Романов Николай Кириллович

Романов Николай Кириллович (1919 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ, Верхний Казмаш[d]1943 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ, Лоевский район[d], Гомель облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Тӗп фронтӑн 65-мӗш ҫарне кӗрекен 106-мӗш стрелоксен дивизийӗн 188-мӗш стрелоксен полкӗн взвод командирӗ, старшина, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943, вилнӗ хыҫҫӑн).

Пурнӑҫӗ

Романов Николай Кириллович 1919 ҫулхи ҫун 10-мӗшӗнче Ӗпхӳ кӗпӗрнин Бирск уесӗнчи Тури Казмаш ялӗнче ҫуралнӑ[1] (1932 ҫултанпа Пушкӑрт АССР-ӗн Караидель районне кӗнӗ; ял 1994 ҫулччен пулнӑ).

Чӑваш. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1939 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ.

1934—1939 ҫулсенче Ҫӗнӗ Бердяш ялӗнчи «Пушӑн 8-мӗшӗ» колхозра счетовод пулса, Тури Казмаш ялӗнче «Канаш» колхозра кассир пулса, ВЛКСМ Караидель райкомӗн пай заведующийӗ пулса ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫара 1939 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Караидель районти вӑрҫӑ комиссариачӗ урлӑ чӗннӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1943 ҫулта тухнӑ.

188-мӗш стрелоксен полкӗн (106-мӗш стрелоксен дивизийӗ, 65-мӗш ҫар, Тӗп фронт) взвод командирӗ Романов Н. К. старшина 1943 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче Гомель облаҫӗнчи Лоев посёлокӗнчен кӑнтӑрарах Днепр юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне палӑрнӑ[2].

Ӑна Беларуҫри Гомель облаҫӗн Лоев районӗнчи Козероги ялӗнче пытарнӑ[3].

Паттӑрлӑхӗ

«188-мӗш стрелоксен полкӗн взвод командирӗ (106-мӗш стрелоксен дивизийӗ, 65-мӗш ҫар, Тӗп фронт) Романов Николай старшина 1943 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче Беларуҫри Гомель облаҫӗн Лоев посёлокӗнчен кӑнтӑрарах Днепр юханшывӗ урлӑ чи малтисен йышӗнче каҫнӑ; ҫар сыннисен ушкӑнӗпе плацдарма анлӑлатнишӗн ҫапӑҫнӑ, тӑшманӑн хирӗҫле тапӑнса килекен виҫӗ атакине сирсе янӑ.

1943 ҫулхи юпан 16-мӗшӗнче Лоевран кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ ҫӳллӗшшӗн ҫапӑҫнӑ чухне Романов Н. К. старшина рота командирне улӑштарнӑ та ҫар заданине пурнӑҫлама пултарнӑ[2].

Хастар ҫар ҫынни 1943 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн Романов Николай Кириллович старшинӑна вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[2].

Астӑвӑм

  • 2025 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин Правительстви йышӑннӑ тӑрӑх Совет Союзӗн Паттӑрӗ Николай Кириллович Романов ятне Пушкӑртстан Республикин Караидель районӗнчи Караидельри пӗлӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш вӑтам шкула панӑ[4][5];
  • Караидель ялӗнче Паттӑр ячӗллӗ урам пур, унта палӑк вырнаҫтарнӑ[1];
  • Пушкӑртстанӑн Караидель районӗнчи Александровка ялӗнчи шкул ҫурчӗ ҫине Паттӑра халалласа асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Романов Николай Кириллович (выр.). «Башкортостан» регионалти интерактивлӑ энциклопеди порталӗ (4 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Наградные документы (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 682525/793756. Д. 59/40. Л. 471, 472 архив материалӗсем)..
  3. ^ Информация в электронном банке документов ОБД «Мемориал» .
  4. ^ Ляйсан Закирова. Пушкӑртстан шкулĕсене Совет Союзĕн Паттăрĕсен ячĕсене панă (выр.). ИА «Башинформ» (23 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
  5. ^ Пушкӑртстан Республикин Правительствин 2025 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнчи 487-мӗш №-лӗ Йышӑнӑвӗ «Пушкӑртстан Республикинчи общеобразовательлӗ организацисене Совет Союзӗн Паттӑрӗсен тата Пушкӑртстан Республикин чаплӑ ӗҫченӗсен ячӗсене парасси пирки» (выр.). Пушкӑртстан Республикин Правительстви (20 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2.
  • Лицом на запад. Уфа, 1972. / стр.210—218;
  • Навечно в сердце народном. 3-е изд., доп. и испр. Минск,1984. / стр.440—441;
  • Славные сыны Башкирии. Уфа, 1966, кн.2. / стр.151—157.
  • Башкирская энциклопедия. Гл. ред. М. А. Ильгамов т. 5. П-С. 2009. − 576 с. ISBN 978-5-88185-072-2.; науч.. изд. Башкирская энциклопедия, г. Уфа.

Каçăсем