Панкратов Николай Иванович
Панкратов Николай Иванович (1940 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ, Кивӗ Эйпеҫ, Елчӗк районӗ, Чӑваш АССР) — совет ялхуҫалӑхӗн малта пыраканӗ, Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи «Победа» колхозӑн комплекслӑ бригадин бригадирӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1981)[1]. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ялхуҫалӑх ӗҫченӗ (1979)[2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1953 ҫулта ялти тулли мар шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн «Пушкин» колхозра вӑй хума тытӑннӑ.
1960—1963 ҫулсенче СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнчехӗсметре тӑнӑ. 1963 ҫулта ҫартан демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Казахстанри Караганда облаҫӗнчи Сарань хулине куҫса кайнӑ, унта 101-мӗш шахтара шахтёр-проходчик ӗҫне вырнаҫнӑ.
1964 ҫулта Елчӗк районне таврӑннӑ, ҫулталӑк иртсен «Победа» колхозӑн иккӗмӗш комплекслӑ бригадин бригадирӗ пулса тӑнӑ[3]. Вӑл ертсе пыракан коллектив кӑтартусемпе малта пынӑ, ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ патшалӑх планӗсене тӑтӑшах ытлашшипех пурнӑҫланӑ.
Ял хуҫалӑх производствинчи пысӑк кӑтартусемшӗн тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн 1971 ҫулта — Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1973 ҫулта Ленин орденӗпе чысланӑ.
1979 ҫулта ӑна Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ялхуҫалӑх ӗҫченӗ ятне панӑ.
1981 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе патшалӑха сутас енӗпе ҫӗр ӗҫӗпе выльӑх-чӗрлӗх апат-ҫимӗҫне ӳстерес тата 10-мӗш пилӗкҫуллӑх планне тата социализм обязательствисене пурнӑҫласа пынӑшӑн Николай Иванович Панкратова Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ[4].
Унӑн ятне Елчӗк районӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Кӗнекине ҫырса хунӑ[5].
«Победа» хуҫалӑх пайланса кайсан 1994 ҫултан пуҫласа Елчӗк районӗнчи «Комбайн» колхозра ӗҫленӗ.
Обществӑлла ӗҫ
- СССР профсоюзӗсен 17-мӗш съезчӗн делегачӗ пулнӑ (1982) пулнӑ.
- Пӗтӗм Союзри колхозниксен 4-мӗш съезчӗн (1988) делегатне суйланнӑ.
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (13.03.1981),
- Ленин орденӗ (11.12.1973, 13.03.1981 № 459356),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (13.03.1981 № 19702),
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (08.04.1971),
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ялхуҫалӑх ӗҫченӗ (1979),
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ Панкратов Николай Иванович. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Панкратов Николай Иванович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Герою Социалистического Труда Панкратову Н.И. - 75 лет. Яльчикский район Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР о присвоении Н.И. Панкратову звания Героя Социалистического Труда. (выр.). Люди труда - гордость Чувашии. Ведомости ВС СССР. 1981. № 11. Ст. 348 (13 пушӑн 1981).
- ^ Яльчикская Централизованная библиотечная система. Известные земляки — Герои Социалистического Труда (выр.).
Вуламалли
- Панкратов, Н. И. «Кашнин чун-чěринче хастарлăхчě» : [Социализм Ĕçěн Паттăрěпе Н. И. Панкратовпа калаçни] / Н. И. Панкратов // Хыпар. – 2012. – 30 çěртме. – С. 4 : сăн ÿкерчěк.
- Панкратов, Н. И. Николай Панкратов: Пурнӑҫӑма юрӑхсӑр ирттермерӗм / Н. И. Панкратов // Хыпар. — 2020. — 6 чӳк/ноябрь (№ 126/127). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
- Панкратов, Н. И. Панкратов бригадир тӗрӗссине куҫран каланӑ : [Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре пурӑнакан Социализмла Ӗҫ Геройӗпе Н. И. Панкратовпа калаҫни] / Ю. Михайлов ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2015. — 25 раштав/декабрь — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк. — (Уҫӑ калаҫу).
- Панкратов, Н. И. «Пурнӑҫа йӗркелесси хамӑр алӑра» : [Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре пурӑнакан Социализмла Ӗҫ Геройӗпе Н. И. Панкратовпа калаҫни] / Н. И. Панкратов // Елчӗк ен. — 2010. — 29 авӑн.
- Панкратов, Н. И. «Чӑтӑмлӑхпа хастарлӑх кашнин чунӗнчеччӗ» : [Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре пурӑнакан Социализмла Ӗҫ Геройӗ Николай Иванович Панкратовпа калаҫни] / Н. И. Панкратов; А. Тимофеев [ҫырса илнӗ] // Елчӗк ен. — 2012. — 26 ҫу. — С. 3, 7 : сӑн ӳкерчӗк.
- Петрова, Е. Паттӑрсем — ырӑ тӗслӗх / Е. Петрова // Елчӗк ен. — 2023. — 15 раштав/декабрь (№ 70). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Тимофеев, А. Николай Панкратов, Социализмла Ӗҫ Геройӗ: «Халӑх тавӗ Герой ҫӑлтӑрӗнчен те хаклӑрах» / А. Тимофеев // Елчӗк ен. — 2020. — 17 юпа (№ 78). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Тимофеев, А. Пурӑнатпӑр тӗнчере пӗрре : [Социализмла Ӗҫ Геройӗ Н. И. Панкратов ҫинчен] / А. Тимофеев // Елчӗк ен. — 2015. — 24 юпа : сӑн ӳкерчӗк.
- Карягин, С. Пурнăçланнă ěмěт : [Социализмла Ĕç Геройě, Чăваш АССР ялхуçалăхěн тава тивěçлě работникě, Елчěк районěнчи «Победа» колхоз бригадирě Н. И. Панкратов çинчен] / С. Карягин // Коммунизм ялавě. – 1981. – 17 март : сăн ÿкерчěк.
- Карягин, С. А. Полюшко-поле : [о передовике с.-х. труда Н. Панкратове] / // Работники сельского хозяйства : [очерки / ред.-сост. авт. предисл. и науч. ред. А. И. Кузнецов]. – Чебоксары, 2014. – : фот.
- Мадебейкин, И. Н. Панкратов Николай Иванович / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 314.
- Мадебейкин, И. Н. Панкратов Николай Иванович / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 368.
- Малышкин, Н. Ф. Панкратов Николай Иванович / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 275-276.
- Панкратов Николай Иванович // Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики. — Чебоксары, 2017. — С. 435.