Петрова Александра Егоровна

Петрова Александра Егоровна (1919 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ, Аслӑ Пӑла Тимеш, Елчӗк районӗ, Чӑваш АССР1995 ҫулхи акан 17-мӗшӗ, Аслӑ Пӑла Тимеш, Елчӗк районӗ, Чӑваш Республики) — совет ялхуҫалӑхӗн малта пыраканӗ, Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Ворошилов ячӗллӗ колхоз (1959 ҫултанпа — «Победа» колхоз) уй-хи бригадин звеньевойӗ, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1948).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1919 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикинчи Елчӗк районне кӗрет) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӑваш.

Пуҫламӑш шкулта вӗренсе тухнӑ. Ворошилов ячӗллӗ вырӑнти колхоза, пӗрчӗллӗ культурӑсем ӳстерекен уй-хир бригадине звеньевой пулса ӗҫе вырнаҫнӑ[1].

1947 ҫулта Петрова звени производствӑри пысӑк кӑтартусем тунӑ, 9 гектар ҫинчи лаптӑкран гектар пуҫне 35,4 центнершар ыраш пухса илнӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1948 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе ял хуҫалӑхӗнче пысӑк кӑтартусем илнӗшӗн тата пӗрчӗллӗ тырӑсене пухса кӗртнӗ ҫӗрте рекордлӑ кӑтартусемшӗн Александр Егоровна Петровӑна Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ[2].

Каярах кантӑр ӳстерес енӗпе ӗҫлекен уй-хир звенинче вӑй хунӑ, унтан чӑх-чӗп пӑхаканра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1959 ҫулта колхоза «Победа» ят панӑ.

Виҫӗ ачана ӳстернӗ, вӗсен амӑшӗ — Александран аппӑшӗ — инвалид пулнӑ, ашшӗ фронтра пуҫ хунӑ.

Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче пурӑннӑ. 1995 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Петрова Александра Егоровна ятне Елчӗк районӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Кӗнекине ҫырса хунӑ.
  • Петрова Александра Егоровна палӑкне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче уҫнӑ Паттӑрсен Аллейинче вырнаҫтарнӑ[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Энциклопедия | Петрова Александра Егоровна. enc.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
  2. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР о присвоении А.Е. Петровой звания Героя Социалистического Труда. (выр.). ГИА ЧР. Ф.Р-1041. Оп. 1. Д. 951. Л. 12. (19 пушӑн 1948).
  3. ^ Аллею Героев открыли в селе Янтиково Яльчикского района (выр.). Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики (29 юпан 2022).

Вуламалли

  • Плотников В. Савнӑ ялӑм Тимешӗм / В. Плотников // Елчӗк ен. — 2022. — 2 авӑн/сентябрь (№ 34). — С. 5
  • Мадебейкин, И. Н. Петрова Александра Егоровна / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 323.
  • Мадебейкин, И. Н. Петрова Александра Егоровна / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 415.
  • Петрова Александра Егоровна // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 283.
  • Талвир, А. Пирěн аппа : [Социализмлă Ĕç Геройě А. Е. Петрова çинчен] / // Пирěн Социализмлă Ĕç Геройěсем: очерксем. – Шупашкар, 1949. –  : сăн ÿкерчěк.
  • Романов, В. Санюк аппа : [о Герое Соц. труда А. Е. Петровой] / В. Романов // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Н. С. Павлов. – Чебоксары, 1971. – С. 72-76 : фот.