Кембридж университечĕ

Ке́мбридж университечĕ (акăл. University of Cambridge, лат. Universitas Cantabrigiensis) — никĕсленĕ çулĕпе Аслӑ Британин иккĕмĕш, Оксфорд хыççăн, тĕнчере тăваттăмĕш университет; Аслă Британипе Ирландин «ватă университетсенчен» пĕри, тĕнчери паллă университечĕсен йышне кĕрет, элита Рассел ушкăнĕн пайташĕ.

Университет Кембридж хулинчи ăсчахсенчен йĕркеленĕ, кунта вĕсем, çул çӳревсене шĕкĕлчесен, 1209 çулта Оксфордран унти студент хулара пурăнан хĕрарăма вĕлернĕ хыççăн куçса килнĕ[1]. 1214 çулта университет йĕрке-йăлине çирĕплетнĕ. Çав йĕркелĕхпе аслă пĕлӳ керменĕн ректорĕ, вĕренӳ программи тата вĕçĕнче экзаменсем пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче çут тĕнчери мĕнпур пĕлĕве мăнастирсенче пухнă. Мăнастир танлаштарсан, университетра ăслăха, философие, логикăна, математикăна вĕрентнĕ. Кембриджпа Оксфорд университечĕсене пĕрле тăтăшах «Оксбридж» теççĕ. Çак иккĕ университет пĕр-пĕринпе питĕ ăмăртса пурăнаççĕ.

Кембридж университечĕпе çыхăннă çынсем хушшинче 2020 ҫ. 121 Нобель премийӗн лауреачĕ — çак кăтартупа вăл аслă пĕлӳ шкулĕсем йышĕнче малти вырăнта шутланать[3].

undefined

Кембридж университечĕн колледжĕсем

Хальхи саманта Кембридж университечĕ йышне 31 колледж, вĕсенчен виççĕшне хĕрарăмсене кăна илеççĕ (Нью Холл, Ньюнхэм тата Люси Кавендиш). Ытти 28 колледжĕ — хутăш. Магдалена колледжĕ юлашки арçын колледжĕ шутланнă, хĕрарăмсене 1988 çулта кăна илме пуçлаççĕ. Икĕ колледжа аспирантсене (акăл. post-graduate students) кăна (Клэр Холл тата Дарвин), тепĕр тăваттăшне ытларах çула çитнĕ студентсене е аспирантсене (graduate) (Хью Холл, Люси Кавендиш, Тс. Эдмунд тата Вулфсон) илеççĕ. Ытти 25 колледжа студентсене те, аспирантсене те йышăнаççĕ.

Кембриджра темиçе теологи колледжĕ, тĕслĕхрен университетпа çыхăннă Кембриджри теологи федерацийĕ урлă Вестминстер тата Ридли Холл колледжĕ.

Колледжсен ят-йышĕ тата вĕсене никĕсленĕ çулсем:

Паллă профессорсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 A Brief History: Early records. University of Cambridge. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  2. ^ Table 0b - All students FTE by institution and level of study 2004/05 (Microsoft Excel spreadsheet). Higher Education Statistics Agency. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  3. ^ Страница Нобелевских лауреатов университета. University of Cambridge. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.

Вуламалли

Çавăн пекех пăхăр