Пӗтӗм Раҫҫейри призывник кунӗ
Пӗтӗм Раҫҫейри призывник кунӗ — ҫара каякан Раҫҫей ҫыннисемшӗн, 18 ҫултан пуҫласа 27 ҫулчченхи арҫынсемшӗн, уяв кунӗ, 1998 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнчи 53-ФЗ №-лӗ «Ҫар тивӗҫӗпе ҫар хӗсмечӗ ҫинчен» федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн вӗсен васкавлӑ ҫар хӗсметне кайса Раҫҫей Федерацин Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен шутне тӑмалла. «Призывниксен кунне» Раҫҫейре ҫулсерен чӳкӗн 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кану кунӗ шутланмасть.
Историйӗ тата уявлани
1992 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Борис Николаевич Ельцин хӑйӗн хушӑвӗпе «Пӗтӗм Раҫҫейри призывник кунне» йӗркеленӗ. Ҫакна «ҫар хӗсмечӗн пӗтӗм патшалӑх шайӗнчи пӗлтерӗшне тата унӑн мӑнаҫлӑхне ӳстерме, ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫе лайӑхлатма» тунӑ. Ҫак кун Раҫҫейри хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене кӗрхи призыв иртнӗ вӑхӑтпа пӗр вӑхӑта килет.
«Пӗтӗм Раҫҫейри призывник кунӗ» ҫамрӑк уяв пулин те Раҫҫейре ӑна уявлассин йӑли-йӗркисем йӗркеленме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ҫак кун хӑш-пӗр хуласенче савӑнӑҫлӑ тата ҫарпа патриот мероприятийӗсем иртеҫҫӗ, салтак ачисем валли ҫар чаҫӗсемпе музейсене экскурсисем йӗркелеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсемпе калаҫу ирттереҫҫӗ. Час-часах призывниксем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе, ҫавӑн пекех террористсене хирӗҫ пурнӑҫланӑ операцисене хутшӑннӑ ҫынсемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнисене лартнӑ палӑксем, музейсем, хӗҫ-пӑшал куравӗсем, паллӑ ҫапӑҫусем иртнӗ вырӑнӗсем патне кайса килеҫҫӗ[1].
«Пӗтӗм Раҫҫейри призывник кунӗ» вӑхӑтӗнче ятарлӑ ҫар уйрӑмӗсенчи салтаксем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарни тата ҫарсен парадлӑ смотрӗсене ирттерни йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ[2].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Всероссийский день призывника. Справка. РИА Новости (15 чӳкӗн 2008). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
- ^ Всероссийский день призывника. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.