Ҫамрӑксен кунӗ (Раҫҫей)

Ҫамрӑксен кунӗ (выр. День молодёжи) — Раҫҫей Федерацийӗнчи официаллӑ уяв, ӑна 14-ран пуҫласа 35 ҫулчченхи ҫынсене халалланӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятисем ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн юлашки шӑматкунӗнче иртеҫҫӗ. Уява ҫамрӑк ҫынсен социаллӑ-демографиллӗ ушкӑна пулӑшас, вӗсене мӗн кирли ҫине тимлӗх уйӑрас тата патшалӑхӑн ҫамрӑксен политикинчи ҫитӗнӗвӗсене кӑтартас тӗллевпе палӑртаҫҫӗ[1].

Юридициллӗ статусӗ

Раҫҫей Федерацийӗнче уява йӗркелени

Патшалӑх шайӗнче ҫак уява 1993 ҫулта палӑртма пуҫланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Борис Ельцин 1993 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче 459-рп номерлӗ «Ҫамрӑксен кунне уявласси ҫинчен» распоряжени алӑ пуснӑ[2]. Документ тӑрӑх ҫак куна ҫулсерен ҫӗртмен 27-мӗшӗнче паллӑ тума хушнӑ, регионсенчи влаҫсене вара культура тата массӑллӑ мероприятисем йӗркелеме сӗннӗ. Уява туса хурас шухӑша Раҫҫей Федерацийӗн Ҫамрӑксен ӗҫӗн комитечӗ тата Ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсен наци канашӗ сӗннӗ пулнӑ[3].

2023 ҫулта уяв вӑхӑтне улӑштарни

30 ҫул хушши уява ятарласа уйӑрнӑ пӗр кунра палӑртнӑ. 2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 132-рп номерлӗ распоряжени алӑ пуснӑ, ҫак документпа килӗшӳллӗн уява официаллӑ майпа ҫӗртме уйӑхӗн юлашки шӑматкунне куҫарнӑ[4]. Уяв кунне куҫарни ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ: ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче студентсемпе шкул ачисен тӑтӑшах экзаменсем пулаҫҫӗ, ӗҫлекен ҫынсемшӗн вара ӗҫ кунӗсенче уяв мероприятийӗсене ҫӳреме йывӑртарах. Ҫак документрах 1993 ҫулхи распоряжение вӑйне ҫухатнӑ тесе палӑртнӑ[5].

Историйӗ

Хальхи уявӑн историри малтанхи тапхӑрӗ тесе 1917—1945 ҫулсенче паллӑ тунӑ Тӗнчери ҫамрӑксен кунне (МЮД) калама пулать. Малтан ӑна авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ирттернӗ, ун чухне халӑх йышлӑ хутшӑннӑ демонстрацисем йӗркеленӗ[6]. Мероприятисен тӗп тӗллевӗ тӗнчери пӗршухӑшлӑха тата ҫӗршыври ҫамрӑксен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсене кӑтартасси пулнӑ[7].

Совет ҫамрӑкӗсен кунӗ

Уяв историйӗнче ҫӗнӗ тапхӑр 1958 ҫулта пуҫланнӑ. СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1958 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнчи Указӗпе «Совет ҫамрӑкӗсен кунне» йӗркеленӗ[8]. Уява ирттерме ҫӗртме уйӑхӗн юлашки вырсарникунне суйласа илнӗ[9]. Тӗп йӗркелӳҫи Пӗтӗм Союзри Ленинла Коммунистсен Ҫамрӑксен Пӗрлешӗвӗ (ВЛКСМ) пулнӑ. Мероприятисем идеологи тӗллевӗпе иртнӗ, вӗсен шутне комсомол бригадисен производствӑри ӑмӑртӑвӗсем, передовиксен пухӑвӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем тата каҫхи ташӑсем кӗнӗ[10].

undefined

1991 ҫул хыҫҫӑн

Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн уяв форми самай улшӑннӑ. 1993 ҫултанпа, Раҫҫей Федерацийӗнче Ҫамрӑксен кунне официаллӑ майпа йӗркеленӗ хыҫҫӑн, идеологи вырӑнне культура, кану тата социаллӑ ыйтусем мала тухнӑ. Совет тапхӑрӗ хыҫҫӑнхи вӑхӑтра ҫамрӑксен пултарулӑхне пулӑшас, волонтёрсен юхӑмне аталантарас тата ҫамрӑк специалистсене ҫӗршыв экономикине явӑҫтарас ӗҫсем ҫине пусӑм тунӑ[11].

