Прохоренко Жанна Трофимовна

Жа́нна (Жаннета) Трофи́мовна Прохоре́нко (ҫу, 11, 1940, Полтава — ҫурла, 1, 2011, Мускав) — совет тата раççей театрпа кино актриси. РСФСР халӑх артисчӗ (1988).

Биографи

Жанна Прохоренко 1940 çулхи çăвăн 11-мĕшĕнче Полтавăра çуралнă. Чăн ячĕ — Жаннета[1]. Ашшĕ — Витебскрен. Çемье Ленинграда куçса килсен актёр ăсталăхĕн пĕрремĕш урокĕсене Ленингра хулин Жданов ячĕллĕ пионерсенĕн керменĕнче туяннă.

1964 çулта Пĕтĕм Союзри патшалăх кинематографи институчĕ (С. А. Герасимов тата Т. Ф. Макарова ăстасем). Унпа пĕрле совет тата раççей киновĕн çăлтăрчăкĕсем — Галина Польских, Лидия Федосеева-Шукшина, Лариса Лужина — вĕреннĕ. Жанна Прохоренко çак компанирен çав тери паллăха тухнă, студентка чухнех Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пирки Григорий Чухрай режиссёр ӳнерленĕ «Баллада о солдате» фильмĕнче тĕп рольне сăнарланă. Анчах та, çакăн хыççăн актрисăн карьери майлашăнса кайман. Иккĕмĕш рольсенче кăна ĕçленĕ, юлашки çулсенче — эпизодсенче çеç.

Киноактёр театр-студинче ĕçленĕ.

Мускавра 2011 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче йывăр ракпа чирленĕ хыççăн вилнĕ[2][3]. Актрисăна çурлан 4-мĕшĕнче Мускаври Хован çăвине пытарнă[4].

Пайăр пурнăç

Пултарулăх

Фильмографи

Каçăсем