Пӗтӗм тӗнчери контрацепци кунӗ
Уяв | |
Пӗтӗм тӗнчери контрацепци кунӗ | |
карикатура. Хӗрарӑм аист илсе килнӗ ачана йышӑнасшӑн мар ҫапӑҫать | |
Тӗсӗ | Тӗнче шайӗнчи |
---|---|
Официаллӑ | World Contraception Day (WCD) |
Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
Кун | авӑн, 26 |
Пӗтӗм тӗнчери контрацепци кунӗ (акăл. World Contraception Day (WCD)) — пӗтӗм планетӑра 2006 ҫултанпа авӑнӑн 26-мӗшӗнче ҫулсерен паллӑ тӑвакан пӗтӗм тӗнчери кун[1][2][3][4].
Ку мероприяти ҫак девизпа иртет: «Contraception: It’s Your Life, it’s your responsibility», чӑвашла куҫарсан ҫакна пӗлтерет: «Контрацепци: сирӗн пурнӑҫ, пирӗн яваплӑх».
Пӗтӗм тӗнчери контрацепци кунне ирттерме пуҫарса яракансен йышӗнче ҫемьене планланӑ чухне йывӑрлӑхсене сирсе ярассипе ҫыхӑннӑ пӗтӗм тӗнчери вунӑ организаци шутланать:
- АПШ тӗнче аталанӑвӗн агентстви
- Азипе Лӑпкӑ океанри контрацепци канашӗ (акăл. Asian Pacific Council on Contraception (APCOC))
- Европӑри контрацепципе репродуктивлӑх сывлӑхӗн пӗрлешӗвӗ (акăл. European Society of Contraception and Reproductive Health (ESC))
- Латинла Америкӑри «Сывлӑх тата Хӗрарӑм» центр (Centro Latinamericano Salud y Mujer; CELSAM)
- Тӗнчери халӑх йышлӑхӗн нимӗҫ фончӗ (акăл. German Foundation for World Population (DSW))
- Пӗтӗм тӗнчери ача-пӑча тата ҫул ҫитмен ҫамрӑксен гинекологи федерацийӗ (акăл. International Federation of Pediatric and Adolescent Gynecology (FIGIJ))
- Пӗтӗм тӗнчери ҫемье планлассин федерацийӗ (акăл. International Planned Parenthood Federation (IPPF))*
- Мари Стоупс Интернэшнл (Marie Stopes International (MSI))*
- Pan American Health and Education Foundation (PAHEF)*
- Халӑх йышлӑхӗн канашӗ (акăл. Population Council)[5].
Пӗтӗм тӗнчери контрацепци кунне ирттерессине пуҫарса янӑ организацисен принципӗпе килӗшӳллӗн кашни ҫие юлни кӗтнӗскер пулмалла. Вӗсем хӑйсен тӗллевне халӑх контрацепци мелӗсемпе меслечӗсем ҫинчен пӗлнине май пур таран сарассинче тата ҫамрӑксене ар ҫыхӑнӑвӗпе тата репродуктивлӑ сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем тӗлӗшпе йышӑнусене хӑйсен тӗллӗн тума ирӗк парассинче, кӗтмен ҫие юлнинчен хӑтарассинче кураҫҫӗ, ҫапла май хӗрсене (уйрӑмах, ҫул ҫитменнисене) йывӑр ҫын пуласран аборт тӑвассинчен хӑтарасси пулса тарать.
Ҫак кун, йӗркелӳҫӗсен палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, влаҫпа общественность арлӑх воспитанийӗ ҫителӗксӗр пулнипе тата контрацепци хатӗрӗсемпе ҫителӗксӗр усӑ курнине пула сиксе тухакан ҫивӗч ыйтусем ҫине тимлӗх уйӑрма тивӗҫ.
Ӑнлантарусем
- ^ World Contraception Day 2021//who.int
- ^ World Contraception Day, 26 September 2021//ohchr.org
- ^ World Contraception Day//un.org
- ^ It’s World Contraception Day — And Time to Improve Birth Control: Contraline and TwentyEight Health Share More//forbes.com
- Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи копийӗ(акăлч.)