Роланд Киккингер
Роланд Киккингер (ним. Roland Kickinger; ҫур. 1968 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ, Вена) — австри тата американ актёрӗ, бодибилдерӗ.
Пурнӑҫӗ
Роланд Киккингер Венӑра ҫуралнӑ. Унӑн амӑшӗ — секретарь, ашшӗ — Австри чукун ҫулӗн ӗҫченӗ пулнӑ. Ача чухне ишессипе тата футболпа кӑсӑкланнӑ, 15 ҫултан пуҫласа Венӑри пӗчӗк спорт залӗнче бодибилдингпа аппаланма тытӑннӑ[1]. Каярахпа вӑл Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене куҫнӑ.
Роланд Киккингерӑн ҫӳллӗшӗ — 193 см, йывӑрӑшӗ — 113–136 кг. Вӑл нумай хутчен бодибилдинг ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ, фитнес-журналсемпе вӗрентӳ видеороликӗсенче ӳкерӗннӗ[2].
Кинори карьери 1990-мӗш ҫулсен варринче пуҫланнӑ. Роланд ытларах «Терминатор: Да придёт спаситель» (2009) фильмри Т-800 терминатор ролӗпе паллӑ. Ку фильмра унӑн сӑн-питне компьютер графики урлӑ Арнольд Шварценеггерӑн сӑн-пичӗпе улӑштарнӑ. Ҫавӑн пекех 2005 ҫулта «See Arnold Run» телефильмра ҫамрӑк Шварценеггерӑн рольне вылянӑ.
Фильмографи
| Ҫул | Ячӗ | Оригиналлӑ ячӗ | Роль |
|---|---|---|---|
| 1998 | Смертельное оружие 4 | Lethal Weapon 4 | Сан-Диегӑри полици ӗҫченӗ |
| 2001 | 15 минут славы | 15 Minutes | австриец |
| 2008 | Нереальный блокбастер | Disaster Movie | Халк |
| 2009 | Терминатор: Да придёт спаситель | Terminator Salvation | Т-800 терминатор |
Ӑнлантарусем
- ^ Роланд Киккингер (выр.). КиноПоиск. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
- ^ Roland Kickinger Biography (англ.). IMDb. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Роланд Киккингер (акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче