Крюков Николай Николаевич (актёр)

Николай Николаевич Крюков (8.7.1915, Замытье, Бежецк уесĕ, Тĕвер кĕпĕрни, Раҫҫей империйӗ — 17.4.1993, Санкт-Петербург) — совет/раççей кино/театр актёрĕ. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1991).

Биографи

Николай Николаевич Крюков 1915 çулхи çĕртмен 25-мĕшĕнче (утăн 8-мĕшĕнче) Тĕвер кĕпĕрнинчи Замытье ялĕнче çуралнă. Вăтам шкулта вĕренсе тухсан Ленинградри «Севкабель» савута ĕçе вырнаçнă. Савутри пултарулăх студине çӳренĕ, кайран ăна Ленинградри Мăн драма театрĕн (МДТ) студине илнĕ. Студире 1935 çулта вĕренсе тухнă. Актёр-профессионал ĕç-хĕлне 1936 çулта С. Э. Радлов режиссёр-драматург ертсе пынă театр-студине (унчен Çамрăк театр, 1939 çулхи çăвăн 3-мĕшĕнченпе — Ленинград Канашĕ ячĕллĕ театр) пикеннĕ.


Николай Николаевич Крюков 1993 çулхи акан 17-мĕшĕнче вилнĕ. Серафим çăвинче (Санкт-Петербург) пытарнă.

Фильмографи