Каберне совиньон

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Каберне совиньон

Каберне совиньон (иçĕм сорчĕ. Тăван çĕрĕ - Медок тата Грав тăрăхсем (Бордо енĕ, Франци).

Урăх ятсем: видур ( лат.-vigne dur- "хытă чĕрĕ хулă" ), буше е бушет.

Ампелографи

Каберне совиньон каярах чечекленет, ăна ирхи тăм илмест. Каберне совиньон сивве тӳсекен сорт, анчах та унăн çырлисем каярах пиçеççĕ. Çавăнпа çак сорт валли ăшă тата типĕ кĕркунне кирлĕ. Питĕ хулăм хупăллă çырласем пысăк иçĕм сапакине пуçтарăннă. Иçĕм çырли хуппинче нумай танинсем ( 4-5 % ) тата пигментсем. Каберне совиньон питĕ чĕрĕ сорт. Ку сортран тунă эрехсем 30-40 çул иртсен кĕленчере пулса çитет.

Сарăлни

Тĕнчере каберне совиньон сорчĕ чи палли шутланать ( 614 800 га ). Эрехтăвакан кашни çĕр-шывра иçĕм тĕмин çак сорчĕ тымар янă:

Чаплă эрехсем

эрех ячĕ тăрăх сорт пайĕ
Chateau Mouton-Rothschild Пойяк тăрăхĕ, Бордо енĕ, Франци 77 %
Chateau Latour Пойяк тăрăхĕ, Бордо енĕ, Франци 75 %
Chateau Margaux Марго тăрăхĕ, Бордо енĕ, Франци 75 %
Chateau Lafite-Rothschild Пăйяк тăрăхĕ,Бордо енĕ,Франци 70 %
Sassicaia Тоскана облаçĕ, Итали 85 %
Solaia Тоскана облаçĕ, Итали 75 %
Lupicaia Тоскана облаçĕ, Итали 90 %
Ornellaia Тоскана облаçĕ, Итали 65 %
Screaming Eagle Напа айлăмĕ, Калифорни штачĕ, АПШ 100 %

Çавăн пекех пăхăр

Каберне уявĕ

2010 çулта американри эрехтăвакансем сорчĕн уявĕ никĕсленĕ - "Пĕтĕм тĕнчери Каберне Совиньон кунĕ" - авăн уйăхри иккĕмĕш кунра.

Гибридсем

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каçăсем