Прокопьев Николай Алексеевич
Прокопьев Николай Алексеевич — чăваш сăвăçи. 1932 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялĕнче çуралнă. 1983 çулхи пушăн 21-мĕшĕнче вилнĕ.
Кун-çулĕ
Канаш педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Шкулта ĕçленĕ, ачасене чăваш, вырăс тата нимĕç чĕлхисене вĕрентнĕ. Елчĕк район хаçачĕн редакцийĕнче вăй хунă.