Чуковский Корней Иванович

Корней Иванович Чуковский (чăн ячĕ — Николай Васильевич Корнейчуков, 19 [31] пуш 1882, Сăваплă Петĕрхули, — 28 юпа 1969, Мускав) — вырăс совет сăвăçи, публицисчĕ, çырав тишкерÿçи, тăлмачĕ, ача-пăча çыравçи, журналист. Николай Корнеевич Чуковский тата Лидия Корнеевна Чуковская çыравçăсен ашшĕ. Ленин парни, Оксфорд университечĕн Honoris causa çыравлăх Тухтăрĕн ятне илме тивĕçнĕ (1962), Ленин орденӗ (1957), виçĕ хутчен Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ илме тивĕçнĕ.

undefined

Пурнăçĕ

Чуковский, Корней Иванович 1882-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Сăваплă Петĕрхулинче çуралнă. Николайăн амăшĕ Полтава кĕпернинчен тухнă хĕресчен-хĕрарăм, Екатерина Осиповна Корнейчукова, Сăваплă Петĕрхулире Левенсонсен кил-йышĕнче ĕçлекенскер пулнă. Вăл хуçа ывăлĕн, Эммануил Соломонович Левенсон студентăн гражданлă арăмĕ пулнă. Çак мăшăрăн ывăлĕ çуралнă тĕлне виçĕ çулхи хĕрĕ те пулнă. Николай ывăлĕ çуралсанах студент Левенсон хăйĕн саккунсăр çемьине пĕрахса «хăй таврашĕн хĕрарăма» качча илнĕ. Екатерина Осиповнан ирĕксĕрех Одессана таврăнма тивнĕ.

Николай Корнейчуковăн ача çулĕсем Одесса тата Николаев хулисенче иртнĕ.

Ĕçĕ-хĕлĕ

1901-мĕш çултан Чуковский «Одесские новости» хаçат валли çырма пуçланă. Çыравлăха Чуковскине гимназире пĕрле вĕреннĕ çывăх юлташĕ, журналист В. Е. Жаботинский кĕртнĕ. Унсăр пуçне Жаботинский Чуковскипе Мария Борисовна Гольдфельд туйĕнче каччă юлташĕ пулнă.

Çыравсем

  • Йытă патшалăхĕ (1912)
  • Крокодил 1916
  • Тараканище (1921)
  • Мойдодыр 1923
  • Чудо-дерево (1924)
  • Муха-цокотуха 1924
  • Бармалей 1925
  • Путаница (1926)
  • Федора хуйăхĕ (1926)
  • Телефон 1926
  • Вăрланă хĕвел 1927
  • Айболит 1929
  • Айболит тата çерçи
  • Акăлчан халăх юррисем
undefined
  • Топтыгин тата Тилĕ (1934)
  • Бармалея çĕнтерĕпĕр! (1942)
  • Приключения Бибигона (1945—1946)
  • Топтыгин тата Уйăх
  • Чăх чĕппи
  • Что сделала Мура, когда ей прочли сказку «Чудо-дерево»
  • Приключения белой мышки
  • Çапла та çапла та мар
  • Джек — покоритель великанов
  • Хăюллă Персей
  • Доктор Айболит (Хью Лофтинг тăрăх)

Асаилÿсем

  • «Современники». ЖЗЛ, 1962
  • Чукоккала: Рукописный альманах Корнея Чуковского / Предисл. И. Андроникова; Коммент. К. Чуковского; Сост., подгот. текста, примеч. Е. Чуковской. — М.: Русский путь, 2006. — С. 584. — ISBN 5-85887-254-9.
  • Дневник (1901—1929). / Подготовка текста и комментарии Е. Ц. Чуковской. Вступительная статья В. А.Каверина. — М.: Советский писатель, 1991. — С. 544. — ISBN 5-265-01523-X.
  • Дневник (1930—1969). / Составление, подготовка текста, комментарии Е. Ц. Чуковской. — М.: Современный писатель, 1995. — С. 558. — ISBN 5-265-02547-2.
  • Современники
  • Воспоминания о Репине
  • Юрий Тынянов
  • Борис Житков
  • Ираклий Андроников

Çыравсем

  • Живой как жизнь. Архивировано из первоисточника 26 ноября 2012.
  • К вечно-юному вопросу. Архивировано из первоисточника 26 ноября 2012.
  • История моего «Айболита»
  • Как была написана «Муха-Цокотуха»
  • Признания старого сказочника
  • Страничка Чукоккалы
  • О Шерлоке Холмсе
  • Госпиталь № 11. Архивировано из первоисточника 26 ноября 2012.
  • Вербицкая (она же позднее — Нате Пинкертон)
  • Лидия Чарская

Асăну

undefined

Корней Чуковский ятне тĕрлĕрен хуласен урамĕсене панă. вĕсен шутĕнче Шупашкар та пур.

Вуламалли

  • Чуковская Л. К. Памяти детства: Мой отец — Корней Чуковский. — М.: Время, 2012. — 256 с., ил. — 3000 экз., ISBN 978-5-9691-0723-6
  • Воспоминания о Корнее Чуковском. — Время, 2012. ISBN 978-5-91761-140-2

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем