Раҫҫей космос ҫарӗсен кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Уяв
Раҫҫей космос ҫарӗсен кунӗ
космос ҫарӗн пысӑк эмблеми
Тӗсӗ Професси уявӗ
Урӑхла Космос ҫарӗсен уявӗ
Ҫирӗплетнӗ 2014
Палӑртаҫҫӗ кашни ҫул
Кун юпа, 4

Раҫҫей космос ҫарӗсен кунӗ — ҫулсерен Раҫҫейӗн Космос ҫарӗсен уявӗ.

Уяв историйӗ

Професси уявне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ 2006 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ «Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенчи професси уявӗсемпе астӑвӑм кунӗсене йӗркелесси ҫинчен» 549 №-лӗ Хушӑвӗпе йӗркеленӗ[1]. Уява 1957 ҫулта тӗнче уҫлӑхне Ҫӗр чӑмӑрӗн пӗрремӗш искусствӑлла спутникне вӗҫтерсе янине халалласа (ҫакӑ космонавтикӑн летопиҫне уҫнӑ, ҫав шутра хӗҫпӑшаллӑ вӑйсем валли те) никӗсленӗ.

СССР-та космоспа ҫыхӑннӑ пӗрремӗш ҫар уйрӑмӗсене 1955 ҫулта йӗркеленӗ. Ку Байконура тума пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Каярах, икӗ ҫултан, ҫак вӑйсем пӗрремӗш спутника вӗҫтерсе янӑ, этеме тӗнче уҫлӑхне кӑларма пултарнӑ.

Раҫҫей космос ҫарӗсен умӗнче тӑракан задачӑсем

Космос ҫарӗсем паянхи кунра ҫакӑн пек тӗллевсене пурнӑҫлаҫҫӗ:

  • Патшалӑх ертӳҫисене ҫӗршыв ҫине ракетӑпа тапӑнни ҫинчен пӗлтересси;
  • Ракетӑсенчен патшалӑха хӳтӗлесси;
  • Тӗнче уҫлӑхне тӗрӗслесе тӑрасси;
  • Орбитӑри ҫар, иккӗллӗ тата ӑслӑлӑх тӗллевлӗ аппаратсене хатӗрлесси, вӗсене унта ҫитересси тата вӗсен ӗҫне йӗркелесси.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

  • Сывлӑшпа космос вӑйӗсен кунӗ
  • Космонавтика кунӗ
  • Пӗтӗм тӗнчери ҫын тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗ кун
  • Раҫҫей космонавтикин гимнӗ

Ӑнлантарусем

  1. Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи копийӗ