Орешник (ракета комплексӗ)

 

«Орешник» — вӑтам инҫете вӗҫме пултаракан ракета системи, пӗрремӗш хут 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Днепропетровскри «Кӑнтӑрти машина тӑвакан савучӗ» (Южмаш) ҫине тапӑннӑ чухне усӑ курнӑ[1]. Баллистикӑллӑ ракетӑне ядерлӑ мар гиперсасӑллӑ хатӗрпе усӑ курса Украинӑпа НАТО ҫӗршывӗсем 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче Брянск облаҫӗнчи объектсене атакӑланӑ чухне ATACMS ракетӑпа усӑ курнӑшӑн, ҫавӑн пеке чӳкӗн 21-мӗшӗнче Storm Shadow тата HIMARS ракетӑсемпе Брянск тата Курск облаҫӗсене тапӑннӑшӑн хуравланӑ[2].

Усӑ курни

Варҫӑ хирӗнче «Орешник» ракета системине ӑнӑҫлӑ тӗрӗслени пирки 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ[3]. Унта усӑ курса Украинӑри хӳтӗлев промышленноҫӗн комплексӗн чи пысӑк объекчӗсенчен пӗрине, «Кӑнтӑрти машина тӑвакан савута», тапӑннӑ[4]. Патшалӑх пуҫлӑхӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «Орешник» Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ракета кӑларакан предприятине 10 Мах хӑвӑртлӑхпа атакӑланӑран (ҫеккунтра 2,5–3 километр вӗҫет) «паянхи куна илес пулсан ҫакӑн пек хӗҫ-пӑшала хирӗҫ хуравлама пултаракан хатӗрсем ҫук»[4]. «Южмаша» 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче НАТО ырланӑ май Брянск облаҫе ATACMS ракетӑсемпе, ҫавӑн пекех 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Брянск тата Курск облаҫӗсене Storm Shadow тата HIMARS ракетӑсемпе тапӑннӑшӑн атакӑланӑ.

undefined

Владимир Путин каланӑ тӑрӑх Брянск облаҫӗнче Британин Storm Shadow тата Америкӑн ATACMS-сене вӗҫнӗ чухне персе антарнӑ, никам та аманман, нимӗн те арканман, Курск облаҫӗнчи «Ҫурҫӗр» ҫарсен ушкӑнӗн команднӑй пункте тапӑннӑ чухне вилнисем тата аманнисем пулни ҫинчен пӗлтернӗ[4]. Унашкал системӑсемпе усӑ курма НАТО пулӑшмасӑр май ҫукран РФ президенчӗ асӑрхаттарнӑ тӑрӑх хирӗҫтӑру характерӗ улшӑннӑ:

Ҫак самантран пуҫласа Анӑҫ йӗркеленӗ Украинӑри регион шайӗнчи хирӗҫӳ, эпир маларах пӗрре мар палӑртнӑ тӑрӑх глобальлӗ шая хӑпарнин элементсене кӑтартма пуҫларӗ[4].

Ҫавӑн пекех Владимир Путин Раҫҫей РФ ҫине тапӑнма пулӑшакан ҫӗршывсен ҫар объекчӗсене тапӑнма ирӗк пурри пирки те аса илтернӗ:

Эпир хамӑр хӗҫпӑшалпа пирӗн объектсене хирӗҫ усӑ курма ирӗк паракан ҫӗршывсен ҫар объекчӗсене хирӗҫ усӑ курма пултаратпӑр тесе шутлатпӑр. Агрессивлӑ ӗҫ-пуҫ малалла та вӑйланса пырас пулсан эпир ҫаплипех татӑклӑ та ҫирӗп хурав парӑпӑр[5].

Техника характеристикисем

Раҫҫейри ҫар эксперчӗсем, «Южмаша» тапӑнса сирпӗтнӗ май тунӑ кадрсене тишкернӗ май «Орешникӑн» ҫакӑн пек характеристикӑсем пур тесе шутланӑ:

  • вӑтам инҫӗшӗ — 1000 пуҫласа 5500 километр таран;
  • хӑвӑртлӑхӗ — 10 Мах;
  • уйрӑм тӗллеме май пур уйрӑлакан пуҫ пайӗ;
  • стандартлӑ ҫапӑҫу тиевӗ — ултӑ блок[6].
undefined

Тапӑну ҫинчен пӗлтерни

Президент пресс-секретарӗ Дмитрий Песков ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Орешник» ракетӑна вӗҫтерсе яриччен 30 минут маларах Раҫҫей автоматлӑ режимпа ядерлӑ хӑрушлӑха чакарас енӗпе ӗҫлекен центр ҫыхӑнӑвӗпе тапӑнни ҫинчен АПШ-на пӗлтернӗ[7].

Шурӑ ҫуртӑн пресс-секретарӗ Карин Жан-Пьер брифингра пӗлтернӗ тӑрӑх, АПШ Украина тата союзниксене Раҫҫей вӑтам инҫете вӗҫме пултаракан ракетӑпа усӑ курма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ[8].

Реакци

Пентагонра АПШ Раҫҫейпе хирӗҫме тӑрӑшманни пирки пӗлтернӗ[9]. Апла пулин те ведомствӑн пресс-секретарӗ Сабрина Сингх хушса каланӑ тӑрӑх, «Орешникпа» усӑ курни Вашингтонӑн Украина тӗлӗшпе тытса пыракан политикине чармашкӑн витӗм кӳмӗ[10].

Венгри премьер-министрӗ Виктор Орбан НАТО ҫӗршывӗсене Раҫҫей хӑйӗн ядерлӑ доктринӑна улӑштарни ҫине, ҫавӑн пекех «Орешник» комплекса ӑнӑҫлӑ тӗрӗсленине пула ҫакӑн ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ:

… Раҫҫей президенчӗ телевизорпа граждансем умӗнче тухса каланӑ та Украинӑна ҫакӑн йышши хӗҫ-пӑшалпа тивӗҫтерекен ҫӗршывсене тӗллеме вӗсен ирӗк пурри ҫинчен уҫҫӑн каланӑ. Ку вӑл коммуникаци чеелӗхӗ мар. Раҫҫей пек ҫӗршыв ҫак темӑпа мӗн те пулин калать пулсан ҫакна шӑпах ҫапла йышӑнмалла та[11].

Хушма информаци

Комплекса ӑнӑҫлӑ тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн тепӗр кунхинех Интернет-лавккасенче Владимир Путина тата «Орешник» ракетӑна ӳкернӗ футболкӑсем сутма пуҫланӑ[12].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Путин рассказал об ударе баллистической ракетой «Орешник» по заводу в Днепре (2024-11-21). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Силы ПВО отразили украинский удар ATACMS по Брянской области (19.11.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Путин сообщил об ударе баллистической ракетой по объекту на Украине (21.11.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Заявление Президента Российской Федерации. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  5. ^ Путин заявил о праве ответных ударов по военным объектам других стран (21.11.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  6. ^ "Сбить невозможно". Что известно о ракете, которую представил Путин (21.11.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  7. ^ Белый дом: США заранее уведомили Украину о предстоящем запуске "Орешника" (21.11.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  8. ^ В Белом доме ответили на пуск российской ракеты "Орешник" (21.11.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  9. ^ США не стремятся к конфликту с Россией, заявили в Пентагоне (21.11.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  10. ^ Иванов, Глеб. Бежать и прятаться. В Киеве паника из-за удара «Орешником» (22.11.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  11. ^ Орбан призвал Запад воспринимать запуск "Орешника" всерьез (22.11.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  12. ^ Футболка с Путиным и ракетой «Орешник» появилась на маркетплейсах (22.11.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.