Оидиум
Чир аташни
Оидиум кăмпи ăшă çанталăкра, нӳрлĕ сывлăшлă çулла питĕ хăвăрт аталанать. Оидиум малтан çамрăк калчана çапать. Çулçăсемпе ешĕл иçĕм çырлисем çинче шурă "тумламсем" пулса каяççĕ. Кайран "тумламсем" сарăлаççĕ те сăрăхса каяççĕ. Аякран пăхсан, иçĕм çырлисем тусанпа сапнă пек курăнаççĕ. Кăмпа аташса сăрă-кăвак тĕслĕ сийпе çамрăк калчисене хуплать. Оидиум çапнă ӳсентăран вара малашне аталанаймасть: фотосинтез процессĕ чарăнать, иçĕм çырлисем пиçсе çитмесĕрех ӳкеççĕ.
Оидиума хирĕç çирĕп тăракан иçĕм сорчĕсем: Мускат, Мальвазия, Фоль бланш, Гамэ, Каберне совиньон, Сира, Пинă Нуар.
Вуламалли
Каçăсем
- WD Gubler, MR Rademacher, SJ Vasquez, CS Thomas. 1999. Control of powdery mildew using the UC Davis Powdery Mildew Risk Index 2010 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче архивланӑ.. APSnet Feature.
- http://www.agf.gov.bc.ca/cropprot/grapeipm/mildew.htm 2010 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ.