Осипов Александр Михайлович (Совет Союзӗн Паттӑрӗ)

 

Осипов Александр Михайлович (1920 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ, Ямской Посад, Улатӑр уесӗ,Чӗмпӗр кӗпӗрни, Совет Раҫҫейӗ — 1945 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ, Грабау, Германи) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, лётчик-штурмовик, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1920 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Улатӑр уесӗнчи Ямской Посад ялӗнче вырӑс хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 7 класс пӗтернӗ. Экспедитор пулса ӗҫленӗ, ӗҫленӗ вӑхӑтрах Улатӑрти аэроклубра вӗреннӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1938 ҫултанпа. 1940 ҫулта Энгельсри вӗҫев училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1940 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — разведка авиаци полкӗн вӗҫевҫи. 1941 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Одессӑри пилотсен ҫар авиаци шкулне лётчик-инструктор пулса курсантсене вӗрентме янӑ. 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнче звено командирне лартнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа. Брянск, 2-мӗш Балти ҫум, 1-мӗш Беларуҫ тата 2-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1943 ҫултанпа ВКП (б) /КПСС пайташӗ.

2-мӗш Беларуҫ фрончӗн 4-мӗш сывлӑш ҫарӗн 4-мӗш штурмлакан авиаци корпусӗн 199-мӗш штурмлакан авиаци дивизийӗн 569-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирӗ, капитан. Осипов А. М. капитан тӑшманӑн чӗрӗ вӑйне тата ҫар техникине штурмлама 83 вӗҫев тунӑ. Сывлӑшри ҫапӑҫусенче тӑшманӑн 2 самолётне персе антарнӑ, вӗсенчен пӗрне — таранпа. 1945 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Грабау (Германи) районӗнче тӑшман объекчӗсене штурмланӑ чухне сывлӑшри ҫапӑҫура йышлӑрах тӑшманпа ҫапӑҫса пуҫ хунӑ — Балтика тинӗсӗнчи ҫар техникипе ерӗ вӑй тиенӗ ҫар пӑрахутне таранланӑ[1].

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи Указӗпе Осипов Александр Михайлович капитана ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне (вилнӗ хыҫҫӑн) панӑ, хисеплӗ ятпа пӗрле Ленин орденне тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне тивӗҫнӗ.

Кӑсӑк самантсем

  • Питӗ кӗнеке вулама юратнӑ, унӑн самолётӗнче те яланах кӗнеке пулнӑ. А. Толстой, К. Симонов, М. Шолохов ҫырнисене кӑмӑлланӑ[2].
  • 2 уйӑх та 20 кун пурӑнса ҫитереймен Паттӑр Аслӑ Ҫӗнтерӳччен.
  • Эскадрильинчи лётчиксем хӑйсен самолёчӗсем ҫине «Хӑюллисенчен те чи хӑюллишӗн — Осипов капитаншӑн — тавӑратӑп» (Мщу за смерть отважного из отважных — капитана Осипова) тесе ҫырнӑ. Сывлӑш ҫапӑҫӑвӗсенче, тӑшман объекчӗсене бомбӑланӑ чухне яланах «Осипов капитаншӑн!» команда янӑранӑ [3].

Астӑвӑм

  • Улатӑр хулинчи 5-мӗш шкула Осипов А. М. Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ, шкул ҫурчӗ ҫине ун асӑну хӑмине вырнаҫтарнӑ.
  • Улатӑр хулинчи урама тата Балти тинӗс пӑрахутне (1980 ҫул) Осипов А. М. ятне панӑ.
  • Мускаври 956-мӗш шкулта 1995 ҫултанпа 569-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн ҫар мухтавӗн музейӗ ӗҫлет.
  • А. М. Осипов портретне Улатӑр хулинчи ветерансен паркӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗсен хисеплӗ ятне тивӗҫнӗ ентешсен мемориал стени ҫине вырнаҫтарнӑ.

Вуламалли

  • Ентешсем — Совет Союзӗн паттӑрӗсем // Танташ. — 2005. — 8 авӑн (№ 36). — С. 2.
  • Николаев, А. Ҫӗнтерме ҫеҫ пултарнӑ / А. Николаев // Тӑван Атӑл. — 1979. — № 7. — С. 62-64.
  • Жуковский, А. Бесстрашный комэск / А. Жуковский // Молодой коммунист. — 1976. — 6 нояб.
  • Краснов, А. Корабль имени Героя / А. Краснов // Товарищ. — 1995. — 5 мая.
  • Михайлов, В. М. Осипов Александр Михайлович / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 308.
  • Михайлов, В. М. Осипов Александр Михайлович / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 337.. — См. текст
  • Осипов Александр Михайлович (15.07.1920-19.02.1945) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
  • Осипов Александр Михайлович // Всё для фронта, все для Победы! : Чувашская областная партийная организация в годы Великой Отечественной войны 1941-1945 гг. — Чебоксары, 2015. — С. 164.
  • Романов, П. Бессмертный подвиг / П. Романов // Алатыр. вести. — 2005. — 8 нояб.
  • Романов, П. Бессмертный подвиг / П. Романов // Наши земляки — Герои Советского Союза. — Чебоксары, 1980. — С. 445-451.
  • Романов, П. Сын Чувашии / П. Романов // Советская Чувашия. — 1967. — 9, 11 мая.
  • Лизогуб А. Я. Штурмовики 569-го. М.: 1998. — 90 с.
  • Ашик М. В. Этергомский десант. — СПб., 2000.
  • На грани возможного. — 2-е изд., испр. и доп. — М.: Лимб, 1993.
  • Память солдатского сердца. — Выпуск 2. — Чебоксары, 1980.