Пӗтӗм тӗнчери килти чӗрчун кунӗ
Уяв | ||||||
Пӗтӗм тӗнчери килти чӗрчун кунӗ | ||||||
| ||||||
Тӗсӗ | Тӗнче шайӗнчи | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Официаллӑ | World Pet Day | |||||
Урӑхла | Пӗтӗм тӗнчери килти выльӑх кунӗ | |||||
Пӗлтерӗшӗ | килти чӗрчунсене халалланӑ тӗнче шайӗнчи уяв | |||||
Ҫирӗплетнӗ | 1931 ҫулта | |||||
Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул | |||||
Кун | чӳк, 30 | |||||
Уявлаҫҫӗ | килти выльӑха тытакансем, чӗрчунсене усракансем |
Пӗтӗм тӗнчери килти чӗрчун кунӗ (килти чӗрчунсене халалланӑ тата ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан уяв. Ҫак кун — килти чӗрчунсен пӗлтерӗшӗ пирки, вӗсене ырлӑх туса парасси ҫинчен, ҫавӑн пекех вӗсене усрасси яваплӑ ӗҫ пулнине туйса илесси ҫинчен халӑха пӗлтермелли самант.
Уяв кун-ҫулӗ
Авалхи ҫын тискер чӗрчунсене чул тапхӑрӗнчех алла хӑнӑхтарма тытӑннӑ, тӳрех вӗсене ҫӗр ӗҫӗнче те пулӑштарма тытӑннӑ, сунара перле илсе ҫӳренӗ. Палӑртма интереслӗ: эпир халь пӗлекен мӗнпур 140 пин чӗрчун тӗсӗнчен пӗтӗмпе те 47 пинӗшне кӑна алла хӑнӑхтарма май килнӗ. Кашкӑр, хальхи йытӑсен ӑрӑвне никӗслекен тӗс, пӗрремӗш килти чӗрчун пулса тӑнӑ. Йытӑ вӗрни тискер кайӑкран хӑратнине асӑрхасан ҫынсем хӑйсен кил-ҫурчӗсене сыхлас ӗҫе вӗсене шанса панӑ. Ҫавӑнтанпа йытӑ этемен шанчӑклӑ тусӗ, пулӑшаканӗ пулса тӑнӑ. Йытӑсем ҫын пурнӑҫне нумай хутчен ҫӑлнӑ, йывӑрлӑхсенчен тухма пулӑшнӑ. Сӑмахран, куҫ курман ҫынсен пурнӑҫӗнче ертсе ҫӳрекен йытӑ пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫакнашкал йытӑсене хатӗрлекен пӗрремӗш шкулсем Германире уҫӑлнӑ, вӗсемпе Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче суккӑрланнӑ ветерансене пулӑшма палӑртнӑ. Пирӗн вӑхӑтра йытӑсен хӑйсен паспорчӗ те пур, унта вӗсен йӑх-несӗлӗ, хӑҫан вакцинӑлани, хӑш йытӑсемпе ҫыхӑнни, кам-кам хуҫи пулнине ҫырса хунӑ[1].
Ҫынпа кушак хушшинчи хутшӑнусен историйӗ чылай кӑткӑсрах. Пӗр версипе килӗшӳллӗн, авалхи ҫынсем кушаксене тыр-пула пӗтерекен кӑшлакан чӗрчунсене тытмашкӑн хӑнӑхтарнӑ. Тепӗр верси тӑрӑх, кушаксем хӑйсем «алла хӑнӑхнӑ»: ҫыннӑн яланах апат пур, ӑҫта апат-ҫимӗҫ унта кӑшлакан чӗрчунсем пулнине вӗсем ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа та ӑсчахсем халӗ те хӑшӗ хӑшне пӑхӑнтарни пирки тавлашаҫҫӗ: ҫын кушака е кушак ҫынна. Паян ҫак ҫӑмламас чӗрчун килте усраканнисем хушшинче малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнаҫҫӗ[1].
