Рим шутлав йĕрки

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Рим шутлав йĕрки — авалхи Рим империйĕнче усă курнă тăрăмсăр шутлав йĕрки.

Рим цифрисене пирĕн эрăччен 500 çулта этрускăсем йеркелесе усă курнă.

Цифрăсем

Хисеп Рим
палăртăвĕ
1 I
5 V
10 X
50 L
100 C
500 D
1000 M

Шайĕ тайса пынă çем M, D, C, L, X, V, I

Тĕслĕхĕсем

Хисеп Рим палăртăвĕ
0 çук
4 IV (хăш чух IIII)
8 VIII
9 IX
31 XXXI
46 XLVI
99 XCIX
666 DCLXVI (пуре те уйрăмлă цифрăсем, M-сăр пуçне, пĕрин хыççăн тепри — кайăк хисепĕ)
1989 MCMLXXXIX

Пысăк рим цифрисемпе тĕрĕс кăтартас тесен чи малтан пинĕн хисепне, хыççăн çĕрĕнне, кайран вунпӳсен, юлашкинчен, пĕррепе тăххăр хисепĕсене çырмалла.

Тĕслĕх: 1988 хисеп. Пĕр пин M, тăхăр çĕр CM, сакăр вун LXXX, саккăр VIII. Пĕрлештетерсе çырсан: MCMLXXXVIII.

Часах, хисепе текстра палăртас тесе, унăн çийĕн йĕр ӳкернĕ: LXIV. Хăш чухнехи йĕре çӳлте те, аяла та ӳкернĕ: XXXII — тĕслĕхрен, вырăс алçырав тексчĕнче йышăннă евĕр рим цифрисене (типографире тума техника енчен кăткăс). Урăх авторсен çӳлти йĕр цифра паллине 1000 хут ӳстернине пĕлтерет: VM = 5000.

Пысăк хисепсене çырмалли «кĕске меслет», калăпăр, 1999. Ăна сĕнмеççĕ, çапах та кĕскетмелле чухне усă кураççĕ:

  • 999. Пин M, 1 (I) кăларатпăр та CMXCIX вырăнне 999 (IM) тупатпăр. Вĕçлесен: 1999 — MCMXCIX вырăнне MIM çыратпăр.
  • 95. Çĕр C, 5 (V) кăларатпăр та XCV вырăнне 95 (VC) çыратпăр.
  • 1950: Пин M, 50 (L) кăларатпăр 950 (LM) тупатпăр. Вĕçлесен: 1950 — MCML вырăнне MLM çыратпăр.

Тăваттăна пур çĕрте IV çырма Сехет циферблачĕ çине йăла йĕркипе «IIII» вырăнне эстетика тĕлĕпе «IV» лартаççĕ,: çакăн евĕр çырни сăнанă чухнехи тепĕр енчи «VIII» цифрине симметриллĕ курăнтăр тесе палăртнă, «IV» пуçхирлĕ çырнине, «IIII» цифрипе танлаштарсан, вулама йывăртарах.

Аслăлатни

Рим цифрисемпе 1 пуçласа 3999 (MMMCMXCIX) тарин хисепсене çырса кăтартма май пур. Çакăн валли аслăлатнă Рим цифрисене кĕртнĕ.

Юникод

глифсем (8 ( е VIII).

Юникодри Рим цифрисем
Код 0 1 2 3 4 5 6 7 8 9 A B C D E F
Палли[2] 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 50 100 500 1 000
U+2160 &x2160;
2160
&x2161;
2161
&x2162;
2162
&x2163;
2163
&x2164;
2164
&x2165;
2165
&x2166;
2166
&x2167;
2167
&x2168;
2168
&x2169;
2169
&x216A;
216A
&x216B;
216B
&x216C;
216C
&x216D;
216D
&x216E;
216E
&x216F;
216F
U+2170 &x2170;
2170
&x2171;
2171
&x2172;
2172
&x2173;
2173
&x2174;
2174
&x2175;
2175
&x2176;
2176
&x2177;
2177
&x2178;
2178
&x2179;
2179
&x217A;
217A
&x217B;
217B
&x217C;
217C
&x217D;
217D
&x217E;
217E
&x217F;
217F
Пĕлтерĕш 1 000 5 000 10 000 6 50 50 000 100 000
U+2160! U+2180 &x2180;
2180
&x2181;
2181
&x2182;
2182

Усă курни

Вырăс чĕлхинче, чăваш чĕлхинче те рим цифрисемпе çак чухне ус кураççĕ:

  • Ӗмĕрĕн е пинçуллăхăн шучĕ: XIX ĕмĕр, пирĕн эрăччен II пинçуллăх.
  • Монархăн йĕркелĕх нумерĕ: Карл V, Екатерина II.
  • Нумай томлă кĕнекен нумерĕ (хăш чух — кĕнеке пайĕсен, уйрăмĕсен е пуçланисен нумерĕсем).
  • Хăш кăларăмсенче — листсен нумерĕсене кĕнекен умĕнхи сăмахлăхĕпе пĕрле çыраççĕ — каçăсене тĕп текст ăшĕнче улăштарас мар тесе.
  • Сехетсен циферблачĕн «ĕлĕххи пе» палăртăвĕ. Урăх чĕлхесенче рим цифрисене усă курмалли сферăн хăй уйрăмлăхĕ пур, сăмахран, анăç çĕршывсенче рим цифрисемпе хăш чух çулсене çыраççĕ.
  • Хăш уйрăмах паллă пулăмсене е шутсен пайĕсене, сăмахран: Евклидăн V постулачĕ, ССКП XXII съезчĕ.

Çавăн пекех пăхăр

Ӑнлантарусем

  1. ^ Unicode Number Forms
  2. ^ Пĕрремĕш икĕ йĕрке валли