Памук Стамбулри пуян çемьере çуралнă. Ашшĕ инженер пулнă. Стамбулран аякра мар вырнаçнă Robert College ятли американ шкулĕнче вĕреннĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕн хистевĕсем кура Стамбул Техника университетĕнче вĕренсе пуçланă. 3 çул хыççăн вĕренсе пăрахрĕ.
1977 çулта вăл Стамбул университечĕн журналистика институтне вĕренсе пĕтерне. 1982-1985 çулсем хушшинче АПШ-нче пурăннă та Нью-Йоркри Колумби университетĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн Турцие таврăннă. 1982-2001 çулсем хушшинче мăшăрланнă пулнă. Халь уйралнă. Пĕр хĕр пур. Стамбул хулинче пурăнать.