Олейников Николай Макарович

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Олейников Николай Макарович (1898 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ [ҫурла, 4], Каменская, Дон Ҫарӗн облаҫӗ, Раҫҫей Империйӗ — 1937 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ, Ленинград, СССР) — совет ҫыравҫи, 1920-1930-ҫулсенчи вырӑс поэзийӗн авангарчӗн пайташӗсенчен пӗри, «Ёж» (1928—1929), «Чиж» (1934, 1937) тата ытти журналсен редакторӗ, сценарист. Математикӑпа кӑсӑкланнӑ. Хушма ячӗсем — Макар Свирепый, Николай Макаров, Сергей Кравцов, Н. Техноруков, И. Каров, Мавзолеев-Каменский, Пётр Близорукий[2] тата ыт. те. Пӗр вӑхӑтра пурӑннисем ӑна хӑйӗн шӳчӗсенче, кулӑшӗсенче тата пародийӗсенче никама та хӗрхенмен вӑрттӑн та ҫивӗч шӳтлеме, йӗкӗлтеме пӗлекен ҫын пек астуса юлнӑ. Хӑйне мӗнле тыткалани вӑл чӑн-чӑн менле ҫын пулнине пытарса тӑнӑ. Унӑн сӑввисем те ҫавнашкалах вӑйӑллӑ пулнӑ. Хӑйӗн эстетикипе тата поэтикипе ОБЭРИУ ушкӑн поэчӗсене ҫывӑх.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1898 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — ҫурлан 4-мешӗнче) Дон Ҫарӗн Облаҫӗн Каменская станицийӗнче (халь — Ростов облаҫӗнчи Каменск-Шахтинский хула) ҫуралнӑ. Николай Олейников ҫемйи пирки темех паллӑ мар: унӑн ашшӗ, Дон тӑрӑхӗнчи ытлӑ-ҫитлӗ казак, ҫамрӑк чухне ял хуҫалӑхӗпе аппаланнӑ, кайран хулана куҫса эрех складӗнче писарьте ӗҫленӗ. Амӑшӗ пирки хыпар-хӑнар сыхланса юлман. Олейников малтан арҫынсен округ училищинче вӗреннӗ, кайран реальнӑй училищӗне вӗренме кӗнӗ, 1916 ҫулта — Каменскаяри учительсен семинарине, ҫапах та ӑна вӗренсе пӗтереймен. 1917 ҫулхи февраль революцийӗ пуҫлансанах большевиксемпе пӗрлешнӗ. 1918 ҫулхи пуш уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ, Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче шурӑ казаксемпе ҫапӑҫнӑ.

Ачалӑхӗпе ҫемйи ҫинчен Олейников питех каласа паман, автобиографийӗсенче ҫырнисенчен хӑш-пӗр хыпарсем пӗр-пӗрне хирӗҫлеҫҫӗ. Сӑмахран, 1925 ҫулта Олейников хӑй ҫинчен «Молот» хаҫат редакцийӗ ҫумӗнчи 9-мӗш РКП (б) ячейкин йышне тӗрӗслекен комисси членӗсене ҫапла пӗлтернӗ: «Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче политика хирӗҫӗвӗсене пула аттене вӗлертӗм». Ашшӗ ӑна ача чухне хӗненӗ, варҫӑ вӑхӑтӗнче вара хӗрлӗармеец пулнипе шуррисене тытса панӑ[3]. Анчах та 1935 ҫулта Ленинградри тасату комиссийӗнче Олейников ҫапла каланӑ: «Аттепе харпӑр хӑй характерӗсене пула уйрӑлса кайрӑмӑр». Олейников яланах эпатажлӑ каларӑшсем патне туртӑннӑ пирки (ҫитменнине ҫав самантра ун пек калани уншӑн усӑллӑ пулнине кура), ашшӗне вӗлерни ҫинчен вара нимӗнле документ та ҫук, Олейников биографӗсем унӑн тӗрӗслӗхӗ пирки иккӗленеҫҫӗ тата ун ҫине таянса ҫыравҫӑн харпӑр хӑйевӗрлӗхӗн концепцине калӑплама юрамасть тесе шутлаҫҫӗ.

