Пӗтӗм тӗнчери йога кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери йога кунӗ (акăл. International Yoga Day) — ҫулсерен ҫӗртмен 21-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан уяв. 2014 ҫулта ПНО Тӗп Ассамблейи йӗркеленӗ.

Уяв историйӗ

Инди премьер-министрӗ Нарендра Моди ООНа ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Ҫурҫӗр ҫур чӑмӑрӗнче ҫак кун ҫулталӑкри чи вӑрӑм кун (хӗвел таврӑннӑ кунхине) шутланать, Пӗтӗм тӗнчери йога кунне паллӑ тумашкӑн сӗнӳпе тухнӑ.

Йога — Индин авалхи йӑли-йӗркин нимӗнпе те хаклама май ҫук тивлет. Вӑл чунпа ӳт-пӳ, шухӑшпа ӗҫ пӗрлӗхне, ҫавӑн пекех ҫынпа ҫут ҫанталӑк хушшинчи килӗшӳлӗхе тата сывлӑхпа ырлӑх патне тӗрӗс ҫул уҫса парать. Сӑмах кунта вӑй-хал хусканӑвӗсем ҫинчен мар, кашни хӑйпе, тӗнчепе тата ҫутҫанталӑкпа пӗрлӗхи туйӑма тупма пултарасси пирки пырать. Енчен те эпир хамӑрӑн пурнӑҫ йӗркине улӑштарма пултаратпӑр пулсан, ӑс-тӑна ҫӗнӗлле йӗркелеме пултаратпӑр пулсан — ҫакӑ пурин валли те ырлӑх патне ҫул уҫса парӗ. Ҫавна май, атьӑр, Пӗтӗм тӗнчери йога кунне палӑртма пуҫлар.[1].

2014 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ООН Тӗп Ассамблейи ҫӗртмен 21-мӗшне Пӗтӗм тӗнчери йога кунӗ тесе палӑртма йышӑннӑ. Инди сӗннӗ резолюципе Тӗп Ассамблейӑна кӗрекен мӗнпур 175 патшалӑх килӗшнӗ[2].

Ҫулталӑк иртсен йогӑпа ахаль тата професси шайӗнче аппаланакансен пӗрлӗхӗ Пӗтӗм тӗнчери йога кунне пӗрремӗш хут палӑртнӑ. Мускавра тӗп мероприяти Сокольники паркӗн Фестиваль тӳремӗнче иртнӗ. Ӑна Мускаври Инди елчелӗхӗ ҫумӗнчи Джавахарлал Неру ячӗллӗ культура центрӗ йӗркеленӗ.

2016 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери йога кунне Пушкин ҫыранӗнче Горький паркӗнче ирттернӗ; ӑна та Мускаври Инди елчелӗхӗ ҫумӗнчи Джавахарлал Неру ячӗллӗ культура центрӗ йӗркеленӗ. Йогӑна халалланӑ мероприятисем ҫавӑн пекех Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенче иртнӗ.

Хутшӑнакансен йышне ӳстерес тӗллевпе хӑш-пӗр ҫулсенче йӗркелӳҫӗсем уяв кунне канмалли кунсене куҫараҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Алла Шафигулина. Международный день йоги в 2024 году: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  2. ^ ООН назначила Международный день йоги. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.

Каҫӑсем