Пӗтӗм тӗнчери сӑнӳкерчӗк кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери сӑнӳкерчӗк кунӗ (акăл. World Photography Day) — ҫулсерен ҫурлан 19-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан пӗтӗм тӗнчери уяв. Ку куна ӳнере тата фотографи ӑслӑлӑхне, ҫавӑн пекех чӑнлӑха виҫме, хӑйне май курма, тата чуна хавхалантарма пултаракан сӑнӳкерчӗк тӑвакан тӗнчери паллӑ фотографсене халалланӑ.

Уяв историйӗ

Ҫурлан 19-мӗшне ӑнсӑртран суйласа илмен — ҫак кун 1839 ҫулта сӑнӳкерчӗк тумалли чи пӗрремӗш технологине, дагеротипине, официаллӑ майпа халӑха кӑтартнӑ, ӑна Франци ӳнерҫи тата изобретателӗ Луи Жак Манде Дагер шутласа кӑларнӑ. Франци правительстви ку изобретенине «тӗнче валли тунӑ парне» тесе пӗлтернӗ, ҫак самантран вара сӑн ӳкерчӗк халӑх хушшинче анлӑ сарӑлма тытӑннӑ[1].

Апла пулин те 2010 ҫулта кӑна Австрали фотографӗ Корске Ара Пӗтӗм тӗнчери сӑнӳкерчӗк кунне ирттерес шухӑша хатӗрлесе ҫитернӗ ӑна ҫынсем патне ҫитерме пуҫланӑ, ку куна йӗркелесе вӑл ыттисене хӑйсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе пурне те паллаштарма, сӑнӳкерчӗк пирӗн пурнӑҫра самай пысӑк вырӑн йышӑннине кӑтартма чӗнсе каланӑ. Ҫавӑнтанпа ҫак куна анлӑн йышӑннӑ, профессионалсем та сӑн ӳкерме юратакан ахаль ҫынсем те ӑна анлӑ уявлама пуҫланӑ[2].

Уявӑн пӗлтерӗшӗ тата тӗллевӗсем

Пӗтӗм тӗнчери сӑнӳкерчӗк кунне йӗркеленӗ май сӑнӳкерчӗкпе усӑ курса илемлӗхе палӑртма, вӑл документацилеме тата информацилеме май паракан питӗ пӗлтерӗшлӗ хатӗр пулнине палӑртнӑ. Ҫак уяв камера объективӗ урлӑ тӗнчери тӗрлӗ кӗтесӗнчи ҫынсене хӑйсен историйӗсемпе тата культурипе паллаштарма май парать.

Унсӑр пуҫне Пӗтӗм тӗнчери сӑнӳкерчӗк кунӗ сӑн ӳкерме пуҫлакансене те, профессиллӗ фотографсене те тӗрлӗ стильпе тата техникӑпа ҫӗнӗ ӗҫсем тума тата экспериментсем ирттерме хавхалантарать. Уяв ҫавӑн пекех историпе культурӑна ӑнланма пулӑшакан пӗлтерӗшлӗ самантсемпе пулӑмсене фиксацилекен сӑнӳкерчӗксене сыхласа хӑварнин пӗлтерӗшӗ ҫинчен те аса илтерет.

Йӑли-йӗркисем тата мероприятисем

Пӗтӗм тӗнчери сӑнӳкерчӗк кунне уявланӑ май тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсенче чылай мероприяти ирттерсе паллӑ тӑваҫҫӗ:

  • Онлайн-куравсемпе конкурссем: ҫак кун фотоконкурссем чылай ирттереҫҫӗ, вӗсене тӗрлӗ шайри фотографсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ӗҫӗсене час-часах халӑх тетелӗсенче тата сӑнӳкерчӗк пирки каласа паракан ятарлӑ платформӑсенче пичетлеҫҫӗ.
  • Куравсемпе фотопроектсем: музейсем, галерейӑсемпе фотостудисем куравсем йӗркелеҫҫӗ, вӗсенче паллӑ фотографсен ӗҫӗсемпе, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ тата малашлӑхлӑ проектсемпе паллаштараҫҫӗ.
  • Ӑслатӑх лаҫҫисемпе лекцисем: профессиллӗ фотографсем хӑйсен опычӗпе паллаштарса тӗрлӗ техника ҫинчен каласа параҫҫӗ: сӑмахран, портрет, пейзаж е документлӑ сӑнӳкерчӗке мӗнле тумалли пирки.
  • Халӑх тетелӗсем: социаллӑ сетьсенче унти сайтҫӑсем #WorldPhotographyDay хештег лартса хӑйсен юратнӑ сӑнӳкерчӗкӗсемпе ытти халӑха паллаштараҫҫӗ,ҫапла май ӳкерме юратакансемпе профессионалсен глобаллӑ пӗрлешӗвӗ пӑчӑрланать.

Сӑнӳкерчӗке пула общество мӗнле улшӑнать

Сӑнӳкерчӗк историе документлас, культурӑра пулса иртекен улшӑнусене фиксацилес тата информацие сарас тӗлӗшпе пысӑк вырӑн йышӑнать. Вӑл халӑхри йывӑрлӑхсемпе экологи катастрофисем пирки пӗлтерес тата халӑх прависене хӳтӗлес тӗлӗшпе тимлӗх уйӑрма хистекен хӑватлӑ мел пулса тӑрать.

Унсӑр пуҫне сӑнӳкерчӗк реклама, мода тата ӳнер тӗлӗшӗнчен витерсе тӗнчери миллион-миллион ҫын тыткаларӑшне йӗркелесе витӗм кӳрет. Пурнӑҫа цифра сӑнӳкерчӗкӗпе халӑх тетелӗсем кӗнӗ май хальхи вӑхӑтра кашни сӑн ӳкерме пултарать, ҫакӑ вара миллион-миллион ҫынна ӳнерпе ҫывӑхрах паллашма, хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма май туса панӑ[3].

Паллӑ фотографсем

Истори тӑршшӗпе чылай фотограф культурӑпа ӳнерте хӑйсем хыҫҫӑн самай тарӑн йӗр хӑварнӑ. Вӗсем хушшинче ҫаксене палӑртма пулать:

  • Ансель Адамс — паллӑ американ фотографӗ, вӑл АПШ Наци паркӗсенче тухнӑ хӑйӗн хура-шурӑ пейзажӗсемпе паллӑ.
  • Анри Картье-Брессон — Франци фотографӗ, Magnum Photos документлӑ фотографипе фотоагентствӑна никӗслекенӗсенчен пӗри.
  • Прокудин-Горский Сергей — вырӑс фотографӗ, фотографипе кинематографине аталантарас тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнӑ. Раҫҫейре тӗрлӗ тӗслӗ сӑнӳкерчӗкӗн пионерӗ шутланать, «Раҫҫей империйӗнчи паллӑ вырӑнсен пуххине» хатӗрлекенӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр