Пиллĕккĕн тӳперен

«Пиллĕккĕн тӳперен» (выр. Пятеро с неба) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки каласа паракан , «Ленфильм» киностудинче 1969 çулта Владимир Шредель режиссёр ӳнерленĕ совет хура-шурă фильм.

Сюжет

Нимĕç çарĕсем Тухăç фронтне химилле авăрланă снарядсене илсе килеççĕ. Совет çарпуçлăхĕ пиллĕк çынра тăракан разведгруппăна тăшман тылне çав снаряда илсе килме тӳперен антарать.

Разведчиксен çак ĕçе тумашкăн пĕр талăк çеç, рацийĕ арканнипе Пысăк çĕрпе радиоçыхăну çук, вырăнти çыхăнмашкăн хăварнă çынтан пĕрне гестапо аресленĕ.

Паттăрлăх кăтартса йывăр ĕçе офицерсемпе салтаксем пурнăçлаççĕ.

Тĕп рольсем

  • Глеб Селянин — капитан Минаев, разведгруппа командирĕ
  • Виктор Семеновский — касăри Сергей Тарич
  • Александр Чирков — касăри Иван Наседкин, малтан циркач
  • Роман Громадский — касăри Роман Супрунов, «Ромашка», малтан боксёр
  • Герман Юшко — лейтенант Янис Круминь, латыш
  • Дитмар Рихтер — СС штурмбаннфюрерĕ Хольц

Ӳнер ушкăнĕ

Асăрхавсем

Каçăсем

  • «Пятеро с неба». Государственный регистр фильмов. Министерство Культуры Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  • «Пятеро с неба» Аннотированный каталог фильмов киностудии «Ленфильм» 1918—2003