Петрова-Архипова Татьяна Валерьевна
Петрова-Архипова Татьяна Валерьевна -(1983 çулхи ака уйăхĕн 8, Карăк çырми ялĕ, Вӑрмар районӗ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР) - чăваш раççей спортсменĕ, Лондонри çуллахи Олимп вăййисенче бронза медале çĕнтерсе илнĕ.
Биографи
Тренер-Михаил Кузнецов.
Çитĕнӳсем
| Çул | ăмăрту | çĕнтерÿсем (вырăнĕ) |
|---|---|---|
| 2006 | Европа чемпионачĕ | II |
| 2007 | Тĕнче чемпионачĕ | II |
| 2009 | Лос-Анджелес марафонĕ | I |
| 2012 | Олимп вăййисем | III |
Олимп вăййисенчи çĕнтерÿ çулĕ
42 çухрăм тăршĕллĕ çула пирĕн çĕршывран виççĕн тухрĕç:Альбина Майорова,Лилия Шобухова тата Татьяна Петрова-Архипова.Лилия вĕçне çитмейрĕ,20 çухрăм иртсен хăйне япăх туйма пуçланăран ăмăртăва вĕçлерĕ. Татьяна Африка спортсменĕсене çеç мала ярса виççĕмĕш тухма пултарчĕ.Вăрăм çула вăл 2:23:29 вахăтра вĕçлерĕ.Ку вăл мала тухнă Эфиопи спортсменĕнчен 22 секкунт нумайрах.Иккĕмĕш вырăна Кенирен тухрĕ.