Раҫҫей геральдисчӗсен пӗрлӗхӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

«Раҫҫей геральдисчӗсен пӗрлӗхӗ» (Константин Федорович Мочёнов.

Тӗп положенисем

«Раҫҫей геральдисчӗсен пӗрлӗхӗ» хӑйӗн ӗҫ-хӗлне 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче йышӑннӑ Уставпа килӗшӳллӗн йӗркелет, вӑл юридици сӑпачӗ шутланать, унӑн уйрӑм пурлӑх, банкра счет, хӑйӗн ячӗпе пичет, штампсем, бланксем, эмблема тата ытти реквизитсем пур.

Организацин Раҫҫей Федерацийӗнче 48 регионти уйрӑмӗ ӗҫлет.

«Раҫҫей геральдисчӗсен пӗрлӗхӗн» тӗп ӗҫ-хӗлӗ шутне муниципаллӑ йӗркеленӳсен ҫӗнӗ гербӗсене, элемӗсене тата Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашӗнче ҫирӗплетме тата регистрацилеме пулӑшасси кӗрет.

2012 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне геральдистсен пӗрлӗхӗ пулӑшнипе Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашӗнче Раҫҫей Федерацийӗн 67 регионӗнчи муниципаллӑ йӗркеленӳсен виҫӗ пине яхӑн гербпа ялавӗсене ӑсталаса хатӗрлесе ҫитернӗ, регистрациленӗ.

Организаци девизӗ — «Кашни хулан — хӑйӗн гербӗ».

Пӗрлӗх кун-ҫулӗ

  • 1987 ҫулхи авӑнӑн 10-15-мӗшӗсенче — СССР ВДНХ-ра Пӗтӗм Союзри коллекционер-геральдистсен I пухӑвӗ иртнӗ. Пуху геральдика символикиллӗ значоксене пухакан ҫынсене пӗрлештернӗ. Пухура Пӗтӗм Союзри коллекционер-фалеристсен пӗрлешӗвне (ВОКФ) туса хума тата ВОКФ ҫумӗнче геральдистсен секцине йӗркелеме йышӑннӑ.
  • 1988 ҫулхи утӑн 8-11-мӗшӗсенче Донецкра Пӗтӗм Союзри коллекционер-геральдистсен II пухӑвӗ иртнӗ, унта геральдистсен Секцийӗн регионти уйрӑмӗсене йӗркеленӗ. ВОКФ 1989 ҫултанпа тухса тӑракан «Вестник геральдиста» информаци бюллетене йӗркелекенӗ шутланать. СССР арканнӑ хыҫҫӑн ВОКФ саланнӑ, ВОКФ-ӑн геральдисчӗсен секцийӗнчен вара Раҫҫей геральдисчӗсен пӗрлӗхӗ йӗркеленнӗ.
  • 1989 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче Хусанта Пӗтӗм Союзри коллекционер-геральдистсен III пухӑвӗ иртнӗ. ВОКФ геральдистсен секцийӗн регионти уйрӑмӗсен ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухнӑ, геральдика символикиллӗ значоксен каталогне хатӗрлессине сӳтсе явнӑ.
  • 1990 ҫулхи авӑнӑн 21-24-мӗшӗсенче Минскра Пӗтӗм Союзри коллекционер-геральдистсен IV пухӑвӗ иртнӗ. Пухура ВОКФ секцин элемне ҫирӗплетнӗ, ВОКФ-ӑн геральдика енӗпе ӗҫлекен комиссине кама-кама кӗртессине пӑхса тухнӑ.
  • 1991 ҫулхи ака уйӑхӗнче Химкире Мускавҫум геральдисчӗсен I пухӑвӗ иртнӗ, унта Пӗтӗм Союзри (каярахпа Пӗтӗм Раҫҫейри) геральдика пӗрлӗхӗн Никӗслевлӗ пухӑва ирттернӗ. Пухӑва ҫӗршыври 113 ял-хуларан 458 делегат килнӗ.
  • 1992 ҫулта Кировоградра ҫак ҫулхине Украина геральдисчӗсен I пухӑвӗ иртнӗ.
  • 2004 ҫулта А. Б. Лакиер ячӗллӗ I тата II степеньлӗ «Геральдика пуҫаруҫине» хисеп паллине ҫирӗплетнӗ (паллӑна А. Б. Лакиер ячӗпе хисепленет. Ку паллӑна чи лайӑх специалистсене, организаторсене тата геральдикӑна популяризацилес тӗлӗшпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тӑвакансене чыслама хатӗрленӗ).
  • 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче никӗслевҫӗсен пӗрлехи пухӑвӗнче Раҫҫей геральдисчӗсен пӗрлӗхӗн Уставне йышӑннӑ, унӑн Правленине суйланӑ.
  • 2006 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗпе юпан 1-мӗшӗнче Елец хулинче геральдистсен ХХ пухӑвӗ пуҫтарӑннӑ, ку хутӗнче вӑл тӗнче шайӗнче иртнӗ.

