Пушхир

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Пушхир

Пушхир — тӳрем çийре вырнаçнă, сайра е пачах çуклă флорăллă, ландшафтăн тĕсĕ.

Пĕтĕмлĕ хаклăхĕ

Хăйăрлă, чуллă, тăмлă, тăварлă пушхирсем пулаççĕ. Уйрăм юр пушхирĕсем (арктика пушхирĕ). Чи паллă хăйăр пушхир — Африка континенчĕн çурçĕр пайне йышăнса тăракан Сахара. Çавăн пекех пушă çĕрсем (çурма пушхирсем) тĕл пулаççĕ.

Пушхирсен классификацийĕ

Иван Крамской ӳкерчĕкĕ «Христос пушхирте»

Тăпра хаклăхĕпе пушхирсене темиçе тĕсе уйăраççĕ.

  • хăйăрлисем
  • тăмлисем —
  • чуллисем
  • тăварлисем

Çутçанталăк

Флора

Фауна

Çаплах пăхăр

  • Пушхирсен шучĕсем
  • Пушхирленни
  • Çурма пушхирсем

Пушхирти хуçалăх ĕçĕсем

Экологи

Цивилизацирен аякра пулнипе тата тăнăç климат тăнипе, пушхирсен хăй евĕр экологи системисем паянкуна та сыхланса юлнă. Хăшпĕр çĕршывсенче пушхир пайĕсене наци çутçанталăк упранăвĕсем шутне кĕреççĕ. Тепĕр енчен, пушхир çумĕнчи çын ĕçлĕхĕ (вăрмана касса кăклани, юхан шывсене пӳлни) пушхирсене сарса янă. Çĕрсем пушхирленсе кайни — паянкунхи чи хăрушăллă, пĕтĕм тĕнчеллĕ тата хăвăрт пулакан ĕç-пуçĕ шутланать. 90-мĕш çулсенче 3,6 млн га типĕ çĕр пушхирленме тытăннă. Çак хăрушăлăх çутçанталăкăн тĕрлĕ климатĕсенче, çапах уйрăмах шăрăх типĕ районсенче авăк утăмлать. XX ӗмӗрте йывăçсем лартса, шыв канавĕсене чавса пушхирсем сарăлса кайнине чарма пикеннĕ. Çавах та çĕр пушхире тухса пыни тĕнче экологин чи вичкĕн пулăмĕ шутланать.

Каçăсем