1920 ҫулта РКП (б) ретне тӑнӑ. Ҫав ҫулах ака уйӑхӗнче Каменскра «Хӗрлӗ казак» хаҫат тухма пуҫланӑ, унта ҫӗнӗ хыпарсем, вырӑнти хроника, кӗнекесемпе театр постановкисем ҫинчен ҫырнӑ отзывсем пичетленнӗ, Олейников унӑн редколлегине кӗнӗ. Хаҫатра ӗҫленипе пӗрлех вӑл учительсен курсне те ҫӳренӗ. 1921 ҫулта Ростоври педагогика техникумне вӗренме кӗнӗ. Анчах та ҫав ҫулах унӑн вӗренӗве пӑрахса Бахмут хулине (ҫав вӑхӑтра вӑл Донецк кӗпӗрнин тӗп хули пулнӑ) куҫса кайма тивнӗ, унта ӑна «Всероссийская кочегарка» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ пулма лартнӑ. Унта вӑл Михаил Слонимский тата Евгений Шварц ҫыравҫӑсемпе паллашнӑ (Шварц Олейниковпа пурнӑҫ вӗҫленичченех туслӑ пулнӑ, вӗсен пултарулӑх дуэчӗ 1920—1930-мӗш ҫулсенчи ача-пӑча совет литературин уяв выляв атмосферине витӗм кӳнӗ палӑртнӑ). 1923 ҫулта Олейников Слонимскийпе тата Шварцпа пӗрле «Всероссийская кочегарка» хаҫатӑн приложенийӗ пек «Забой» литературӑпа ӳнер журналӗ кӑларнӑ. 1924 ҫулта Донбасс ҫыравҫисен организацине йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑннӑ, вӑл та «Забой» ятлӑ пулнӑ[4].

1925 ҫулта Дон-ҫи-Ростоври «Молот» хаҫатра («Парти пурнӑҫӗ» пая ертсе пынӑ) ӗҫленӗ, кайран ӑна Ленинграда, «Ленинградская правда» хаҫата ӗҫлеме янӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Олейников парти прессинчен ача прессине куҫнӑ[4].

«Ленинградская правда» ҫумӗнчи Самуил Маршак ертсе пынипе пичетленекен вӑтам ҫулхи ачасем валли хатӗрленӗ «Ҫӗнӗ Робинзон» журнала ӗҫе вырнаҫнӑ. Кунта Николай Олейников Николай Лапшин иллюстрацийӗсемпе «Кохутек (тӗлӗнмелле истори)» ачасем валли пӗрремӗш калавне пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ачасене логика, математика тата физика пуҫарӑвӗсене хутшӑнтарас тесе задачӑсем, вӑйӑсем, тупмалли юмахсем тата фокуссем шухӑшласа кӑларнӑ. Журнал хупӑнсан С. Маршак, Н. Олейников тата редакцин унчченхи ӗҫченӗсен ушкӑнӗ Патшалӑх издательствин (Детгиз) Ленинградри уйрӑмӗн тин ҫеҫ йӗркеленӗ редакцине куҫнӑ[4].

1926 ҫултанпа Н. Олейниковӑн ачасем валли ҫырнӑ кӗнекисем тухма пуҫланӑ: «Пӗрремӗш канаш» (1926); «Вӑрҫӑ кунӗсем» (1927); «Тӗлӗнмелле уяв», «Танксем тата ҫунасем» (иккӗшӗ те 1928) тата ыттисем[4].

1926 ҫултан пуҫласа 1928 ҫулччен Ленинград тата Мускав журналӗсенче ӗҫленисӗр пуҫне ачасем валли радиокӑларӑмсем хатӗрленӗ, ку ӗҫе тӗрлӗ актёрсемпе ҫыравҫӑсене явӑҫтарнӑ[4].

1928 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Детгиз пулӑшӑвӗпе «Ежемесячный журнал» («Ёж») ача-пӑча журналӗн пӗрремӗш номерӗ тухать, Олейников унӑн яваплӑ редакторӗ тата тӗп идеологӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Журналта час-часах обэриутсем (Даниил Хармс, Александр Введенский, Николай Заболоцкий) пичетленнӗ, вӗсемпе Олейниковӑн тачӑ туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленнӗ, тӗп авторӗсем Корней Чуковский, Михаил Пришвин, Евгений Шварц, Михаил Зощенко, ҫавӑн пекех Самуил Маршак тата унӑн командин тӗп пайташӗсем М. Ильин, Борис Житков, Виталий Бианки пулнӑ. Журнал валли Олейников Макар Свирепый юланутҫӑ сӑнарне шухӑшласа кӑларнӑ, унӑн ячӗпе хӑйӗн хайлавӗсене пичетленӗ (кунсӑр пуҫне Олейниковӑн ҫак кулӑш йӗкӗрешӗ «Ёж» страницисенче пичетленнӗ пӗрремӗш совет комиксӗсенчен пӗрин геройӗ те, «Детский час» радиокӑларӑма тӑтӑш хутшӑнакан та пулса тӑнӑ. Журнала пӗтӗмӗшле ача-пӑча пайне ертсе пыракан С. Я. Маршак ертсе пынӑ пек шутланнӑ, ҫапах та унӑн «Ёж» валли вӑхӑт ҫитеймен, ҫавӑнпа та журналӑн «чӑн-чӑн хуҫисем» Николай Олейниковпа Евгений Шварц пулса тӑнӑ, шӑпах вӗсем журналта савӑнӑҫлӑ пултарулӑх тата хаваслӑ вӑйӑ атмосферине йӗркеленӗ те. Савӑнпа та «Ёж» тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ чылай литератор кайран унта ӗҫлени ҫинчен хаваспах аса илнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар[5].

