Рональд Росс
Рональд Росс сэр (акăл. Ronald Ross; 1857 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ, Алмора, Ҫурҫӗр-Анӑҫ провинцисем, Британи Индийӗ — 1932 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ, Лондон) — Британ тухтӑрӗ, Шотландирен тухнӑ паразитолог, 1902 ҫулта физиологипе медицина енӗпе Нобель премине тивӗҫнӗ лауреат.
Лондонри патша пӗрлӗхӗн пайташӗ (1901) [4].
Кун-ҫулӗ
Рональд Росс 1857 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Алморта, Британи ҫарӗн офицер ҫемьинче ҫуралнӑ. Арҫын ача саккӑр тултарсан ӑна Англие вӗренме янӑ. Рональд пултаруллӑ ача пулнӑ пулин те — вӑл ҫыравҫӑ, артист е мусӑкҫӑ пулма ӗмӗтленнӗ, нумай сӑвӑ, пьеса тата роман пичетленӗ — ашшӗ ывӑлне медицина енӗпе аталанма хистенӗ.
1874 ҫулта Росс Сӑваплӑ Варфоломей больници ҫумӗнчи медицина колледжне вӗренме кӗнӗ. Колледжран вӗренсе тухсан Рональд Британин «Индири медицина служби» организацинче медик пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Малтанхи ҫулсенче вӑл ытларах вӑхӑта математика тӗпчеме тата литература пултарулӑхне аталантарма уйӑрнӑ пулнӑ. Кӑшт каярах Индире маляри сарӑлнине пула Россӑн ҫак чир сӑлтавӗсене тӗпчесе пӗлесси килсе кайнӑ. 1888 ҫулта вӑл Англие таврӑннӑ, унта вӑл бактериологи курсӗнче вӗреннӗ. Таврӑнсан малярипе чирлисен юнне тӗпчес енӗпе ӗҫленӗ.
Вӑл вӑхӑтра маляри чирӗ сывлӑш урлӑ ерет тесе шухӑшланӑ, Россӑн ку теори пирки иккӗленӳ ҫуралнӑ. Вӑл темиҫе статья ҫырнӑ, вӗсенче маляри сӑлтавӗ пыршӑлӑх юнӗнче наркӑмӑш пухӑнни пулнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ.
1894 ҫулта Росс каллех Англие ҫитнӗ. Унта вӑл Патрик Мэнсон паразитолог-тухтӑрпа тӗл пулнӑ, ҫакӑ унӑн шӑпишӗн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ. Мэнсон Росса маляри вӑрӑмтунасем ҫыртнипе те куҫма пултарни ҫинчен хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ, анчах та вӑл ҫакна ҫирӗплетме пултараймасть имӗш. Ку шухӑш Росса тӳрех хытӑ интереслентерсе янӑ. Вӑл ҫак теорие эксперимент лартса тӗпчеме шутлать.
1902-мӗш ҫулта Росса физиологипе медицина енӗпе Нобель премипе чысланӑ. Ҫак премипе ӑна «маляри чирне ертекен инфекци организма мӗнле лекнине кӑтартакан ӗҫсем пурнӑҫланӑшӑн, ҫапла май вӑл ҫак облаҫре малалли тӗпчевсене ӑнӑҫлӑ ирттерме, малярипе кӗрешмелли меслетсене хатӗрлеме майсем туса панӑшӑн» тивӗҫтернӗ.
1909 ҫулта ӑсчаха Лондонри патша пӗрлӗхӗн Патша медалӗпе чысланӑ.
Рональд Росс 1932 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче Лондонра вилнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Sir Ronald Ross // Encyclopædia Britannica (англ.)
- ^ 1, 2 Sir Ronald Ross // Internet Speculative Fiction Database (англ.) — 1995.
- ^ 1, 2, 3 Lundy D. R. The Peerage (англ.)
- ^ Ross; Sir; Ronald (1857—1932) , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗнчи копийӗ(акăлч.)
Вуламалли
- Кассирский И. А. Рональд Росс и малярийная проблема: К 80-летию со дня рождения Р. Росса / Наркомздрав СССР. — Биомедгиз, 1938. — 184 с.
- Ноздрачёв А.Д., Марьянович А.Т., Поляков Е.Л., Сибаров А.Д., Хавинсон В.Х. Нобелевские премии по физиологии и медицине за 100 лет. — Гуманистика, 2002. — 688 с.
Каҫӑсем
- Нобель комитечӗн сайтӗнчи Рональд Росс биографийӗ(акăлч.)
- Sir Ronald Ross, 1857—1932 // Obituary Notices of Fellows of the Royal Society 1932—1935 vol l pp 108—114, plate, by George Henry Falkiner Nuttall(акăлч.)