Раҫҫей Федерацийӗн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен тыл кунӗ
Раҫҫей Федерацийӗн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен тыл кунӗ (выр. День Тыла Вооружённых Сил Российской Федерации) — Раҫҫей хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен тылӗн чаҫӗсемпе вӗсен уйрӑмӗсенче тӑрӑшакан мӗнпур ҫар ҫыннин тата граждан персоналӗн професси уявӗ.
Ҫулсерен ҫурлан 1-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Канмалли кун мар[1].
Историйӗ тата уявлани
«Раҫҫей Федерациийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Тыл кунӗ» уява малтанхи вӑхӑтра 1998 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнчи Раҫҫейӗн хӳтӗлев министрӗ кӑларнӑ 225 №-лӗ Хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра вара уява 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ алӑ пуснӑ 549 №-лӗ «Раҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенчи професси уявӗсемпе астӑвӑм кунӗсене палӑртасси ҫинчен» Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн палӑртаҫҫӗ[2].
Уявламалли куна суйласа илни ӑнсӑртран пулман. Тылри формированисене йӗркелесси Раҫҫей империн императорӗ Аслӑ Пётр 1700 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче «Ҫар ҫыннисен пӗтӗм тырпул саппасӗсемшӗн окольничий Языкова яваплӑ тӑвасси, ӑна Генерал-Провиал хисеплӗ ятпа тивӗҫтересси ҫинчен» Хушӑва алӑ пуснӑ кунтан пуҫланать пулин те, чӑннипе Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен тыл ҫарӗсене 1941 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче уйрӑммӑн йӗркеленӗ теме пулать. Шӑпах ҫак кун И. В. Сталин СССР Хӳтӗлев халӑх комиссарӗ С. К. Тимошенко хатӗрленӗ 0257 № «Хӗрлӗ Ҫарӑн Тӗп управленине йӗркелесси ҫинчен…» Хушу айӗнче хӑй аллине пуснӑ. Ҫак документ Хӗрлӗ Ҫарӑн тыл пуҫлӑхӗн штабне, автоҫул управленине тата тыл пуҫлӑхӗн инспекцине, ВОСО управленине, Тӗп интендант управленине, Ҫунмаллипе тата сӗрмеллипе тивӗҫтерекен управленине, Санитари тата Ветеринари управленине пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ, ҫакӑн валли РККА тыл пуҫлӑхӗн должноҫне йӗркеленӗ. РККА(выр.)чăв. тылӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ пулма СССР Хӳтӗлевӗн Халӑх Комиссарӗн ҫумне А. В. Хрулёв интендант хӗсмечӗн генерал-лейтенантне ҫирӗплетнӗ. «Халӑх ҫулпуҫӗ» шутласа хунӑ тӑрӑх, снабжени, медицина тата транспорт тытӑмӗсене пӗрлехи командованине пӗрлештерни РККА тылри тивӗҫтерӗвӗн кӑткӑс ӗҫне май килнӗ таран тухӑҫлӑ йӗркелеме пултарнӑ. Тыл пуҫлӑхӗн ҫӗнӗ должноҫне ҫавӑн пекех мӗнпур фронтсенче тата ҫарсенче йӗркеленӗ[3].
2000 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен Тылӗ 300 ҫул тултарни ҫинчен» указа алӑ пуснӑ, унӑн текстӗнче ҫапла каланӑ: «Ҫарпа флота тыл енчен тивӗҫтерессин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине шута илсе, Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен тылӗнчи ветеранӗсемпе унта тӑрӑшакан ҫынсен Тӑван ҫӗршыв умӗнчи ҫапӑҫу ӗҫӗнчи паллӑ ӗҫӗсене палӑртса тата вӑл 300 ҫул тултарнӑ май ҫапла йышӑнатӑп: Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен Тылӗ 300 ҫул тултарнине халалласа астӑвӑм кунне йӗркелемелле тата ӑна 2000 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче паллӑ тумалла»[4].
2010 ҫулхи реорганизаци
2010—2011 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Тыл структурине самай реорганизациленӗ. Ҫарпа флотра ирттернӗ структура улшӑнӑвӗсен шайӗнче Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Тылӗпе Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен хӗҫпӑшал органӗсене пӗр структурӑна — Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен материалпа техника тивӗҫтерӗвӗн (РФ ХВ МТО) тытӑмне пӗрлештернӗ[5]. Ҫак реорганизаци хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен пӗтӗм енлӗ тивӗҫтеревӗн малтан хӑйне тӗллӗн пулнӑ икӗ тӗсне — техника тата тыл тивӗҫтеревӗсене — пӗрлештернӗ[1].
Ҫӗнӗ структурӑна ертсе пырас ӗҫе Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министрӗн МТО енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ ҫине тиенӗ[6]. МТО тӗп аппарачӗн йышне ҫаксем кӗнӗ: Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен МТО штабӗ, транспортпа тивӗҫтерекен департамент, чугун ҫул ҫарӗсен управленийӗ, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекен департамент, Тӗп автобронетанк управленийӗ, юсаса ҫӗнетес ӗҫсен управленийӗ, метрологи управленийӗ тата ыттисем те[7]. МТО штабӗн ҫавӑн пекех йӗркелӳпе управлени функцийӗсене пурнӑҫламалла: мобилизаци хатӗрленӗвӗпе тыл обеспеченине тивӗҫтересси, оперативлӑ информаци пухасси тата ҫарсене тыл енчен тивӗҫтересси.
Материалпа техника тивӗҫтерӗвне ҫарсемпе вӑйсене палӑртнӑ задачӑсене пурнӑҫлама яланах хатӗр тытас тӗллевпе кунсеренхи тата ҫапӑҫури ӗҫ-хӗлӗн мӗн пур тӗсӗнче йӗркелеҫҫӗ тата пурнӑҫлаҫҫӗ[1].
Уяв йӑлисем
Тыл ҫарӗсен уявӗ ҫамрӑк пулнине кура вӑл халлӗхе хӑйне евӗрлӗ йӑласемпе пуянланса ӗлкӗреймен. Ҫапах та ҫирӗпленсе ҫитнӗ темиҫе йӑла пур[8]:
- Ҫулсерен РФ ХВ Тылӗн кунӗнче тыл структурисенчи ҫар ҫыннисене тата гражданла персонала Хӳтӗлев министрӗ тата Тӗп штаб пуҫлӑхӗ саламлаҫҫӗ.
- Тыл структурисен ҫар чаҫӗсенче савӑнӑҫлӑ пухусем иртеҫҫӗ, унта хӗсметре уйрӑмах палӑрнӑ офицерсене чыслаҫҫӗ.
- Уявсене запаса е отставкӑна тухнӑ тыл службисен ветеранӗсене чӗнеҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 [www.calend.ru/holidays/0/0/63/ День тыла вооруженных сил России — 1 августа. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010]
- ^ Собрание законодательства РФ, 2006, № 23, ст. 2455.
- ^ День Тыла Вооруженных Сил Российской Федерации , Wayback Machine çинчи 2009 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ 1 августа. РИА Новости (1 ҫурлан 2006). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 12-мӗшӗ.
- ^ Тыл и органы вооружения ВС РФ объединятся в единую структуру. РИА Новости (30 утӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Тыл ВС РФ и органы вооружения до конца года станут единой структурой. РИА Новости (1 ҫурлан 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Материально-техническое обеспечение ВС РФ, состав службы, её штаб. Призыв на военную службу. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ День Тыла Вооружённых Сил Российской Федерации: история и традиции праздника. Мир космоса. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.