1930 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа Н. Олейников пуҫарӑвӗпе «Ёж» ҫумне хушӑм туса кашни уйӑхрах кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли «Чиж» («Чрезвычайлӑ интереслӗ журнал»; 1930—1941 ҫҫ.) журнал тухма тытӑннӑ. 1930—1932 ҫулсенче унӑн тӗп редакторӗ Олейниковӑн тусӗ Георгий Дитрих прозаик пулнӑ. 1932 ҫулта «Чиж» шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн шкул ачисем валли хӑй тӗллӗн кӑларӑм пулса тӑнӑ. «Чиж» яваплӑ редакторӗ Н. Олейников икӗ хут пулса тӑнӑ: 1934 тата 1937 ҫулсенче[6]. Олейников «Ёж» тата «Чиж» журналсенче обэриутсен ача-пӑча сӑввисене тата прозине пичетлеме пӑрахман, совет критики ҫав поэт-авангардистсенче класс тӑшманӗсене ытларах та ытларах курма пуҫланӑ пулин те[7].

Николай Олейников поэт пек Ленинградри литература ушкӑнӗсенче паллӑ пулнӑ, анчах та пичетленмен темелле. Вӑл пурӑннӑ чухне аслисем валли ҫырнӑ унӑн виҫӗ сӑввине кӑна «Вӑтӑр кун» журналӑн (1934 ҫулхи юпа уйӑхӗнче) вуннӑмӗш номерӗнче пичетленӗ: «Хвала изобретателям», «Служение науке», «Муха». Критика ку хайлавсене пирки питлесе йышӑннӑ[4].

Тытса хупни тата вилӗм

1937 ҫулхи ҫуркунне Олейников Дмитрий Петрович Жуков филолог-японистпа час-часах хутшӑннӑ. 1937 ҫулхи ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Жукова тытса хупнӑ. НКВД следователӗсем асаплантарнине чӑтаймасӑр вӑл Н. Олейниковпа пӗрле троцкистсен оппозицине хутшӑнни, вӗсем иккӗшӗ те парти политикипе кӑмӑлсӑр пулни, Сталинпа Ворошилова хирӗҫ терактсем хатӗрлени пирки калакан кӑтартусем ҫине алӑ пусать[8].

1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Н. Олейникова Ленинградра тытса хупнӑ, контрреволюциллӗ ӗҫ-пуҫшӑн, троцкистсен организацине хутшӑннӑшӑн, ҫавӑн пекех яппун разведки майлӑ шпионаж тунӑшӑн (Д. Жуков 1937 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче «кӑтартнӑ тӑрӑх») айӑпланӑ. 1937 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче СССР НКВД тата Прокуратура комиссийӗн йышӑнӑвӗпе (судсӑр) персе вӗлерме приговор йышӑннӑ. Приговора 1937 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗнче Олейникова айӑплав пӗтӗмлетӗвне кӑтартмасӑрах пурнӑҫланӑ (вӑл пӗтӗмлетӳ унӑн ӗҫӗнче кайран ҫеҫ, 1938 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче, «тупӑннӑ»). Левашово ятлӑ пушӑ вырӑнта пытарнӑ. Сӑвӑҫ арӑмне Лариса Олейниковӑна унӑн упӑшкине «халӑх тӑшманӗ» тесе айӑпласа 10 ҫуллӑха лагерьсене хупса хунӑ, унтан ирӗксӗрлесе Ленинградран Ҫтерлӗ хулине кӑларса янӑ тесе пӗлтернӗ.

1956 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче Олейниковӑн тӑлӑх арӑмӗ упӑшки вилни ҫинчен свидетельство илнӗ, унта Николай Олейников 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тифпа чирлесе вилнӗ тенӗ, вилӗм вырӑнне кӑтартман.

1957 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче Олейниковӑн таса ятне тавӑрнӑ (вилнӗ хыҫҫӑн)[9].

