Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен кунӗ — ҫурлан 12-мӗшӗнче палӑртакан тӗнче шайӗнчи уяв. 1999 ҫулта ПНО Тӗп Ассамблейи «A/RES 54-120» №-лӗ резолюцире Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен ӗҫӗсемпе ӗҫлекен министрсен конференцийӗн (Лиссабон, 1998 ҫул) сӗнӗвне ырласа ҫурлан 12-мӗшӗнче Пӗтӗм Тӗнчери ҫамрӑксен кунне ирттересси ҫинчен пӗлтернӗ.
Ассамблея 1995 ҫулта Тӗп Ассамблейӑн A/RES/50/81 резолюцире йышӑннӑ Ҫамрӑксене пырса тивекен Тӗнче шайӗнчи ӗҫсен программи ҫинчен информацилессине ӳстермелли пӗтӗм тӗнче кунне пулӑшакан пропагандӑллӑ мероприятисем ирттерме сӗннӗ.
Пӗтӗм тӗнчери кунӑн темисем
- 2021 ҫул — «Апат-ҫимӗҫ системисене улӑштарасси: ҫын сывлӑхӗшӗн тата планетӑшӑн усӑллӑ ҫамрӑксен инновацийӗсем».
- 2020 ҫул — «Ҫамрӑксем глобаллӑ ӗҫе ырласа ӗҫлени»
- 2019 ҫул — «Вӗренӗве ҫӗнетесси»
- 2018 ҫул — «Ҫамрӑксем валли йӗркеленӗ хӑрушсӑр вырӑнсем».
- 2017 ҫул — «Яш-кӗрӗм мир йӗркелет».
- 2016 ҫул — «Ҫамрӑксем 2030 ҫулхи ҫирӗп аталану тӗллевӗсем патне утни».
- 2015 ҫул — «Ҫамрӑксем тата гражданла хутшӑнусем».
- 2014 ҫул — «Ҫамрӑксем тата психика сывлӑхӗ».
- 2013 ҫул — «Ҫамрӑксен миграцийӗ — аталану ҫулне йӗркелекен прогресс».
- 2012 ҫул — «Чи лайӑх мир тӗнче тӑвӑпӑр: ҫамрӑксемпе партнерла ӗҫлени».
- 2011 ҫул — «Хамӑр тӗнчене улӑштарасси».
- 2010 ҫул — «Калаҫу тата пӗр-пӗрне ӑнланни».
- 2009 ҫул — «Ҫирӗплӗх — пирӗн умри тӗллев, пирӗн пуласлӑх».
- 2008 ҫул — «Ҫамрӑксем тата климат улшӑнӑвӗ: ӗҫе тытӑнма вӑхӑт».
- 2007 ҫул — «Сана асӑрхаччӑр, илтчӗр: ҫамрӑксем аталанӑва тӳпе хывни».
- 2006 ҫул — «Чухӑнлӑхпа пӗрле кӗрешни: чухӑнлӑха пӗтерес ӗҫри ҫамрӑксен тӳпи».
- 2005 ҫул — «Ҫамрӑксене + 10 тивекен Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ программи».
- 2004 ҫул — «Ҫамрӑксем ӑрусене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса тӑракан обществӑра».
- 2003 ҫул — «Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ ҫамрӑксем валли пур ҫӗрте те пур».
- 2002 ҫул — «Хальхи самантра тата пуласлӑх интересӗсемшӗн: ҫамрӑксем ҫирӗп аталану тӗлӗшпе тӳпе хывни».
- 2001 ҫул — «Сывлӑх сыхлавӗпе ӗҫсӗрлӗх проблемисене татса пани».
- 2000 ҫул — Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен кунне пӗрремӗш хут ирттерни.
Тӗрлӗ ҫӗршывсенчи Ҫамрӑксен кунӗсем
Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче хӑйсен уйрӑм «Ҫамрӑксен кунӗ» пур.
Раҫҫейре
Президент хушӑвӗпе 2009 ҫула Раҫҫейре «Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗ» тесе пӗлтернӗ. Ҫулталӑк шайӗнче тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ, ҫав шутра «Пӗтӗм тӗнчери православлӑ ҫамрӑксен кунне» те. Маларах, 1985 ҫулта, ПНО пулӑшнипе Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен ҫулталӑкне ирттернӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Срок регистрации домена закончился. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.