Пьеха Станислав Пятрасович
Пье́ха Станислав Пятрасович (7 çулччен Герулис[2]; ҫур. 1980 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ, Ленинград[d]) — Раҫҫей юрӑҫи. СССР халӑх артистки Эдита Пьеха юрӑҫӑн тата Александр Броневицкий композиторӑн мӑнукӗ, Илона Броневицкая телеертӳҫӗ ывӑлӗ.
Пурнӑҫӗ
Малтанхи ҫулӗсем
Стас 1980 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнче Ленинградра (халӗ Санкт-Петербург) ҫуралнӑ. Унӑн кукамӑшӗ — Эдита Станиславовна Пьеха (1937 ҫ.ҫ.), аслашшӗ — Александр Александрович Броневицкий (1931—1988) — совет композиторӗ, хор дирижёрӗ, СССР-ти пӗрремӗш «Дружба» вокалпа инструмент ансамблӗн никӗслевҫи тата ертӳҫи, амӑшӗ — Илона Александровна Броневицкая (1961 ҫ.ҫ.). Стасӑн ашшӗ — Пятрас Герулис — джаз юрӑҫи тата музыканячӗ, театр режиссёрӗ. Ашшӗпе амӑшӗ 1981 ҫулта уйрӑлнӑ, ашшӗ Вильнюсра пурӑнать. Тӑван мар ашшӗ Юрий Анатольевич Быстров — музыкант, пианист, композитор, «Буфф» театрӑн музыка ертӳҫи[3], Стасӑн пӗр варлӑ аппӑшӗ — Эрика Юрьевна Быстрова — архитектор, интерьер дизайнерӗ.
Эдита Пьеха кукамӑшӗ пӗчӗк чухнех ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ, ҫавӑн чухнех вӑл хӑйӗн ывӑлне ашшӗ ячӗпе Станислав ят хума сӑмах панӑ, анчах унӑн Илона Броневицкая ятлӑ хӗр ҫуралнӑ. Стас ята Броневицкаян ывӑлне ят панӑ[4].
Стасӑн ачалӑхӗ кукамӑшӗпе гастрольсем тӑрӑх ҫӳренипе иртнӗ, ҫав вӑхӑтрах амӑшӗ хӑйӗн уйрӑм карьерипе ӗҫленӗ. 7 ҫул тултарсан Эдита Пьеха(выр.)чăв. хистенипе Стас Глинка ячӗллӗ Ленинградри капеллӑн хор училищинче фортепиано тата хорпа юрламалли класӗнче вӗренме пуҫланӑ, Пьеха хушаматпа ҫӳреме тытӑннӑ. Музыка пӗлӗвне малалла Стас Гнесинсен ячӗллӗ патшалӑх музыка училищи ҫумӗнчи эстрадӑпа джаз уйрӑмӗнче илнӗ.
Карьера
2003—2004 ҫулсенче Пьеха «Пелагея» ушкӑнпа ӗҫленӗ, казаксен юррисене юрланӑ.
2004 ҫулта кастинг иртнӗ хыҫҫӑн Пӗрремӗш каналӑн «Ҫӑлтӑрсен фабрики — 4» телекӑларӑм проектне хутшӑннӑ. Шӑпах «Фабрикӑра» унӑн пӗрремӗш хитне — «Одна звезда» юррине — ҫырса илнӗ, ку юрра Виктор Дробыш композитор хайланӑ. Валерипе дуэтпа юрланӑ «Отпусти меня» юрра отчёт концерчӗсенчен пӗринче юрланӑ. «Фабрикӑра» Стас дуэтпа 20 яхӑн юрӑ юрланӑ. Кен Хенсли «July Morning» рок-балладӑна юрласа панӑ. «Ҫӑлтӑрсен фабрики — 4» виҫӗ ҫӗнтерӳҫи йышне кӗнӗ, приз пек соло альбома продюсерланине, клип ӳкерессине тата мотороллер илнӗ.
2008 тата 2009 ҫулсенче Стас Пьеха «Cosmopolitan.Видеоверси» ТНТ программин ертӳҫисенчен пӗри пулнӑ.
2008 ҫултанпа Григорий Лепспа пӗрле ҫырнӑ «Она не твоя» ятлӑ анлӑ сарӑлнӑ юрра пӗрле юрланӑ.
2011 ҫулта «1+1» украин каналӗн «1+1» музыка шоу-проектне ҫӑлтӑрсен тренерӗ пулса хутшӑннӑ[5].
«Оперӑри ҫӑлтӑрсем» вокал телешоуне хутшӑннӑ, ӑна «1+1» телеканалта ӳкерсе кӑтартнӑ.