Пултарулӑх

Олейников поэзийӗ хӑйне евӗр ҫинҫе тӑрӑхлавпа уйрӑлса тӑрать, вӑл ҫиелтен пӑхсан час-часах ансат, примитивлӑ форма хыҫне пытанать. Ирони литература жанрӗсемпе стилӗсене (унӑн пултарулӑхӗнче уйрӑмах романтикӑлла клишесене тӑрӑхласси час-часах телпулать), вӑл чухнехи тӗрлӗ пулӑма ярса илет. Олейников хӑйӗн сӑввисенче совет официаллӑ литературине те, графоман-поэтсене те, Александр Пушкина та, ОБЭРИУ ушкӑнӗнчи юлташне Николай Заболоцкие те пародиленӗ. Обэриутсен (уйрӑмах Н. Заболоцкипе Д. Хармсӑн) аслисемпе ача-пӑча хайлавӗсен поэтики Олейников сӑввисене питӗ пысӑк витӗм кӳнӗ. Поэт, обэриутсем пекех, хисепсемпе, паллӑсемпе, саккунсемпе тата ытти «вӗҫсӗрлӗх формисемпе» интересленет. ОБЭРИУ ушкӑнне вӑл ҫаплах кӗмен, анчах та унӑн хайлавӗсене «ОБЭРИУ ушкӑнӑн поэчӗсем» тата «Архимед ванни» сборниксене кӗртнӗ[10] (хӑш-пӗр сӑввисем вара ҫав тери обэриутсенни евӗрлӗ, ҫавӑнпа та вӗсене (сӑмахран, «Короткое объяснение в любви») Хармс ҫырнӑ тесе те шутланӑ).

Олейников ироние стереотипсемпе канонсене аркатма усӑ курмасть, унпа усӑ курса вӑл лирикӑллӑ геройӑн сӑнне пытаракан нумай маска тӑвать. Лидия Гинзбургпа калаҫнӑ чухне Олейников хӑйӗн сӑввисем пирки ҫапла каланӑ: «Ку чӑнласах мар. Вӗсен хыҫӗнче пытанма пулать. Чӑн-чӑн сӑвӑсем вара йӑлтах уҫса параҫҫӗ»[11]. Кирек мӗнле пафос та поэта суя пек туйӑнать, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн туйӑмӗсемпе хаклӑ япалисене кулӑшла та нӗрсӗр маскӑсем, чӗрчунсемпе хурт-кӑпшанкӑ сӑнарӗсем хыҫне пытарать («Жареная рыбка, // Дорогой карась, // Где ж ваша улыбка, // Что была вчерась?»).

Олейниковшӑн тӗп хаклӑхсем — юрату, илем тата пурнӑҫ. Ҫав вӑхӑтрах пурнӑҫ хаклӑхне пулӑмсен анлӑшӗ мар (Олейников ӑнсӑртлӑхсем, пурнӑҫ вак-тӗвекӗсем тата кулленхи япаласем ҫинчен ҫырать), пайӑр ҫын мар (сӑвӑ геройӗ пӑрҫа е таракан пулма пултарать), вилӗм ҫывӑххи палӑртать. Пурнӑҫа самант пек туйни, пӗр енчен, вилӗм ҫинчен манма памасть, тепӗр енчен — кулленхи кашни пулӑма чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш туса хурать, кашни япалан тӗллевсӗр пӗлтерӗшне кӑтартать. Ҫакӑн пек поэзи универсумӗнчен ҫынсем чӗрчунсенчен те, хурт-кӑпшанкӑран та нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ[12].

Н. Олейников ҫавӑн пекех ача-пӑча театрӗ валли инсценировкӑсем, Д. Д. Шостакович валли опера ҫырма «Карас» либретто, «Леночкана вӑратӑр» (1934), «Леночка тата иҫӗм» (1935) фильмсен сценарийӗсене (Евгений Шварцпа пӗрле) ҫырнӑ.

Тытса хупнӑ хыҫҫӑн Николай Олейников сӑввисем, прози тата унӑн ятне асӑнни те нумай ҫуллӑха пичетрен ҫухалнӑ. Унӑн хайлавӗсем майӗпен 1960 ҫулсен варринчен кӑна пичетленме тытӑннӑ[4]. Вӑл вилсен 60 ҫултан, 1997 ҫулта, Харьков композиторӗ тата режиссёрӗ Алексей Коломийцев Олейниковӑн пӗчӗк чӗрчунсем ҫинчен калакан ытарлӑ сӑввисемпе «Вивисекци» рок-опера ҫырнӑ.

