Пиняев Иван Данилович

Пиняев Иван Данилович ( 1923, авӑн, 14, Напольнăй сали, Пӑрачкав районӗ, Чăваш АО1979, раштав, 18, Саранск хули, Мордва Республики) — ирçĕ сăвăçи, çыравçи, тăлмачĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1951). Мордва Республикин тава тивĕçлĕ çыравçи (1968), Мордва Комсомолĕн премин лауреачĕ (1968).

Биографи

1923 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕнчи Напольнăй салинче çуралнă.

Чăваш педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. «Красная Чувашия» хаçат редакцийĕнче, Мордови Республикин ÇП яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ.

1979 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Саранск хулинче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

Пурĕпе 20 кĕнеке çырса кăларнă. Шупашкарта «Родные просторы» (Тăван тавралăх) ятлă сăвăсен пуххине кăларнă.