Уявласси

Ҫамрӑксен кунӗнче ҫӗршывӗпех масштаблӑ фестивальсем(выр.)чăв., паллӑ юрӑҫсен концерчӗсем тата тӗрлӗ темӑллӑ куравсем иртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗренӳ лекторийӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем, вакансисен ярмӑрккисем тата спорт турнирӗсем йӗркелеҫҫӗ, нимеҫӗсен пӗрлешӗвӗсем хутшӑннипе ыркӑмӑллӑх акцийӗсемпе экологи мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ[12].

Йӗркелӳҫӗсем тата лапамсем

Уява тӗрлӗ шайри влаҫ органӗсем — федераллӑ министерствӑсенчен пуҫласа муниципаллӑ администрацисем таран — йӗркелеҫҫӗ. Мероприятисем хула паркӗсенче(выр.)чăв., лапамсенче, ҫамрӑксен центрӗсенче тата культура учрежденийӗсенче иртеҫҫӗ. Вӗсене ирттерме обществӑлла организацисене, вӗренӳ учрежденийӗсене тата бизнес ҫыннисене явӑҫтараҫҫӗ[13].

Ҫамрӑксен политикинче йышӑнакан вырӑн

2020 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнчи 489-ФЗ номерлӗ федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн, ҫамрӑксен категорине Раҫҫей Федерацийӗн 14-ран пуҫласа 35 ҫулчченхи (ҫак ҫула кӗнине те шутласа) гражданӗсем кӗреҫҫӗ[14]. Ҫак социаллӑ-демографиллӗ ушкӑн ҫӗршыв халӑхӗн пӗлтерӗшлӗ пайне йышӑнать, вӑл патшалӑха аталанма кирлӗ стратеги ресурс пек хакланать[15]. Ҫамрӑксен кунӗ пулӑшу паракан патшалӑх программисене, грант конкурсӗсене тата ҫамрӑк граждансен хӑйсен вӑйне тата пултарулӑхне кӑтартмалли майсене сӗнмелли вырӑн шутланать[16].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Путин распорядился отмечать День молодежи в последнюю субботу июня. Российская газета (2 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  2. ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 24.06.1993 г. № 459-рп «О праздновании Дня молодежи» (выр.). kremlin.ru. Официальный сайт Президента России (24 ҫӗртмен 1993). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  3. ^ День молодежи России. Справка (20100627T0930). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  4. ^ Путин распорядился отмечать в России День молодежи в последнюю субботу июня (2023-05-02). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  5. ^ Распоряжение Президента РФ от 2 мая 2023 г. N 132-рп "О Дне молодежи" (выр.). garant.ru. Информационно-правовой портал ГАРАНТ (2 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  6. ^ 5 сентября. День юношества (выр.). tomskmuseum.ru. Томский областной краеведческий музей (5 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  7. ^ http://simai.studio, SIMAI Studio —. Международный юношеский день (МЮД). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  8. ^ День Советской молодёжи (выр.). z-museum.ru. Заводоуковский краеведческий музей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  9. ^ Песная дружбы: Главархив Москвы публикует документы ко Дню молодежи (2022-06-27). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  10. ^ «Как верили в себя»: надо ли праздновать День молодежи (выр.). portal-kultura.ru. Газета «Культура» (26 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  11. ^ Когда отмечают День молодежи в 2025 году. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  12. ^ День молодежи 2025: какого числа отмечается в России, история и традиции праздника | «Красный Север» (2025-06-25). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  13. ^ День молодежи 2026: какого числа, история и традиции праздника. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  14. ^ Федеральный закон от 30 декабря 2020 г. N 489-ФЗ "О молодежной политике в Российской Федерации" (выр.). pravo.gov.ru. Официальный интернет-портал правовой информации (30 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  15. ^ День молодёжи 2026: дата, история, традиции праздника. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  16. ^ День молодежи России (20250628T0103). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.