Пăлан сунарĕ

«Пăлан сунарĕ» (выр. Оленья охота) — 1981 çулта Горький киностудийĕн Ялтăри филиалĕнче Юрий Борецкий режиссёр Совет Союзӗн Паттӑрӗ Михаил Прудников сценарипе ӳнерленĕ совет илемлĕ фильмĕ.

Сюжет

Фильмри ĕçсем 1942 çулта пулса иртеççĕ. Пысăках мар чукун çул пуйăсĕ Двинскри (халĕ Даугавпилс) ача-пăча çуртĕнчен ачасене вăрçăран аяккалла турттарса каяканскер, нимĕçсен бомбардировки айне пулать. Çакăн хыççăн ачасем нацистсем оккупациленĕ территорие, беларуссен партизан ушкăнĕ çапăçакан района, лекеççĕ. Нимĕçсем «Пăлан сунарĕ» операцие хатĕрлеççĕ: ачасене çăлассипе астарса беларус партизанĕсене вăрмантан кăларса пĕтерме шутлаççĕ. Анчах та беларус патриочĕсем ачасене тăшман тыткăнĕнчен çăлмашкăн хăйсен операцине хатĕрленеççĕ.

Рольсем

Каçăсем