Пӗтӗм тӗнчери Нельсон Мандела кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери Нельсон Мандела кунӗ, ҫавӑн пекех Мандела кунӗ (акăл. Nelson Mandela International Day, Mandela Day) — кашни ҫул Нельсон Манделӑна халалласа утӑн 18-мӗшӗнче Мандела ҫуралнӑ кунӗнче паллӑ тӑвакан пӗтӗм тӗнчери уяв[1]. Ҫак куна уявлама пуҫласси пирки Пӗрлешӗннӗ Нацисен Организацийӗ 2009 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче [2] пӗлтернӗ, пӗрремӗш кун Мандела кунне вара 2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ирттернӗ. Анчах та ытти ушкӑнсем Мандела кунне 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче паллӑ тума тытӑннӑ.

Уяв историйӗ

2009 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче 46664 тата Нельсон Мандела фончӗ пӗтӗм тӗнчене вӗсемпе пӗрле официаллӑ майпа Мандела кунне палӑртма пуҫламашкӑн пулӑшма чӗнсе каланӑ[3]. Мандела кунне патшалӑх уявӗ пек мар, Кӑнтӑр Африка президенчӗ пулнӑ Нельсон Мандела еткерлӗхне тата волонтерлӑхпа общество ӗҫӗсем ирттерсе вӑл хӑварнӑ хаклӑха халалланӑ кун пек йӗркелес шутлӑ пулнӑ[1][4].

2009 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗнче Мандела кунне пӗтӗм тӗнчипе пӗрремӗш хут уявланӑ май, Мандела ҫуралнӑранпа 91 ҫул ҫитнине халалласа 46664 тата Нельсон Мандела фондчӗ вӗрентӳпе ӳнер куравӗсен, ыркӑмӑллӑх тата волонтерсен мероприятийӗсен ярӑмне йӗркеленӗ, Radio City Music Hall-та концерт ирттернӗ[5]. 2009 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн Тӗп Ассамблейи официаллӑ майпа утӑ уйӑхӗн 18-мӗшне «Пӗтӗм тӗнчери Нельсон Мандела кунӗ» тесе палӑртнӑ[6].

2014 ҫулта ПНО Тӗп Ассамблейи Нельсон Мандела премине никӗсленӗ, ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне этемлӗхшӗн ӗҫлесе ирттернӗ ҫынсене пилӗк ҫулта пӗрре чыслаҫҫӗ[7].

Уяв ҫинчен

Мандела кунӗ — кашни ҫыннӑн тӗнчене улӑштарма вӑй-хӑват пурри, вӑл ҫакӑн валли витӗм кӳме пултарни ҫинчен калакан шухӑша анлӑ сарма, ҫак тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑнма чӗнсе калани.

Мандела кунӗ тӗлне кампани чӗнсе каланисенчен:

Нельсон Мандела 67 ҫул социаллӑ пӗртанлӑхшӑн кӗрешнӗ. Эпир сире ҫак ӗҫпе 67 минут тӑрӑшнипе пуҫлама сӗнетпӗр[5]

Пӗтӗм тӗнчери ҫынсене ҫакнашкал кунра чухӑнлӑхпа кӗрешме тата тӑнӑҫлӑха, килӗшӗве, культура тӗрлӗлӗхне аталантармашкӑн пӗрлештерме май тупайсан эпир хамӑра-хамӑр хисеплӗ ӗҫ турӑмӑр тесе каланӑ пулӑттӑмӑр— Мандела ячӗпе тунӑ заявленине каланинчен[8].

Иран композиторӗ, сӑвӑҫ тата кӗвӗ историкӗ Пежман Мослех[9] профессор My Eternal Man юрӑ[10][11] ҫырнӑ, вӑл Манделӑна халласа хайланӑ пӗрремӗш перс юрри[12] пулать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Nelson Mandela International Day, July 18, For Freedom, Justice and Democracy (англ.). UN.org. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ «Resolution adopted by the General Assembly», General Assembly, United Nations, 1 December 2009.
  3. ^ The Nelson Mandela Foundation and 46664 call for the establishment of a global 'Mandela Day' – Nelson Mandela Foundation (англ.). www.nelsonmandela.org. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ 46664 and the Nelson Mandela Foundation Call for Establishment of Global 'Mandela... (акăлч.), Reuters (27 April 2009). 2013 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2010 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Mandela Day. Mandela Day. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
  6. ^ UN gives backing to 'Mandela Day', BBC News (11 November 2009). Тӗрӗсленӗ: 2009 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  7. ^ Nelson Mandela International Day (англ.). UN.org. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  8. ^ World urged to mark 'Mandela Day' (27 April 2009). Тӗрӗсленӗ: 2010 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  9. ^ A Music for Dr Irvin Yalom by Professor Pezhman Mosleh (англ.). Psychreg.org (11 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  10. ^ Professor Pezhman Mosleh - Mandela, My Eternal Man Lyrics & Traduction (англ.). Paroles2Chansons. Le Monde. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  11. ^ Amanta Bera. A song for Mandela, 5 December the second death anniversary of Mandela (англ.). YouTube (4 раштавӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  12. ^ Ogova Ondego. Iranian Composer, Singer and Scholar Mourns President Nelson Mandela (англ.). ArtMattersInfo (7 раштавӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Категорисем