Чăваш чĕлхинчи хăш-пĕр сăмахсенчи хăш-пĕр р сасă ытти тĕрĕк чĕлхисенчиз сасăпа тӳр килет. Ку вăл — чăваш ротацизмĕ. Чăваш чĕлхи ротацизмпа палăрса тăрать пулсан, ытти тĕрĕк чĕлхисем ăна хирĕçле пулăмпа (зетацизм) палăраççĕ.
Ротацизм — питĕ авалхи пулăм, вăл монгол, тунгуз-маньчжур чĕлхисемшĕн те характерлă. Кун пек ротацизмăн палăрăмĕсем тепĕр чухне ытти тĕрĕк (сăмахран, якут) чĕлхисенче те сисĕнеççĕ.
Ротацизм ХIII—XIX ӗмӗрсенчи Атăлçи пăлхар çырулăхĕн палăкĕсенче (масар çинчи чул юпассм çинче) те палăрать. Вăл халĕ вилĕ шутланакан ытти пăлхăр чĕлхисенче те пулнă.
Пратĕрĕк тăрăмĕнчи -d- чăваш чĕлхинче -r- пек рефлексациленме пултарать. Çак пулăма иккĕмĕш ротацизм е ротацизм II теççĕ. Гусейнов Гарун-Рашид Абдул-Кадыровичăн диссертацийĕн авторефератĕнче (вырăсла) ăна "второй тип ротацизма" тенĕ[1].