1840 ҫулта Виктория патша майри чӗрчунсене усрама укҫа-тенкӗ пухакан тата вӗсемпе асаплантарасран хӳтӗлекен Патша обществине йӗркеленӗ. 1931 ҫулта килти чӗрчунсене хӳтӗлес тӗллевпе Флоренцире уяв йӗркеленӗ — Килти чӗрчун кунне. Раҫҫейре ку уява Пӗтӗм тӗнчери чӗрчунсене хӳтӗлекен фонд пулӑшнипе кӑна 2000 ҫулта уявлама пуҫланӑ. Ҫулсерен ҫак куна килти чӗрчунсемшӗн пӑшӑрханакан мӗнпур ҫын палӑртать: чӗрчунсен хуҫисем, ветеринарсем, кинологсем тата чӗрчунсене асаплантарасран хӳтӗлекен мӗнпур ҫын[1]. Ун чухне тӗрлӗ экологи организацийӗсемпе ҫутҫанталӑка сыхлакан обществӑсем Ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗр чуншӑн, ҫав шутрах килти чӗрчуншӑн та, яваплӑх туйӑмне ӳстерме пулӑшакан тӗрлӗ йышши массӑллӑ мероприятисем ирттерме хатӗррине палӑртнӑ.
Тӗллевсемпе задачисем
Пӗтӗм тӗнчери килти чӗрчун кунӗн тӗп тӗллевӗсен шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:
- Килти чӗрчунсене усранӑ чухне вӗсене гуманлӑ тытассин тата яваплӑха туяссин пӗлтерӗшӗ халӑх таран ҫитересси.
- Килти чӗр чунсене тӗрӗс пӑхасси, тӑрантарасси тата усрасси пирки шухӑша сарасси.
- Чӗрчунсене асаплантарассине хирӗҫ ӗҫлесси тата зоохӳтӗлев пуҫарӑвӗсене пулӑшасси.
- Халӑха чӗрчунсене ӗрчетекенсем патӗнчен кӑна мар, приютсенчисене те киле усрама илме хавхалантарасси[2].
Мероприятисем
Ҫак кун тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ, ҫав шутра:
- Приютсемпе зоохӳтӗлев организацийӗсем валли ыркӑмӑллӑх акцийӗсемпе укҫа-тенкӗ пухасси.
- Чӗрчунсене ветеринари тӗлӗшпе тӗрӗслеҫҫӗ, хуҫисемпе вӗсене тӗрӗс мӗнле пӑхмалли ҫинчен консультаци ирттереҫҫӗ.
- Чӗр чунсене тӗрӗс мӗнле усрасси ҫинчен пӗлӗвӗ ӳстерекен вӗернӳ лекцийӗсем тата семинарсем йӗркелеҫҫӗ.
- Хӑйсем пек пӗр шухӑшлисене пухакан, килти чӗрчунсене усранин опычӗпе пӗр-пӗрне паллаштаракан мероприятисем ирттереҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери килти чӗрчун кунӗ килти чӗрчунсене усранӑ чухне ҫак ӗҫӗн яваплӑхне ӳстерме пулӑшать. Ку уяв халӑха килти чӗр чунсене те тимлӗх уйӑрмалли пирки, вӗсене хӳтлӗх кирли ҫинчен аса илтерет. Ҫак уяв тӑватӑ ураллӑ тусӗсене юратнине кӑтартма лайӑх вӑхӑт. Ҫавӑн пекех вӑл килсӗр-ҫуртсӑр тата тимлӗхсӗр юлнӑ чӗрчунсене те хӳтлӗх кирли ҫинчен пӗлтерме питӗ лайӑх сӑлтав[2][3].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
- Выльӑх-чӗрлӗхе асаплантарни
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 тата 3 <Всемирный день домашних животных в 2024 году: история и традиции праздника. Семья. Проект КП.ру.
- ^ 1 тата 2 30 нрября — Всемирный день домшних животных. Федеральное бюджетное учреждение здравоохранения «Центр гигиенического образования населения».
- ^ 30 ноября 2023 – Всемирный день домашних животных: История и традиции праздника. Общественная служба новостей.