юханшыв вӑрри Нюксеница салара вырнаҫнӑ, вӑл яла икӗ пая пайлать[1]. Баклановка тата Юровица юханшывсем пӗрлешнӗ вырӑнта пуҫланать. Шыв пухӑнакан бассейнӗнче Сосновски тата Юрьевски шурлӑхсем пур[1].
Юханшыв ячӗ саам чӗлхинчи «нюкша» сӑмахӗнчен пулса кайнӑ — вӑл шурӑ акӑша пӗлтерет[2]. Ӗлӗк-авал ҫак кайӑксем ку тӑрӑхра йышлӑ пурӑннӑ[3]. Пӗрешкел ятлӑ яла юханшыв ятне кура панӑ. Вырӑнти ҫынсем ҫавӑн пекех ӑна «Нюксенка» тесе те калаҫҫӗ.
Шыв объекчӗн кочӗ — 030201003121990000670[4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Картта листи P-38-125,126 Нюксеница. Масштаб: 1 : 100 000. 1983 ҫул тӗлне тӑрӑх тӑрӑмӗ. 1988 ҫ. кӑларӑм
- ^ Татьяна Морозова. Берегини из вологодского села (выр.)(недоступная ссылка — история). Правда (27 раштавӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ.
- ^ «Экология. Культура. Образование». Из опыта работы творческой лаборатории. — 2010. — С. 27.
- ^ Нюксеница : [рус.] / verum.wiki // Патшалӑх шыв реестрӗ : [арх. 15 октября 2013] / Раҫҫей Ҫутҫанталӑк министерстви. — 2009. — 29 марта.
Каҫӑсем
- История Нюксеницы (выр.). nuksenitca.ucoz.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Нюксеница (река) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |