Нюксеница районӗн лаптӑкӗ геологи тӗлӗшӗнчен Пермь системи шутне кӗрет. Ҫӗр айӗнчи пурлӑха илес пулсан Мӑн Сельменьга ял патӗнчи кирпӗчпе шакмак тума юрӑхлӑ тӑмсене палӑртма пулать. 1954 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кунта кирпӗч савучӗ (хальхи вӑхӑтра хупӑннӑ) ӗҫлеме пуҫланӑ. Брусенец ял патӗнче йодпа пуян минераллӑ шыв ҫӑлкуҫне тупса палӑртнӑ. 1960-мӗш ҫулсенчеДунай тата Вострое ялсем ҫывӑхӗнчи промышленность шайӗнче акшар чулӗсене, ҫавӑн пекех Бобровски ял патӗнче калий тӑварӗсене кӑларнӑ.
Районти вӑрмансенче тӗрлӗ тискер кайӑк питӗ нумай. Чи пахисен йышне ҫаксем кӗреҫҫӗ: упа, мулкач, пакша, сӑсар, кашкӑр, юс, ӑтӑр, пӑши. 1966 ҫулта Нюксеницӑна юханшыв хӑнтӑрне илсе килсе янӑ. Сӗм авал районти вӑрмансенче мамонтсем, носорогсем тата ытти чӗрчунсем пурӑннӑ. Районта вӗсен кайӑксен 80 ытла тӗсӗ тӗл пулать. Вӗсен хушшинче сунарҫӑсем ятарласа тытаканнисем: ӑсан, пӑчӑр, хир чӑххисем, хур-кӑвакалсем.
Района 1924 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Ҫурҫӗр Двина кӗпӗрни шутӗнче йӗркеленӗ, вӑл вӑхӑтра район лаптӑкӗ 5574 км² пулнӑ, унта пурӗ 22 156 ҫын пурӑннӑ. Ҫав ҫулхинех ҫӗртмен 10-мӗшӗнче райӗҫтӑвком йӗркеленӗ. Председатель пулма П. В. Виноградова суйланӑ. РКП (б) райкомӗн секретарӗ пулма И. В. Подольские суйланӑ. 1924 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче волӗҫтӑвкомсене пӗтернӗ. 1928 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Нюксеница районӗнчен (пӗтӗм лаптӑкӗпе пӗрле) Сухона районӗ туса хунӑ, администраци вырнаҫакан вырӑн пек Городищна салана палӑртнӑ. 1929 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Нюксеница ялӗнчи 23 хресчен хуҫалӑхӗнчен тӑракан «Прожектор» пӗрремӗш коммунӑна йӗркеленӗ. Коммуна председательне И. Я. Юрова суйланӑ. 1929 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Сухона районӗ Ҫурҫӗр Двина округне кӗнӗ. Район ҫумне Тотьма районӗнчи Брусноволовски ял канашне хушнӑ. 1930 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Нюксеницӑра 2-мӗш ступеньри 7 ҫул вӗренмелли шкула уҫнӑ. 1931 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ВЦИК тунӑ йышӑнупа килӗшӳллӗн Сухона районне Кокшеньга районӗпе пӗрлештерсе ҫӗнӗ Нюксеница районне туса хунӑ.
2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне районта 9,3 пин ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 45 % — район центрӗнче — Нюксеница ялӗнче пурӑнакансем. 2013 ҫул хушшинче ҫулталӑкри вӑтам халӑх йышӗ 0,5 % чакнӑ, 9,2 пин ҫынпа танлашнӑ. Юлашки ҫулсем хушшинче районта ҫулсерен халӑх шучӗ чакса пыни палӑрать. 2013 ҫулта ку кӑтарту 66 ҫынпа танлашнӑ. Ҫав вӑхӑтрах районти халӑх йышӗ чакнин тӗп сӑлтавӗ кунти халӑх урӑх вырӑна пурӑнма куҫса кайни пулса тӑрать. Районтан ытларах ҫамрӑксем тухса каяҫҫӗ — пысӑк хуласене вӗсем вӗренме, ӗҫе вырнаҫма тухса каяҫҫӗ. Ҫавна май районти ӗҫлеме пултаракан халӑх тӳпи пысӑках мар — 57,8 % кӑна.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркеленӗ май район чиккисенче Нюксеница муниципаллӑ округа (2004 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен — муниципаллӑ район) йӗркеленӗ.
Чи малтанах, 2004 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫӗнӗ муниципаллӑ района йӗркеленӗ чухне, ун йышӗнче 9 ял тӑрӑхне туса хунӑ. 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсене пӑрахӑҫланӑ: Бобровски, Уфтюга тата Красавино (Нюксеница ял тӑрӑхне кӗртнӗ), Брусенец тата Брусноволово (Городищна ял тӑрӑхне кӗртнӗ)[23].
Район экономикинче вӑрман отраслӗ питӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. 2013 ҫулта пурӗ 418,7 пин м³ е 2012 ҫулхипе танлаштарсан 104 % йывӑҫ хатӗрленӗ, ҫав шутра предприятисем, усламҫӑсем тата районта пурӑнакан халӑх — 261,1 пин м³ е 2012 ҫулхипе танлаштарсан 108,8 % хатӗрленӗ. 2013 ҫулхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх хӑма ҫурса хатӗрленӗ продукцин калӑпӑшӗ 24,1 пин м³ е 2012 ҫулхипе танлаштарсан 101,3 % танлашнӑ.
Районти шкулчченхи вӗрентӳ системинче шкулчченхи вӗрентӗвӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп программине пурнӑҫлакан 12 вӗрентӳ учрежденийӗ ӗҫлет. Ку — 7 ача пахчи тата пилӗк тӗп шкулти йӗркеленӗ 9 шкул умӗнхи ушкӑн.
Районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тытӑм шутне 11 учреждени кӗрет: 2 вӑтам шкул, 6 тӗп шкул, 2 пуҫламӑш шкул тата юсанма пулӑшакан шкул-интернат. Вӗсенче 1066 ача вӗренет.
2013 ҫулта Озерки пуҫламӑш шкула хупнӑ, «пуҫламӑш шкул-ача пахчи» йышши 3 учреждение ача пахчи шайне антарса реорганизациленӗ, Леваш тӗп шкула ун ҫумне Копылово тӗп шкула, Бобровски тӗп шкула тата Вострое пуҫламӑш шкул-ача пахчине пӗрлештерсе пӗр учреждени утса хунӑ. Шкулсене хупнин е реорганизациленин сӑлтавӗсем — вӗсенче вӗренекенсем сахал пулни. Хысна укҫи-тенкипе нормативпа тивӗҫтернӗ май ҫак вӗрентӳ учрежденийӗсем вӗрентӳ программисене пурнӑҫлама пахалӑхлӑ условисемпе тивӗҫтерме пултараймаҫҫӗ.
Ачасене хушма пӗлӳ паракан икӗ учрежденире 591 ача вӗренет: Ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче — 435, Нюксеница ДЮСШ-ӗнче — 156 ача.
2009 ҫулта «Районти Пожарище этнокультура центрӗ» МУКиТ рейтингӗ «Вологда тӑрӑхӗн тӗлӗнтермӗшӗсем» конкурсра ҫӗнтернипе тата Вологда облаҫӗнчиМИХсен реклама кампанине ирттернипе самай ҫӗкленнӗ. Пожарищере ӳкернӗ сюжетсене телеканалсенче кӑтартнӑ. Облась шайӗнче «Традиционный народный костюм через века» (чӑв. Ӗмӗрсем витӗр тухнӑ йӑлари халӑх тумтирӗ) фестиваль ирттернӗ, унта облаҫри тӗрлӗ район ҫыннисем тата МускавпаСанкт-Петербургран килнӗ хӑнасем хутшӑннӑ.
Культура тата культура эткерлӗхӗн объекчӗсене сыхлакан департамент, ОНМЦ пулӑшнипе Бородинсемпе Семеновсен пултарулӑх коллективӗсем тата Чебыкин йӑмӑкӗсен ансамблӗ Аслӑ Устюг хулинчи Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ҫемйи» ӳнер пултарулӑх фестивальне хутшӑнма пултарнӑ.
Нюксеницӑри йӑлана кӗнӗ халӑх культурин район центрӗ (ЦТНК) «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» конкурсӑн регионти тата федераллӑ тапхӑрне хутшӑннӑ, унта регионти конкурсра ҫӗнтерӳҫе тивӗҫнине палӑртакан диплома тата конкурс финалисчӗн лауреачӗ пулнине палӑртакан диплома тивӗҫнӗ. Учреждени «Вологда облаҫӗнчи Нюксеница районӗн йӑлана кӗнӗ реконструкциленӗ халӑх костюмӗ» продукци пахалӑхӗн Декларацине илнӗ. 1941—1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ май юбилее хатӗрленнӗ май район центрӗнче «Астӑвӑм ӑрӑвӗ» спорт уявӗ иртрӗ.
Районӑн культура пурнӑҫӗнчи 2013 ҫулхи тӗп пулӑм — Йӑлана кӗнӗ халӑх культурин центрӗн ҫӗнӗ ҫуртне хута яни.
2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнче область кӗпӗрнаттӑрӗ Кувшинников О. А. Нюксеница районне ҫитсе курнӑ май район пуҫлӑхне ЦТНК тӗлӗшӗпе ирттерекен туса пӗтермен строительство ӗҫӗсене пурнӑҫлассине район хыснине кӗртме хушнӑ.
2014 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне районта 39 культура учрежденийӗ (филиалсене шута илсен) ӗҫлет.
Районта культура сферинче «2013—2015 ҫулсенче Нюксеница муниципаллӑ районӗн культура потенциалне упраса хӑварасси тата аталантарасси» тӗллевлӗ программа пурнӑҫланать.
Нюксеница районӗнче фольклор фестивалӗсемпе уявӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ, ҫав шутра район ярмӑркки шайӗнче ирттерекен «Сухона кӗввисем» уяв та кӗрет. Районта йӑлана кӗнӗ ал ӗҫӗсем ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ — чӳлмек тӑвасси, йывӑҫ ҫинче ӳкересси тата касса кӑларасси, пир-авӑр тӗртесси, татӑк-кӗсӗкрен тӗрсе хатӗрлесси, хулӑ авса япаласем тӑвасси, хурӑн хуппинчен япаласем авса хатӗрлесси. Нюксеница районӗнче «Нюксеница — халӑх йӑлисен ҫӳпҫи» туристсене илӗртмелли проект пурнӑҫланать, вӑл культурӑпа анлӑрах паллашма та май паракан этнографи, экологи тата ял туризмне аталантарма пулӑшать.
Ҫитсе курма тивӗҫлӗ Нюксеница районӗн палӑкӗсемпе объекчӗсем: