Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑш кунӗ
Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑш кунӗ — Раҫҫейри вулавӑшсенче ӗҫлекенсен уявӗ. Кашни ҫул, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче[1], палӑртаҫҫӗ.
Уявӑн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри — вулавӑшсем культурӑна, ӑслӑлӑхпа тата ҫутта кӑларас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине, ҫавӑн пекех общество пурнӑҫӗнче те вӗсем пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртасси.
Уяв ячӗпе салам сӑмахӗсене вулавӑшсенче ӗҫлекенсем, кӗнеке эксперчӗсем тата литература критикӗсем пурте йышӑнма пултараҫҫӗ[2].
Уяв историйӗ
Уява официаллӑ майпа, патшалӑх шайӗнче, Раҫҫей наци вулавӑшӗн директорӗ, Раҫҫей вулавӑшӗсен ассоциацийӗн президенчӗ Владимир Николаевич Зайцев (1938—2010) пуҫарупа тухнӑ хыҫҫӑн 1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Борис Николаевич Ельцин кӑларнӑ Хушупа йӗркеленӗ[3].
«Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑш кунне палӑртасси ҫинчен» 539 № Хушура ҫапла палӑртнӑ:
…Раҫҫейри вулавӑшсем тӑван ҫӗршыва ҫутта кӑларас, ӑслӑлӑха, культурӑна аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине, ҫавӑн пекех общество пурнӑҫӗнче те вӗсем пысӑк вырӑн йышӑннине…
Унтах Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑш кунӗ валли мӗншӗн шӑпах ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗ ҫинче чарӑннине те ӑнлантарса панӑ:
…ӑна ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче палӑртмалла тӑвас, ҫак кун 1795 ҫулта Раҫҫейри чи малтанхи халӑх усӑ курма пултаракан вулавӑша — Император шайӗнчи халӑх вулавӑшне — никӗсленӗ, халӗ вӑл — Раҫҫей наци вулавӑшӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Правительствине, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене Ельцин президент ҫапла сӗннӗ:
…Вулавӑш кунӗнче Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗн социаллӑ политикӑри тата историпе культура пурнӑҫӗнчи кӗнеке пӗлтерӗшне ӳстерме, ҫавӑн пекех вулавӑшсен аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшакан мероприятисем ирттермелле.
Мероприятисем
Ҫак кун вулавӑшсенче, вулав залӗсенче тата ытти вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫӗнӗ вулакансене явӑҫтарма тата ҫынсен пурнӑҫӗнче кӗнеке пӗлтерӗшне ӳстерме пулӑшакан тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ[4].
Раҫҫей наци вулавӑшӗнче уяв мероприятийӗсем Тӗп ҫуртра савӑнӑҫлӑ лару ирттернипе пуҫланаҫҫӗ, унта вулавӑш ӗҫченӗсене грамотӑсемпе тата дипломсемпе чысласси иртет.
Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑш кунне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Раҫҫей патшалӑх вулавӑшӗн Пашков ҫуртӗнче те уявлаҫҫӗ.
Кашни ҫул ҫулталӑк темине палӑртаҫҫӗ. 2024 ҫулта ҫак тематикӑна суйласа илнӗ: «Вулавӑшри ҫемье — йӑла-йӗркене упратпӑр»[5].
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей патшалӑхӗн ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «РГБМри хӑйтытӑмлӑх кунӗ» иртнӗ. Акцие хутшӑнакансем вулав билетне хатӗрлесе, сайтра онлайн мелӗпе консультацилесе, RFID-технологисемпе (радиочастотӑллӑ идентификаци) паллашса курнӑ, ҫавӑн пекех вӗсем вулавӑш фончӗпе операцисем тума хӑнӑхнӑ, регистраци вырӑнӗнчи ӗҫпе паллашнӑ, ют чӗлхеллӗ литература, обществӑлла тата гуманитари ӑслӑлӑхӗсен, илемлӗ литературӑпа ӳнер залӗсенче, ҫавӑн пекех кӗнеке управӗнче тата «Музыка путвалӗнче» ӗҫлесе курнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗн профессийӗпе кӑмӑл пур пулсан 14 ҫултан аслӑрах кирек кам та тарӑннӑн паллашма пултарнӑ. Вулав билечӗ кирлӗ мар, анчах формӑна тултарса малтанлӑха регистрациленмелле пулнӑ.
Чылай вулавӑшра кӗнекепе ӳкерчӗксен куравӗсем иртеҫҫӗ. Ача-пӑча вулавӑшӗсем хӑйсен вулаканӗсем валли ҫакнашкал мероприятисене пырса курма сӗнеҫҫӗ: питӗ кӑсӑклӑ литературӑллӑ тата театрализациленӗ занятисемпе лекцисем, пултарулӑх лаҫҫисем тата диафильмсен кӑтартӑвӗсем.
Кӑсӑклӑ фактсем
1902 ҫулта, II Екатерина Император шайӗнчи халӑх вулавӑшне никӗсленӗ хыҫҫӑн пӗр ӗмӗр ытла иртсен, Кӑркӑсстанра пӗрремӗш пурте усӑ курма пултаракан вулавӑша уҫнӑ. Ку вӑл григориан календарӗпе ҫав кунах, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчех, пулса иртрӗ.
2009 ҫулта, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчех, Санкт-Петербургра Синод ҫуртӗнче Б. Н. Ельцин ячӗллӗ Президент вулавӑшне уҫнӑ, унта хальхи вӑхӑтра аталаннӑ чи лайӑх цифра технологийӗсемпе усӑ курнӑ.
Кӑркӑс Республикин Правительстви 2008 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 308-мӗш номерлӗ постановленийӗпе килӗшӳллӗн ҫак куна ҫӗршывра Кӑркӑсстан вулавӑшӗн кунӗ тесе палӑртнӑ, 2009 ҫултан пуҫласа Кӑркӑсстанпа Раҫҫей вулавӑш ӗҫченӗсем ҫак уява пӗр кунта паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ День библиотекаря 2024: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 27 мая отмечают: Общероссийский день библиотек и День города Санкт-Петербурга. Сетевое издание «Саха Парламент» (27.05.24). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
- ^ [1]. Владимир Николаевич Зайцев (1938—2010) // Российская национальная библиотека. Новости. 06.12.2016
- ^ Павел Иванов. День библиотек и фестиваль сыра в Англии: какие праздники отмечают в России и мире 27 мая. Вечерняя Москва (27 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Общероссийский день библиотек отпразднуют награждением лучших библиотекарей, выставками, лекциями, мастер-классами и концертами. Министерство культуры Российской Федерации (Минкультуры России) (23 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Общероссийский день библиотек статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |