Пӗтӗм тӗнчери стандартсен кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери стандартсен кунӗ е Тӗнчери стандартизаци кунӗ (акăл. World Standards Day) — тӗнчери шайӗнчи кун. Ҫак кунта ӗҫсене тунӑ май пӗрешкел стандартсене йӗркелессин пӗлтерӗшӗ пирки тимлӗх уйӑраҫҫӗ, тата хӑйсен пурнӑҫне тата професси ӑсталӑхне яваплӑ та кирлӗ ӗҫре вӑй хуракан вуншар пин ӑста ҫынна хисеп тӑваҫҫӗ. «Стандартсен кунне» пӗтӗм тӗнчипе ҫулсерен, юпан 14-мӗшӗнче, паллӑ тӑваҫҫӗ[1].
«Пӗтӗм тӗнчери стандартсен кунӗн» историйӗ тата ӑна уявлани
«Пӗтӗм тӗнчери стандартсен кунне» ирттермелли куна ӑнсӑртран суйласа илмен, мӗншӗн тесен шӑп ҫак кун, 1946 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче Аслӑ Британин тӗп хулинче, Лондонра, стандартизаци енӗпе ӗҫлекен наци организацийӗсен конференцийӗ уҫӑлнӑ. Конференцире тӗнчери 25 ҫӗршывран 65 делегат килнӗ, ҫав шутра Социализмла Совет Республикисен союзӗнчен те. Ҫак конференцин тӗп ӗҫӗ шутӗнче Стандартизаци тӗлӗшпе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери организацине (акăл. International Organization for Standardization, ISO) йӗркеленине чӑннипе те чи паха ӗҫ тесе калама пулать. Хальхи вӑхӑтра ISO шутне стандартизаци енӗпе ӗҫлекен 164 ҫӗршыври наци организаци кӗрет. Раҫҫей Федерацийӗнчен ISO тулли праваллӑ пайташӗ пулса Техника тӗлӗшпе йӗркелекен тата метрологи енӗпе йӗркелекен федераллӑ агентство кӗрет.
1970 ҫулта ISO Президенчӗ, Турцирен тухнӑ Фарук Сунтер, Пӗтӗм тӗнчери стандартсен кунне ҫулсерен уявлама сӗннӗ, ҫапла май вӑл тӗнчери мӗнпур экономикӑсемшӗн те стандартизаци пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Уява хӑш кун ирттерессине суйланӑ май «Стандартизаци тӗлӗшпе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери организацине» йӗркеленӗ куна илнӗ[2].
Кашни ҫул уяв пӗр-пӗр девизпа иртет:
- 1998 ҫул — «Стандартсем тата кулленхи пурнӑҫ»
- 1999 ҫул — «Стандартпа ҫуртсем хӑпартасси»
- 2000 ҫул — «Тӑнӑҫлӑхпа аталану кӳрекен пӗтӗм тӗнчери стандартсем»
- 2001 ҫул — «Тавралӑх тата стандартсем: ӳссе пыракан пӗрлӗх»
- 2002 ҫул — «Пур ҫӗрте те йышӑннӑ пӗр стандарт, пӗр тӗрӗслев»
- 2003 ҫул — «Пӗтӗм тӗнчери информаци обществин тӗнче шайӗнчи стандартсем»
- 2004 ҫул — «Стандартсем тӗнчене ҫыхӑнтараҫҫӗ»
- 2005 ҫул — «Хӑрушсӑр тӗнчен стандарчӗсем»
- 2006 ҫул — «Стандартсем: пӗчӗк бизнес пысӑк тупӑш илмешкӗн»
- 2007 ҫул — «Стандартсемпе граждансем: общество аталанӑвӗшӗн тӳпе хывни»
- 2008 ҫул — «Интеллектуаллӑ тата ҫирӗп ҫуртсем»
- 2009 ҫул — «Климат улшӑнни кӑларса тӑратакан йывӑрлӑхсене стандартсем урлӑ татса парасси»
- 2010 ҫул — «Стандартсене пула тӗнче пуриншӗн те уҫӑлса пырать»
- 2011 ҫул — «Тӗнче шайӗнчи стандарт — тӗнче шайӗнче шанӑҫлӑх йӗркелесси»
- 2012 ҫул — «Сахалрах ҫухату — лайӑхрах кӑтарту. Стандартсем ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстереҫҫӗ»[3]
- 2013 ҫул — «Тӗнче шайӗнчи стандартсем аталанма пулӑшаҫҫӗ»[4]
- 2014 ҫул — «Стандартсем ӑнӑҫлӑх валли пӗрешкел май пуса параҫҫӗ»[5]
- 2015 ҫул — «Стандартсем — пӗтӗм тӗнче калаҫакан чӗлхе»[6]
- 2016 ҫул — «Стандартсем шанӑҫ ҫуратаҫҫӗ»[7]
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Международный день стандартизации в разделе «Праздники Канады». праздники 2010 год. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ ИСО — Международная организация по стандартизации. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
- ^ [1]
- ^ «День стандартов 2013» , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ «День стандартов 2014». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ.
- ^ «День стандартов 2015» , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ «День стандартов 2016». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ.