Петрова Александра Валерьевна

Петрова Александра Валерьевна (1980 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ, Шупашкар2000 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ, Шупашкар) — Раççей моделĕ, «Мисс Россия» конкурс (1996) тата ытти илем конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1980 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшенче Чӑваш АССРӗн тӗп хулинче Шупашкарта ҫуралнӑ. Амӑшӗ Валерия тата Татьяна кукамӑшӗ пӑхса ҫитӗнтернӗ. Вун тӑватӑ ҫулта вӑл Шупашкарти мода шкулне ҫӳреме, каярах илем конкурсӗсене хутшӑнма тытӑннӑ[1]. Ҫапла вӑл «Мисс Чебоксары 1995» тата «Мисс Чувашия 1996» конкурссенче ҫӗнтернӗ[2]. Шупашкарти Volga Models агентство фотомоделӗ пулнӑ[3].

1996 ҫулта «Мисс Россия» наци конкурсӗн финалне «РТР» каналпа раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче тӳрӗ эфирта кӑтартнӑ. Пӗрремӗш хут конкурс тӗп хула тулашӗнче — Аслӑ Новгородра — иртнӗ. Унта хутшӑннӑ 40 ҫынран — регионти турсен ҫӗнтерӳҫисенчен, чи илемли Шупашкар хулинче пурӑнакан 16 ҫулти Александра Петрова тесе йышӑннӑ[4].

1997 ҫулта вӑл нумай телекӑларӑмсене, шоу-программӑсене, презентацисене хутшӑннӑ, фотомодель пулса ӗҫленӗ. Ҫулталӑк хушшинче Александра тӗнчери нумай ҫӗршывра пулса курнӑ, тӗнчери виҫӗ конкурса хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Пӗтӗм тӗнчери ӳнер чемпионачӗн «модельсем» номинацире ылтӑн медальне ҫӗнсе илнӗ, ӑна Голливудра(выр.)чăв. ӗҫлеме йыхравланӑ.

1997 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Александра Петрова тӗнчери «Мисс Модел Интернэшнл» модель конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, унта 53 ҫӗршыв хӗрӗсем хутшӑннӑ.

1997 ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Республикинче Александра Петрова «Ҫулталӑк ҫынни» конкурсра ҫӗнтернӗ.

1999 ҫулта «Мисс Вселенная»(выр.)чăв. конкурса хутшӑннӑ.

Каярах Петровӑна Ford Models(выр.)чăв. модель агентствипе контракт сӗннӗ, анчах та вӑл вӗсене кирлӗ пек начарланмалла, акӑлчанла вӗренмелле тата ҫӳҫне кӗске кастармалла пулнӑ пирки килӗшмен[5].

Вилӗмӗ

2000 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче Александр Петрована Шупашкарта 20 ҫул тултариччен икӗ кун маларах пуҫӗнчен пӗрре персе вӗлернӗ[6].

Унпа пӗрле подъездра икӗ предпринимателе персе вӗлернӗ: хӗрӗн ҫамрӑк ҫыннине Константин Чувилина тата унӑн тусне, тӗп пасар директорӗ шутланнӑ Радик Ахметова. Шалти ӗҫсен министерствин версийӗ тӑрӑх, хӗр витӗм сферисемшӗн вырӑнти криминаллӑ авторитетсен хирӗҫӗвне пула тара тытнӑ киллера пула шар курни паллӑ пулнӑ пулин те, ҫак пӑтӑрмаха уҫса паман. Хӗр ӑнсӑртран свидетельница пулнӑран вилни куҫкӗрет[7][8].

2000 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пытарнӑ.

Киллера халӗ те тупман, айӑпламан. 2001 ҫулта ҫак ҫынсене вӗлернӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫне чарса лартнӑ.

Хисепӗсем

  • 1996 ҫул — «Мисс Россия» конкурс(выр.)чăв. çĕнтерӳçи;
  • 1997 ҫул — тӗнчери «Мисс Модел Интернэшнл» модель конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи;
  • 1997 ҫул — Чӑваш Республикинчи «Ҫулталӑк ҫынни».

Ӑнлантарусем

  1. ^ АЛЕКСАНДРА ПЕТРОВА - МИСС РОССИЯ С ТРАГИЧНОЙ СУДЬБОЙ(паллӑ мар) (23 нарӑсӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  2. ^ российская красавица 90- х: АЛЕКСАНДРА ПЕТРОВА(паллӑ мар) (23 пушӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ.
  3. ^ В Чебоксарах пройдет кастинг на конкурс красоты “Мисс Чувашия-2023”(паллӑ мар) (29 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ.
  4. ^ Miss Russia Alexandra Petrova 1980-2000. Viola. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
  5. ^ Miss Russia Winners. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.
  6. ^ Requiem for murdered beauty. Viola. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  7. ^ Dolgodvorov, Vladimir КАК УБИВАЛИ КОРОЛЕВУ(паллӑ мар). Trud (26 авӑнӑн 2000). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.
  8. ^ Александра Петрова-Мисс России 1996(паллӑ мар). Spletnik (30 чӳкӗн 2012). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.

Каҫӑсем