Петровка, 38 (фильм)

«Петро́вка, 38» (выр. Петровка, 38) — Юлиан Семёновăн пĕр ятлă повеçĕпе Борис Григорьев режиссёр 1980 çулта çапса илнĕ совет çивĕч сюжетлĕ илемлĕ детектив фильмĕ. Тепĕр çултан унăн малалли фильмĕ - «Огарёва, 6» — тухнă.

Сюжет

Мускавра хура куçлăх тăхăннă пуçилевçĕсен группи çынсене чăрсăррăн тапăнса çаратаççĕ. Вĕсене Мускавăн пуçиле йĕрлевĕн ĕçтешĕсем — полковник Алексей Павлович Садчиков, майор Владислав Николаевич Костенко тата аслă лейтенант Валентин Росляков шыраççĕ. Бандитсемпе ăнсăртран çыхланса кайнă çамрăк Лёнька урлă «Чита» тата «Сударь» пуçилевçĕсене ярса илеççĕ, анчах вĕсен пуççи — Прохор — ирĕкре юлать-ха.

Пуçиле йĕрлевçисем Прохора шыраса мускавçум ялне пыраççĕ. Кунта вĕсен Прохора аресленĕ чухне алла хĕçпăшал тытса çăпăçма тивет.

Валентин Росляков йывăр суранланать, ăраскала пула тухтăрсем ăна çăлма пултараççĕ.

Прохор тарма хăтланать, ăна вара Костенко майор хăваласа çитсе тытать…

Рольсем

Пултарулăх группи

Çав. пекех