Романов Леонид Романович

Романов Леонид Романович (1948 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ, Сморотин, Элӗк районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗ

1948 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Элӗк районӗнчи Сморотин ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнче (1971), Урал вӑрман институтӗнче (1978) пӗлӳ илнӗ. Совет Ҫарӗн ретӗнче хӗсметре тӑнӑ (1967—1969 ҫҫ.). Челябинск облаҫӗнчи Вӑрман хуҫалӑхӗн управленийӗн Нязепетровск вӑрман комбиначӗн техник-вӑрманҫи (1971—1975 ҫҫ.), Канаш механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхӗн Энӗшпуҫ лесничествинче лесничи, вӑрмана сыхлас тата хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен инженер (1978—1988 ҫҫ.), Горьки чукун ҫулӗн Хусан уйрӑмӗн хӳтӗлев тӗллевлӗ вӑрмансен Васильевка хутлӑхӗн Канашри производство участокӗн пуҫлӑхӗ (1988—1990), Канаш механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрман пункчӗн пуҫлӑхӗ (1990—1992), Комсомольски вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1998);
  • «РСФСР вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
  • «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
  • «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
  • «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ.

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 123—124. — 168 с.

Каҫӑсем