Паймак

Пайма́к (пушк. Баймаҡ) — Раççей хули, Пушкӑрт Республикин Паймак районĕн административлă тĕпĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, Канаш ертӳçи — Рустам Рафаэлович Саитов.

Халăх йышĕ 17,1 пин çын (2005).

Тавралăхĕ

Хула Кăнтăр Уралăн Ирентĕх хырçинче, Таналык шывĕн çӳлти юхăмĕнче (Уралăн шыв-çĕрĕнче), Ӗпхӳрен кăнтăралла 489 çм вырнаçнă.

Çутçанталăкĕ

Район территоринче Талкас кӳлĕ (Исяново чирку ялĕ). Кӳлĕ çумĕнчеТалкас санаторийĕ, Орлёнок, Берёзка лагĕрĕсем пур. Вăрманĕсем пуян та капăр.

Çутĕç, этеплĕх

Паймакра 4 шкул, интернат тата Топлива-энергетика колледжĕ (филиал). Паймакăн 2-мĕш №-лĕ шкулĕ «Раççей академиллĕ шкулĕ» (директăрĕ — Иванов Виталий Николаевич) ятне тивĕçнĕ.

Хуçалăхĕ

  • машинă тăвакан завочĕ
  • пукан-сĕтел фабрики
  • апат-çимĕç промăçлă йĕркелӳлĕхĕсем
  • çулçӳревлĕх
  • ял хуçалăх

Категорисем