2012 ҫулта Стас Пьехӑпа Мария Кожевникова «Две звезды» телешоун тӑваттӑмӗш сезонне хутшӑннӑ. Вӗсем приз илеймен.
«Наш выход!» шоура Пьеха наставник пек хутшӑннӑ Филимоновсен ҫемйи иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
2013 ҫулта «Раҫҫей-1» телеканалӑн «Хит» музыка проектне хутшӑннӑ.
2013 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче «Русское радиора» Пьехӑн «Я с тобой» ҫӗнӗ юрӑн премьери иртнӗ.
2017 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче НТВ-ри «Ты супер!» ача-пӑча вокал проекчӗн жюри членӗсенчен пӗри пулнӑ.
2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Игорь Крутойпа, Диана Арбенинӑпа, Ирина Дубцовӑпа пӗрле «Ты супер! 60+» шоун жюри йышне кӗнӗ .
2021 ҫулта НТВ-ра тухнӑ «Маска» шоун 2-мӗш сезонне Неваляшка сӑнарӗнче хутшӑннӑ. 11-мӗш кӑларӑм таран тытӑнса тӑнӑ, унта 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче НТВ ҫинчи «Суперстар! Возвращение» проектра тӳресен йышне кӗнӗ, унӑн ӗҫтешӗсем Сергей Соседов, Лера Кудрявцева тата Маша Распутина пулнӑ.
Политика
2012 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Пьехӑна РФ президенчӗн, РФ правительствин председателӗн Владимир Путин кандидатӑн шаннӑ ҫынни пек официаллӑ майпа регистрациленӗ.
2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Одессӑри обладминистраци сӗннипе Пьехӑна Украинӑна кӗртме килӗшмен, ҫакна вӑл Крым тӗлӗшпе Раҫҫей политикине ырланӑшӑн сӑлтавланӑ.
2018 ҫулта Мускав мэрне суйланма тӑратнӑ Сергей Собянинӑн(выр.)чăв. кандидатӑн шаннӑ ҫынни пулнӑ.
2023 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче ӑна Украинӑн санкци списокне кӗртнӗ.
Харпӑр пурнӑҫӗ
Темиҫе ҫул хушши ача ҫуртӗнче пурӑннӑ: Илон Броневицкая амӑшӗ пӗрмаях гастрольсенче пулнӑ, кукамӑшӗ вара тухса калаҫакан ҫынсемпе ермешнӗ.
2008 ҫулчен 4 ҫул ытла Виктория Смирновӑпа тӗл пулнӑ, анчах та вӑл Лондона вӗренме тата пурӑнма кайсан вӗсен хутшӑнӑвӗсем вӗҫленнӗ. Вӗсем «Ҫӑлтӑрсен фабрикинче» палланӑ. Виктория Смирнова — Тимати(выр.)чăв. рэперӑн иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкӗ. Пьеха Смирновӑна «Сана пула» юрӑн клипӗнче ӳкернӗ[6].
Наталия Горчаковӑн моделӗпе диджейне качча илнӗ. Ывӑлӗ Пётр 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
2008 ҫулта наркомансем валли хӑйӗн реабилитаци центрне уҫнӑ[7].
2017 ҫулта Пьеха хӑйӗн амӑшӗ Илона Броневицкая час-часах гастрольсене тухса кайни ҫинчен, ӑна тата хӑйӗн ҫемйине сахал вӑхӑт уйӑрни ҫинчен, ҫавна пула 15 ҫул тултарсан вӑл эрех-сӑра ӑшне путни ҫинчен, икӗ теҫетке ҫул иртсен кӑна ҫеҫ ҫитменлӗхрен хӑтӑлма пултарни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫак ҫулах наркотикпа ашкӑнма пуҫланӑран виҫӗ хутчен реанимацие лексен кӑна унтан хӑтӑлма пултарни пирки каласа панӑ, 34 ҫулта унӑн инфаркт пулнӑ[8][9]. 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫивӗч панкреатита пула ӑна пульницӑна хунӑ[10].
2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Пӗрремӗш канала»(выр.)чăв. панӑ интервьюра Пьеха харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшӗнчен плансем ҫуккине, «хутшӑнусем йӗркелеме пачах хӑтланманни пирки» пӗлтернӗ.
Ҫӑмӑл спортпа тренировка самолёчӗсемпе, сӑмахран Як-52, вӗҫессипе, кӗрешӳпе, бокспа, кире пуканӗ йӑтассипе кӑсӑкланнӑ, Испанири парикмахерсен шкулӗнче пӗлӗве ӳстернӗ[11].
Дискографи
- Студи альбомĕсем
- «Одна звезда» (2005)
- «Иначе» (2008)
- «10» (2013)
Видеографи
| Çул | Клип | Режиссёр | Альбом |
|---|---|---|---|
| 2005 | «Где буду я» | Дмитрий Захаров | «Одна звезда» |
| 2006 | «Расставание» (feat. Валерия) | Федор Бондарчук | «Иначе» |
| «О тебе» | Максим Рожков | ||
| 2007 | «Напиши мне» | Ирина Миронова | |
| 2008 | «Она не твоя» (feat. Григорий Лепс) | Александр Солоха | |
| «На ладони линия» | Павел Худяков | «10» | |
| 2009 | «Новогодняя» (feat. Павла) | Владимир Якименко | Новогодний сингл |
| 2011 | «Я и ты» (feat. Слава) | Катя Царик | «10» |
| «Что тебе подарить» (feat. Мила Нитич) | Наталья Дума | Не альбомный сингл | |
| «Мы расстались с тобой» | Владимир Лерт | «10» | |
| 2012 | «Старая история» | Георгий Волев | |
| 2013 | «Девочка на шаре» | Марат Адельшин | |
| «Я с тобой» | Георгий Волев | TBA | |
| 2014 | «Зелёный омут» | Георгий Тоидзе | «10» |
| «Счастье» | Георгий Волев | TBA | |
| 2015 | «Несовместимая любовь» | Алан Бадоев | |
| 2016 | «Не хватает» | Евгений Курицын |
Хисепӗсем
«Ылтăн граммофон»:
- 2004 — «Одна звезда»
- 2005 — «Ты грустишь» (Валерипе)
- 2008 — «Она не твоя» (Григорий Лепспе)
- 2009 — «На ладони линия»
- 2010 — «Я-лист»
- 2011 — «Я и ты» (Славăпа)
- 2012 — «Старая история»
- 2014 — «Я с тобой»
- 2015 — «Она не твоя»
«Çулталăқ юрри» фестиваль лауреачĕ:
- 2005 — «Ты грустишь» (Валерипе)
- 2007 — «Я подарю тебе»
- 2008 — «На ладони линия», «Она не твоя» (Григорией Лепспе)
- 2011 — «Я и ты» (в дуэте со Славăпа)
- 2012 — «Старая история»
- MTV Russia Music Awards 2005, «Паха юрă» номинацире («Ты грустишь» юрă).
- 2009 çулта Стас тата Григорий Лепс Муз-ТВ премисем, «Паха дуэт» номинацире.
Ӑнлантарусем
- ^ http://stas-pjeha.ru/the-band
- ^ Дед Лободы готовил революцию с Че Геварой, а Пьеху внук зовет «бабон» | Новости Украины | Кем были дедушки и бабушки известных политиков и артистов. | СЕГОДНЯ
- ^ Литература. Состав группы «Пульс». // otklonenie.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
- ^ |. Эдита Пьеха: «Я оформила опекунство, чтобы дать Стасу фамилию Пьеха» (2009-12-01). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
- ^ «Голос країни»: первый кастинг завершен / Новости FM и TV / FM-TV
- ^ «Все хотели с ней встречаться, но она была нацелена на меня»: Стас Пьеха рассказал о романе с сестрой Тимати. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
- ^ 38-летний Стас Пьеха назвал причину своей госпитализации - Вокруг ТВ
- ^ Стас Пьеха признался в употреблении наркотиков
- ^ Стас Пьеха рассказал об инфаркте в 34 года: Музыка: Культура: Lenta.ru
- ^ Певец Стас Пьеха попал в больницу: Музыка: Культура: Lenta.ru
- ^ Первый канал, 7 февраля 2025. Подкаст Неформат. Стас Пьеха и Wallem
Каçăсем
- Официаллă сайт
- Стас на сайте Инстаграм
- Стихи Стаса Пьехи на сайте stihi.ru
- Стас Пьеха на «Русском радио»( ӗҫлемен каҫӑ)
- Стаса Пьехи Last.fm çинче
- Стаса Пьехи юррисем Яндекс.Музыкӑра
- «ВКонтакте» халӑх тетелӗнчи Стаса Пьехи официаллӑ страници
- Страница на портале Красная звезда
- Твиттер певца
- Goodle+ Оф.аккаунт
- Оф.аккаунт на Фейсбук
- Официальный аккаунт на Youtube
- Стас Пьеха провел презентацию «Иначе»