Оксфорд университечĕ

О́ксфорд университечĕт (акăл. University of Oxford) — Оксфорд хулинче, Оксфордшир графлăхĕнче, Аслӑ Британире вырнаçнă университет. Тĕнчери чи ватă университетсен ят-йышĕнче иккĕмĕш вырăнта, ватăран та ватă акӑлчан чӗлхиллĕ университет, çаплах Аслӑ Британири пĕрремĕш университет. Тĕп-тĕрĕссĕн университета никĕсленĕ çула калама çук, ăнчах та кунта 11-мĕш ĕмĕрте вĕрентни паллă[3]. Аслă Британипе Ирландин «ватă университечĕсен» йышне, çаплах Аслă Британин чи паха 20 университечĕн элитлă «Рассел» ушкăнне кĕрет.

Университет тытăмĕ

Кăсăк фактсем

undefined

Вĕренсе тухнă паллă çынсем

Оксфорд колледжĕсем (хытаркăчсенче — никĕсленĕ çул)

Оксфорд университечĕн пĕрремĕш колледжне — Университет (акăлч. University College) — 1249 çулта никĕсленĕ. Тепĕр иккĕ малтанхи колледжĕ — «Баллиоль» (акăлч. Balliol, 1260 çул) тата «Мертон» (акăлч. Merton, 1264 çул) — хăйсене йĕркеленĕскерсен ячĕсене панă. Джон Баллиоль I Иоаннăн — Шотландин пулас патшин ашшĕ, иккĕмĕшĕн — лорд-канцлер Уолтер де Мертон.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Краткая история университета. University of Oxford. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  2. ^ Цифры и факты. University of Oxford. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи акан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  3. ^ A Brief History of the University. University of Oxford. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем