Шурлăх

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Шурлăх.Çурçĕр Рассей

Шурлăх — ытлашши нӳрĕк-йĕпеллĕ, юхса иртекен шывлă çийĕнчи пĕрмай шывсăр типçĕр пайĕ.

Шурлăхăн çийĕнче пĕтĕмпех çĕрсе кайман органикăллă япаласенчен торф пулса çитет.

Шурлăх торфĕн хулăнăшĕ 30 см сахал мар, унтан сахал пулсан — шурлăхланнă çĕр теççĕ.

Шурлăхсем ытларах Çурçĕр çурчăмăрĕнче, вăрмансенче тĕл пулаççĕ. Раççейĕн Европа пайĕн çурçĕр çĕрĕсенче, Анăç Çĕпĕрте, Камчаткăра чылай.

Шурлăхăн çутçанталăкне тĕпчеме В. С. Доктуровский чылай вăй хунă, вăлах шурлăх тĕпчевĕ ăслăлăх уйрăмне аталантарса янă.

Шурлăхăн çын пырса кĕме хăруш пайне путхах теççĕ (В. Г. Егоров сăмахсарне пăхăр).

Шурлăхсем пулса кайни

Шурлăхланнă кӳлĕ

Шурлăх икĕ тĕп мелпе пулса тăрать: шыв калăпăшне ӳсен-тăран ярса илнипе. Шурлăх пулса каймаллин пĕрмайлă кирлĕ майĕ — пĕрмай ытлашши нӳрĕклĕх.

Шурлăх ӳсентăранĕ

Шурлăх — ботаника ăнланăвĕ çеç мар, географипе ландшафт ăнланăвĕ те пулать. Шурлăхра уйрăм тĕслĕ ӳсен-тăран çитĕнет, вĕсене геоботаника ăслăлăхĕ сăнаса тĕпчет.

Шурлăхсен паллăлăхĕ

Юханшыв пулса кайнă чух шурлăхсем паллă вырăн йышăнаççĕ.

Шурлăхсем парник эффектне чарса тăраççĕ. Вĕсем, вăрмансем пекех, «планетăн ӳпкисем» пулаççĕ.

Шурлăх тĕсĕсем

  • Айлăм — айлăмсенче йĕркеленет, тĕл пулакан ӳсен-тăран — рогоз.
  • Куçăм — хурăн, мăк ӳсет.
  • Тури — шыв лаптăкĕсен пайланăвĕсенче вырнаçнă, шывĕ хаяр йӳçĕ, ӳсен-тăран — багульник, кассандра, шур çырли, пушица, шейхцери. Вăл икĕ тĕрлĕ пулать:
    • Вăрман — лутра хыр, вереск сфагнум.
    • Йăран-мочежинные ? — вăрманти пек ӳсен-тăран, анчах та торф тылла пуççи (тĕмеске) çеç тĕл пулать, йывăç пачах ӳсмест.