Рома Жиган
Чумако́в Рома́н Васи́льевич (ҫур. 1984 ҫулхи акан 8-мӗшӗ, Солнечнодольск[d], Ставрополь Ен) — Раҫҫейри рэп-юрӑҫ, Ро́ма Жига́н псевдонимпа паллӑ.
Пурнӑҫӗ
Роман Чумаков 1984 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ, Братеево районӗнче ӳссе ҫитӗннӗ.
Рэп-артист карьерине вӑл В. Ферапонтов продюсер йӗркеленӗ B.I.M. ушкӑнра пуҫланӑ[1]. Рэп-ушкӑнра Рома Чума псевдонимпа ӗҫленӗ. Вӑл хутшӑннипе тухнӑ пӗрремӗш альбом «Собачья жизнь» (2002) пулнӑ[2].
2002 ҫулта Чумакова ҫаратнӑшӑн тата автомобиль вӑрланӑшӑн айӑпланӑ, ӑна 3,5 ҫуллӑха колоние хупмалла тунӑ[3]. 2006 ҫулта тӗрмерен ирӗке тухсан[4], юрӑҫ карьерине таврӑннӑ.
2009 ҫулта «Битва за респект 3» теле-шоура хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ[5].
2014 ҫулта ӑна хурахла тапӑнӑва хутшӑннӑшӑн айӑпланӑ та пӗр ҫуллӑха колоние хупма приговор йышӑннӑ. Суд версийӗпе, Жиган 5 ҫынран тӑракан ушкӑнпа хӑйӗн PR-менеджерне тапӑннӑ тата ӑна хӑйне 100 пин тенкӗ пама хистенӗ[3].
2024 ҫулта вӑл Аким Апачевӑн «Полковник Свет» альбомӗ валли «Аэропорт» трека ҫырма хутшӑннӑ[6].
Дискографи
Студире ҫырнӑ альбомсем
- 2008 — «G-77»
- 2009 — «С днем рождения, пацаны»
- 2010 — «Делюга»
- 2012 — «Альфа и Омега» (при уч. Black Market)
Видеоклипсем
- 2009 — «Наше движение» (Trebal хутшӑннипе)
- 2009 — «Россия»
- 2009 — «Делюга» (Trebal хутшӑннипе)
- 2010 — «Люберцы»
- 2011 — «Мирного неба»
- 2011 — «Gangsta World» (LV, Gizo Evoracci хутшӑннипе)
- 2013 — «Прости» (Rap Pro, Nadya хутшӑннипе)
- 2014 — «Её нельзя любить»
- 2015 — «Удар в спину» (Princip хутшӑннипе)
- 2016 — «Расклад» (Кирилл Седой, Нафталадже хутшӑннипе)
- 2020 — «Тихий Дон» (MK5,45 хутшӑннипе)
Ӑнлантарусем
- ^ Рома Жиган — биография рэп исполнителя. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ B.I.M. — Собачья жизнь. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Рэпер Роман Жиган вышел из колонии. lenta.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ Рома Жиган не будет просить УДО и хочет в тюрьму , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ В России проведут фестиваль патриотического рэпа (выр.). Газета.Ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ Сергей Рязанов. «Кто против России, тот…»: о новом альбоме донбасского музыканта Акима Апачева. Аргументы недели (8 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.