Приалит Реутов

«Приали́т Ре́утов»Реутов хулинчи раççей футбол клубĕ. ФКЛ Мускавăн А ушкăнĕнче ăмăртать.

Визит картăчки

Кун-çулĕ

2009 çулта ДЮСШ «Приалит» базипе усă курса йĕркеленĕ. Сăлтавĕ: 2008 çулта реутовăн пĕртен-пĕр футбол клубне — «Реутов» ФК — салатса янă. Командăна реутов шкулĕнчи 1989-91 çулсенче çуралнă вĕренекенсене чĕннĕ. Вĕсемсĕр пуçне клуба Евгений Ловчева-кĕçĕннинеКазахстанăн икĕ хут чемпионне тата Казахстанăн футбол Кубокĕн çĕнтерӳçине, паллă совет футболистăн Евгений Ловчевăн ывăлне; Виççĕмĕш лигăн 2008 çулта чи лайăх бомбардирне Евгений Сосулина тата ытти футболистсене йыхравланă.

Тĕп тренерĕ пулма спорт ăстине тата тава тивĕçлĕ тренера Владимир Кобзева, пуçлăх вырăнне йышăнма — паллă футболиста тата 70-мĕш çулсенчи ЦСКА клубĕн чи лайăх бомбардирне, спорт тава тивĕçлĕ ăстине Борис Копейкина сĕннĕ.[1]

Команда 2009 çулта МРО «Центр» А Дивизионĕнче выляма тытăнать. Сезон вĕçленнипе виççĕмĕш вырăн йышăнать, тапăнса вылякан Евгений Сосулин, 23 пӳске тапса кĕртсе, дивизионăн чи лайăх бомбардирĕ ятне тивĕс пулать. Тĕп тренĕрĕн ĕç вырăнĕ сезонра (авăнăн çурринче) Борис Копейкина куçать.[2]

2010 сезонĕнче команда хăйĕн умĕнче чи çӳллĕ ĕç-пуç лартать: Виççĕмĕш лигăри МРО «Центр» пĕрремĕш вырăна тухмалла, çаплах ФКЛ Кубокне çĕнтерсе илмелле.

Выляв статистики

Сезон Дивизион Вырăн В Ç Н П М О Кубок Тренер
2009 МРО «Центр», Мускав, А 3Бронза призёрĕ 32 23 1 8 120-30 70 ФКЛ Кубокĕн 1/8 Владимир Кобзев
Борис Копейкин
2010 МРО «Центр», Мускав, А 6 28 17 4 7 70-37 55 1/2 ФКЛ Кубокĕ Борис Копейкин
2011/2012 МРО «Центр», Мускав, А ФКЛ Кубокĕн çĕнтерӳçи Александр Томилко

Темӑпа ҫыхӑннисем