Ленинградри адрессем

  • 1927—1929 ҫулсенче — Черепенниковӑн тупӑш ҫурчӗ пулнӑскер — Володарский проспекчӗ, 12.
  • 1934 —03.07.1937 — Придворный лаша вити ведомствин ҫурчӗ («писательсен хушса хӑпартнӑ ҫурчӗ») — Грибоедов каналӗн ҫыран урамӗ, 9.

Кӑларӑмсем

  • 1926 — «Пӗрремӗш канаш»
  • 1927 — «Вӑрҫӑ кунӗсем»
  • 1928 — «Танксем тата ҫунасем»
  • 1934 — сӑвӑсем // «Вӑтӑр кун» журнал, 10 №
  • 1966 — икӗ сӑвӑ («Таракан», «Хушамат улӑштарни») // «Поэзи кунӗ» альманах, Ленинград
  • 1969 — сӑвӑсем // «Литература ыйтӑвӗсем» журнал, № 3; 1970, № 7
  • 1975 — «Сӑвӑсем», Бремен
  • 1982 — «Йӗкӗлтевлӗ сӑвӑсем», Нью-Йорк
  • 1988 — «Хушамат улӑштарни»
  • 1990 — «Туйӑмсен авӑрӗ»
  • 1990 — «Шӑнана ухмахла эп юратрӑм»
  • 1991 — «Вӑрҫӑ кунӗсем»
  • 2000 — «Сӑвӑсемпе поэмӑсем»
  • 2004 — «Вулканпа Венера»
  • 2008 — «Ӑслӑ ачасен кружокӗ»
  • 2015 — «Тӗлӗнӳ хисепӗ»[13]

Пултарулӑх

Сценарисем

  • 1934 — Леночкана вӑратӑр (Евгений Шварцпа пӗрле)
  • 1936 — Канура (Евгений Шварцпа пӗрле)
  • 1936 — Леночка тата иҫӗм (Евгений Шварцпа пӗрле)

Спектакльсем

  • 1997 ҫул. Николая Олейниковӑн сӑввисемпе ҫырнӑ Алексей Коломийцевӑн «Вивисекци» рок-опери

Ӑнлантарусем

  1. ^ Nikolai Makarowitsch Oleinikow // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
  2. ^ В. Б. Семёнов. Олейников Николай Макарович // Русские писатели 20 века : Биографический словарь. — 2000. — .
  3. ^ Подробность зафиксирована Л. Гинзбург в записных книжках в 1933 году со слов самого Олейникова: Гинзбург Л. О старом и новом. — Сов. писатель, 1982. — С. 409.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Олейников Николай Макарович. ПроДетЛит: Всероссийская энциклопедия детской литературы. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Лекманов, Свердлов, 2018, с. 102–103.
  6. ^ Лекманов, Свердлов, 2018, с. 154.
  7. ^ Лекманов, Свердлов, 2018, с. 162—173.
  8. ^ «…Сборище друзей, оставленных судьбою». А. Введенский, Л. Липавский, Я. Друскин, Д. Хармс, Н. Олейников: «чинари» в текстах, документах и исследованиях : в 2 т. / Сост. В. Н. Сажин. — Ладомир, 2000. — Т. 2. — С. 591—593. — 749 с. — ISBN 5-86218-277-2.
  9. ^ «…Сборище друзей, оставленных судьбою», 2000, с. 595–608.
  10. ^ Коновалова А. Ю. Эстетика и поэтика обэриутов: дис. ... канд. филол. наук: 10.01.01. — Башкирский государственный университет, 2005. — С. 83.
  11. ^ Гинзбург Л. Я. Человек за письменным столом. — Советский писатель, 1989. — С. 380.
  12. ^ Полякова С. В. «Олейников и об Олейникове» и другие работы по русской литературе. — Инапресс, 1997. — С. 42.
  13. ^ «…Сборище друзей, оставленных судьбою», 2000.

Вуламалли

  • Лекманов О. А., Свердлов М. И. Жизнь и стихи Николая Олейникова // В кн.: Число неизреченного / Сост.: О. А. Лекманов, М. И. Свердлов. М. : ОГИ, 2015. Гл. 1. С. 11-201. ISBN 978-5-94282-721-2
  • Лекманов О. А., Свердлов М. И. «Кто я такой? Вопрос нелепый»: Жизнь и стихи Николая Олейникова. — Изд. поправленное и пополненное с приложением статьи А. Герасимовой «О „деле“ Николая Олейникова». — Литфакт, 2018. — 320 с. — ISBN 978-5-9500994-4-1.

Каҫӑсем