Раҫҫей геральдисчӗсен союзӗ хатӗрленӗ гербсемпе ялавсем

Раҫҫей геральдисчӗсен пӗрлешӗвӗ РФ Патшалӑх геральдика регистрне кӗртнӗ ҫак муниципаллӑ йӗркеленӳсен (облаҫсен, районсен, хула округӗсен, хула тата ял тӑрӑхӗсен) гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлеме хутшӑннӑ[1]:

  • 2006 ҫул — 119 герб тата 106 ялав (пӗтӗмпе 225 элем);
  • 2007 ҫул — 233 гербпа 179 ялав (412 элем);
  • 2008 ҫул — 136 герб тата 141 ялав (277 элем);
  • 2009 ҫул — 109 гербпа 109 ялав (218 элем)[2];
  • 2010 ҫул — 121 герб тата 120 ялав (241 элем)
  • 2011 ҫул — 114 герб тата 113 ялав (227 элем)[3];
  • 2012 ҫул — 113 гербпа 110 ялав (223 элем)
  • 2013 ҫул — 34 гербпа 38 ялав (72 элем) — 2013 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ тӗлне.

Раҫҫей геральдисчӗсен пӗрлӗхӗ пулӑшнипе кӑларнӑ кӗнекесем

  • «Официальные символы Ямало-Ненецкого автономного округа» под редакцией Г. В. Калашникова., — Салехард, Издательство Баско, 2012. — 296 с. ил. стр. Т. 1000 экз. Формат 60 х 90/8
  • Хайрутдинов Р. Р., Салихов Р. Р., Миннуллин И. Р., Бушканец Г. М., Измайлов И. Л., Мочёнов К. Ф. Геральдическое наследие Республики Татарстан. — М.: «Регионсервис», 2012. — 328 с. (ил.) Т.3000 экз.
  • Кошелев А. В., Журавков А. Ю. Официальные символы Новосибирской области и муниципальных образований, входящих в её состав. —Новосибирск: ООО «Альфа-Порте», 2012. — 300 с. (ил.); Т.1500 экз.
  • Мочёнов К. Ф., Коржик Ю. В. Дюков В. Б. Официальные символы муниципальных образований Красноярского края. — М.: «Гербы и флаги», 2011. — 168 с. Т.3000 экз.
  • Мочёнов К. Ф., Коржик Ю. В. Липецкая область. Геральдика. История. Современность. — М.: «Регионсервис», 2009. — 208 с. 602 илстр. Т.5000 экз.
  • Гербовник Костромской области. Региональная и муниципальная символика.
  • Набор открыток «Пензенская символика» Составитель Шишкин И. С., Пенза, Пензенское областное отделение Союза геральдистов России, 2008, 57 шт. (Все цветные изображения гербов и флагов (с описаниями) районов и райцентров Пензенской области − 56 шт.)
  • Медведев М. Ю. Геральдика или истинная наука о гербах. — С-Пб.: «Гербы и флаги», 2008. — 144 с. тираж 1000 экз.
  • Мочёнов К. Ф., Коржик Ю. В., Раков А. В., Нагаевский В. В., Шарунов М. В., Сапелкин В. Н. Официальные символы Краснодарского края и муниципальных образований. — М.: «Гербы и флаги», 2007. — 320 с. (630 илл.), Тираж 3000 экз.
  • Известия геральдической комиссии при главе администрации Краснодарского края. Выпуск 1. Официальная символика Кубани. — М.: «Гербы и флаги», 2006. — 96 с., 2000 экз.
  • Мочёнов К. Ф., Коржик Ю. В. Гербы современной России (справочник). Гербы областей, районов, городов, поселков и сел, внесенные в Государственный геральдический регистр Российской Федерации. М.: «Гербы и флаги», 2005. — 296 с., 6000 экз.
  • Бюллетень Геральдического совета при Президенте Российской Федерации. Выпуск 1: Официальные нормативные правовые акты, регулирующие проведение единой государственной политики в сфере геральдики на территории Российской Федерации. Союз геральдистов России, Москва, 2005. 120 с. 3000 экз.
  • Мочёнов К. Ф., Туник Г. А. Официальные символы Челябинской области и муниципальных образований. Челябинск: 2004. — 296 с., 6500 экз.
  • Мочёнов К. Ф., Туник Г. А., Маланичев Р. И. и др. Официальные символы Подмосковья. М.: 2003. — 159 с., 5000 экз.
  • Кривошапка А. И., Марков В. Л. Алфавитный каталог городов, поселков, сел губерний и областей России, СНГ, бывших союзных республик СССР, имеющих старые и современные гербы, Санкт-Петербург, 2002 г.
  • Сметанников И. С., Мочёнов К. Ф. Гербы Земли Московской. М.: «ВГО», 1991. — 152 с., 1000 экз.
  • Меликаев В. И., Сержан В. В. Каталог современных гербов городов, поселков и сел СССР, Минск — 1989—1991 г.г.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Новости Геральдического совета.
  2. ^ 2009 ҫулхи юпан 27–28-мӗшӗсенче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашӗн ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ элемсене шута илмесӗр.
  3. ^ 2011 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашӗн ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ элемсене шута илмесӗр.

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Союз геральдистов России статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.