Ромашкин Валериан Фёдорович
Валериан Фёдорович Ромашкин (ҫур. 1950 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ, Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ, Чӗмпӗр облаҫӗ) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, прозаикӗ тата журналисчӗ, Раҫҫей Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1996), Чӑваш халӑх ӑсчахӗ (академик, 1996).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Валериан Ромашкин 1950 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрекен Анат Тимӗрҫен ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ялти шкулта виҫӗ ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн ҫемйи ҫак районти Телешовка ялне куҫса кайнӑ. Асӑннӑ вырӑс ялӗнчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан Ҫинкӗлти педагогика училищинче пӗлӳ илнӗ.
1970 ҫултанпа преподаватель пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Пӗр тапхӑр Вӑта тата Анат Тимӗрҫен ялӗсенчи «Память Куйбышева» колхозра комсомол йӗркелӗвӗн секретарӗ пулса тимленӗ.
1979 ҫулта Чӗмпӗрти И. Н. Ульянов ячӗллӗ патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ шкулта ачасене вӗрентнӗ, каярахпа шкул директорӗнче вӑй хунӑ.
1982 ҫулта ӑна Чӑнлӑ районӗнчи ҫутӗҫ пайӗн методистне куҫарнӑ. Ҫав ҫулах КПСС райкомне ӗҫлеме илнӗ, унта вӑл инструктор, кайран пай пуҫлӑхӗ — заведующийӗ — пулнӑ.
1985 ҫултанпа Чӑнлӑ районӗнчи «Коммунизм ҫути» хаҫатӑн редакторӗнче ӗҫленӗ.
1989 ҫулта Чӗмпӗр облаҫӗнче тӑван чӗлхепе «Канаш» хаҫат пичетленме пуҫласан, унӑн тӗп редакторӗ пулса тӑнӑ. Ку вырӑнта вӑл 1990—2002 ҫулсенче ӗҫленӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӗмпӗр хулинче пурӑнать.
Пултарулӑхӗ
В. Ф. Ромашкинӑн калавӗсемпе юморескисем Чӑнлӑ районӗн хаҫатӗнче В. Цветков, В. Сырлан псевдонимсемпе пичетленнӗ. Сӑввисем пӗрремӗш хут Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатра В. Федоров псевдонимпа кун ҫути курнӑ.
1998 ҫулта «Канаш» хаҫат ҫумӗнче В. Н. Федоровпа тата Л. П. Шабалинӑпа пӗрле «Чуваши Симбирского Поволжья» (Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсем) тӗпчев кӗнеки пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак ӗҫре чӑвашсен историне, ӑҫталла пурӑннине, этногенезне, тӗнне тата культурине ҫырса кӑтартнӑ.
2000 ҫулта унӑн «Любимое село»поэми пичетленнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл 2000 ҫулта тухнӑ «Шевле ҫути» кӗнеке авторӗсенчен пӗри шутланать.
Кӗнекисем
- Чуваши Симбирского Поволжья / В. Ф. Ромашкин, В. Н. Федоров, Л. П. Шабалина. — Ульяновск, 1998.
- Шевле ҫути / ред. Н. Н. Ларионов. — Чӗмпӗр: Чӗмпӗр кӗнеки, 2000. — ISBN 4-8426-0229-6.
- Любимое село (поэма). — Ульяновск, 2000.
Хисепӗсем
- Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1996);
- Чӑваш халӑх ӑсчахӗ (академик) (1996);
- Чӑваш Енӗн хисеплӗ таврапӗлӳҫи (2021);
- Чӑваш наци конгресӗн, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн, Чӗмпӗр облаҫӗн ҫутӗҫ министерствин тата Чӗмпӗр хула думин Хисеп хучӗсемпе Тав ҫырӑвӗсем;
- И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнӗ ятпа панӑ Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наципе культура автономийӗн хисеп палли;
- Чӑваш Республикин Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗ[1].